Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти сỹнми хĕвел

07 марта 2012 г.

 

Куç хупса илнĕн иртет этем ĕмĕрĕ. Тин çеç пек çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе учительница пулма вĕренме кайнăччĕ хĕр. Халĕ вара хыçалта - вĕрентекен сукмакне такăрлатнă 36 çул. Çитес эрнере Елена Ивановна Кузьмина 55 çула хыçа хăварать. - Вĕрентекен профессине суйласа илнĕшĕн халĕччен пĕр самант та ỹкĕнсе курман. Çавăнпах пулĕ çулсем иртнине сиссе те юлаймарăм, - тет юбиляр сăмах пуçарнă май. Елена Ивановнăна Канашри педагогика училищи хыççăн Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула ĕçлеме янă. Дипломлă хĕртен телейли çук çак самантра! 1976 çулăн авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ. Сан çинчен пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусайнă ачасем куç илмеççĕ. Çамрăк учительница та кашнине тĕплĕн сăнать, çепĕççĕн калаçса паллашать. Килтен тухса курман шĕвĕрккесем шкулта хăйсене мĕнле тытмаллине те пĕлеймеççĕ. Вăтăрăшĕнчен хăшĕ-пĕри çеç сас палли паллать, шутлама пĕлет, çырасси пирки калаçмалли те çук... Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ тĕле çакскерсем букварь çеç мар, ытти кĕнекесене шăкăртаттарса вулаççĕ, задачăсене пĕр самантра шутлаççĕ... - Мĕнле чăтăмлăх çитеретĕр. Класĕ те пĕчĕк мар. Вулама пĕлмен ача çук вĕт, - тенине тăтăшах илтме тỹр килнĕ ашшĕ-амăшĕнчен педагогăн. Чăннипех те пуçламăш классен учительници кашни вĕренекене хăйĕн ачисене юратнă пек, вĕсенчен çирĕп ыйтнă пек, вĕрентнĕ. Урокра ăнланса юлайманнисене вара уйрăммăн вĕрентессине йĕркеленĕ. Тем тесен те кашни ача пĕр пек пулаймасть. Хăшĕсемпе уроксем хыççăн ларса та нумай ĕçлеме тивнĕ. - Пĕрремăш-тăваттăмĕш классенче илнĕ пĕлỹ никĕсĕ çирĕп кирлĕ. Малтанах тарăн пĕлỹ илме талпăнакан ачана каярахпа çăмăл, - тет Елена Кузьмина. Ачасемпе сасă хăпартса калаçнине, вĕсем çине кăшкăрнине астумасть Елена Ивановна çак çулсем хушшинче. Вĕренекенсем юратаççĕ Елена Ивановнăна. Иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса хисеплесе ỹснĕскерсем аслă классенче те чи çывăх çыннипе тĕрлĕ темăна сỹтсе яваççĕ. Хальхи вăхăтра Елена Ивановна тăваттăмĕш классене пĕлỹ парать. Урокра вĕренекенсем учитель çинчен куç илмеççĕ. Аслă категориллĕ педагог уроксене хăйне евĕрлĕ интереслĕ ирттерет. Е тата класс тулашĕнчи ĕçсенче епле харсăр тăваттăмĕшсем. Класс ертỹçи музыкăна та вĕрентет, çавна май конкурссенче вĕсем чи пултаруллисем. Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ çамрăк педагога ĕçлеме пуçланă çулах Çĕнĕ Пăвара паллама пуçлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă вăл, каçхине культура çуртне тухса тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Спектакль лартмалла-и, е концерта хатĕрленмелле _ Елена Ивановна алла баян тытать, сăвăсем вулать. Юрлама та ăста вăл. Пур енлĕ пултарулăхĕпе кĕске вăхăтрах палăрнă хĕре Кĕçĕн Шăхаль каччи куç хывать. Владимир Кузьмин сакăр вуннăмĕш çулсем пуçламăшĕнче тăван хуçалăхра тăрăшнă. Часах çамрăксем пĕрлешеççĕ. Çулсем иртнĕ май вĕсем малалла вĕренсе пĕлĕве ỹстереççĕ. Елена Ивановна Шупашкарти педуниверситетра аслă пĕлỹ илет. Владимир Ильич Çĕрпỹри совхоз-техникумран вĕренсе тухать. Ял çыннин нуши-тертне, савăнăçне пĕрле пайлакан хастар чăваш хальхи вăхăтра Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Кузьминсен çемйи сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе таврара хисеп çĕнсе илнĕ. Вĕсен капăртатас, кăкăра шаккас йăла çук. Яланах халăхпа юнашар, çума-çумăн. Культура çуртĕнче иртекен мероприятисене те вĕсем çемйипех хутшăнаççĕ. Кĕçĕн Шăхалĕнче спорт ăмăртăвĕсем сахал мар йĕркеленĕ. Çемье эстафетисем епле пысăк хастарлăхпа иртнине халĕ те манмаççĕ Кĕçĕн Шăхальсем. Елена Ивановна конкурс-тупăшусене яланах хăй ертсе пынă. Обществăлла ĕçсем паян та сахал мар унăн. - Çын ачисене воспитани, пĕлỹ паракан çыннăн хăйĕн ывăл-хĕрĕсем мĕнле çулпа пыраççĕ-ши?- пĕлесех килчĕ манăн. - Ачасемпе мухтанас йăла çук. Çамрăксен малашлăхĕ пысăк. Кашнийĕ хăйĕн çулне суйласа илнĕ, - тет виçĕ ача амăшĕ. Кузьминсен аслă хĕрĕ, Ирина, Шупашкарта миравай судья пулса ĕçлет. Ольга программиста вĕренсе тухнă. Икĕ çул Англире ĕçленĕ. Кĕçĕнни, Сергей те аслă пĕлỹ илнĕ. Виçĕ мăнукĕ Елена Ивановнăн чун йăпатмăшĕсем. Елена Кузьминан ĕçри тăрăшулăхшăн панă наградăсем сахал мар. "Çулталăкри учитель" конкурс призерĕ те вăл. - Чи пахи вара вĕренекенсем сума суни. Вĕсем питĕ йышлăн пулсан та пурте куç умĕнче. Хамăн ачасен, вĕсене хамăнах тетĕп эпĕ, пысăк çитĕнĕвĕсемпе, ĕçĕсемпе савăнса пурăнатăп. Апла пулсан начара вĕрентмен пĕрремĕш вĕрентекен, - тет пурнăçăн кашни саманчĕпе киленсе пурăнакан Елена Ивановна.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика