Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченлĕхре - илем

18 января 2012 г.

Этем тупать хĕрỹ ĕçре Хăй кĕтнĕ телейне... Курнавăшри Александра Ивановнăпа Василий Михайлович Корниловсен туслă та ĕçчен çемйинче пĕрремĕш пепки Кăшарни кунĕ çурални ыт ахальтен мар-тăр. Шартлама сивĕ кун çут тĕнчене килнĕскер çирĕп характерĕпе, хĕвел пек ăшă куллипе, çемçе те уçă кăмăлĕпе палăрчĕ ялта. Профессине Надежда сăваплине суйласа илчĕ _ 1977 çулта тăван шкултан вĕренсе тухсанах Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕчĕ. Мĕн ачаран ĕмĕтленчĕ çын сывлăхĕшĕн тăрăшма. Урамра вĕт-шакăрсемпе вылянă чухне те Надя Корнилова алла шприц тытса укол тунă пек хăтланатчĕ. Тантăшĕсене: "Ан йĕр, ан йĕр, часах иртсе каять," _ тесе лăплантарма тăрăшатчĕ, пуçран лăпкатчĕ. 1981 çулта Надежда Васильевна ялти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме килчĕ. Медицина сестри ял çыннисене пурне те паллать, камсем мĕнле лару-тăрура пурăннине пĕлет. Нумай ачаллă çемьесене, ватăсене, вăраха кайнă чирсемпе асапланакансене учета илчĕ вăл малтанах. Çĕрле ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăнакансем пулăшу ыйтса шăнкăравласа ярсан та хĕр чирлĕ çын патне чупса çитетчĕ. Надежда Васильевна пилĕк çул Евгения Горшкова заведующипе пĕрле ĕçлет. Евгения Александровна ялти чи хисеплĕ сиплевçĕ пулнă. Ăна ял çыннисем Турă вырăннех хунă. Хăй ĕмĕрĕнче сывлăх управçи вуншар çын пурнăçне çăлса хăварнă. Вăл "Хисеп Палли" ордена, медальсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Хăйĕн аслă ĕçтешĕнчен Надежда та нумай ăсталăх пухнă. 1986 çулта Надежда Васильевнăна фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине лартаççĕ. Унпа пĕрле чылай çул ĕнтĕ Татьяна Сусликова фельдшерица ĕçлет. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ тантăшсем. Çамрăксем чи малтанах ялти фельдшер пунктĕнче сиплев условине лайăхлатассишĕн ăнтăлнă. Чирлисене йышăнмалли, ача-пăча, процедура, гинекологи кабинечĕсем йĕркелесе янă, аптека пункчĕ ĕçлеме пуçланă. Надежда Васильевна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Килти телефон кану кунĕ те пĕр вĕçĕм шăнкăртатать. Тутлă ыйхăна татса, урай çăвакан витрепе мунчалана пăрахса чирлĕ çынна пулăшма васканă тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ. Ял çыннисемпе, ватăсемпе тĕл пулса час-часах калаçусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса библиотекăри мероприятисене хутшăнать вăл. Усал та хăрушă чир-чĕртен сыхланса профилактика ĕçĕсем тăвассине тĕп вырăна хурать. Н.Смирнова ертсе пыракан коллектив сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен смотр-конкурсĕсене те сахал мар хутшăннă. Фельдшерпа акушер пункчĕ 1997, 1998 çулсенче республикăри конкурссен лауреачĕ пулса тăнă. Çавăн пекех Курнавăшсем пĕрре мар "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" ята тивĕçнĕ. 2000 çулта Надежда Смирновăн пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна "Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă. Çак хисеп сывлăх хуралçине тата та хавхаланса ĕçлеме хистет. Смирновсем _ Надежда Васильевнăпа Герасим Васильевич _ ялти чи сумлă мăшăрсенчен пĕрисем. Кил хуçи чылай çул тăван хуçалăхра вăй хучĕ: тĕп зоотехник, хуçалăх ертỹçи. Халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Хуçалăхĕ тĕреклĕ ỹркенмен мăшăрăн. Килĕштерсе пурăнакан çемьере хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Маринăпа Сергей Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрĕ банкра, ывăлĕ инженерта ĕçлеççĕ. Ачисем те, амăшĕпе ашшĕ пекех, мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă. Ялти чи хисеплĕ хĕрарăм, кашни çынна эмелпе кăна мар, сăмахпа та пулăшма хатĕр Надежда Васильевна, унпа пĕрле ĕçлекен Татьяна Николаевна, анлă пурнăçăн çур ĕмĕрне утса тухаççĕ. Сăн-сăпатпа кăна мар, ĕçченлĕхпе илемлĕ пирĕн сывлăхшăн тăрăшакансем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика