Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Куç курнă чухне алăран ĕç ярас мар"

07 января 2012 г.

Курнавăш ялĕнче ятлă-сумлă ĕç ветеранĕсем нумай. Вĕсенчен пĕри _ Евгения Николаевна Мясникова. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çуралнă ытти нумай-нумай тантăшĕсенни пекех Евгения Николаевнăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр тапхăрта иртнĕ. Ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне Евгень вунă çулта пулнă. Амăшĕпе асламăшĕ пилĕк пĕр тăвана ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр пилĕк авнă. Вĕсемех пĕчĕкскерсене мĕн ачаран алă ĕçне хăнăхтарнă. _Темле йывăр пулсан та аннепе асанне пире выçă лартман, çĕтĕк çỹретмен,_ тет Евгения Николаевна ачалăхне аса илсе. Ĕç ветеранĕ паян ачаранах килте пир тĕртнине, хирте пилĕк авнине ытарлăн каласа парать. _ Ачаран ачаш ỹсмен пепкере пархатарлăх пурах тетчĕç ваттисем. Ку чăннипех те çапла,- тет Евгения Мясникова. Çавна май ылтăн алăллă кинеми мăнукĕсене çума лартса ал ĕçне хăнăхтарать. Çамрăкла вĕренни чул çинче тенине тĕпе хурать вăл. Тĕп килте пурăнакан Таньăпа Женя мăнукĕсем асламăшĕпе пĕрле тухья та ăсталаççĕ, чĕнтер йĕппи тытма та пĕлеççĕ. Йĕп тытсан вара хăш вăхăтра сăмса тутри тĕрлесе хунине те сиссе юлаймастăн. Асламăшĕ хĕр пĕрчисемпе мăнаçланать те. Юрра-ташша маçтăр чиперуксем. Акă иккĕмĕш класра вĕренекен Таня районти çамрăк юрăçсен конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ пулса таврăнсан ватăн кăмăлĕ те çĕкленчĕ. Хăй те ĕлĕкхи юрăсене нумай пĕлет. Ыйхă мĕнне пĕлменскер çỹçеллĕ тутăр миçе çыхнин шутне те маннă вăл. Ачисене кăна мар, тăванĕсене те хăй аллипе илемлетсе эрешленĕ тутăрсем, тĕрленĕ кавирсем, кофтăсем çыхса парнеленĕ. Алсиш-нускийĕсем пит илемлĕ унăн, тĕрлĕ çипсемпе çыхать вăл вĕсене. Асăнмалăх тăван-пĕлĕшĕсене пурне те парнелеме тăрăшать ватă. Тухья, хушпу, масмак, кăкăр умĕ эрешĕсене, мăй çыххи пĕрре мар ăсталанă. Евгения Мясникова Курнавăшри информаципе культура центрĕ çумĕнче ăста алăсен клубĕн членĕ. Унăн ĕçĕсем Р.Горшкова библиотекарь йĕркелекен выставкăсенче паллă вырăн йышăнаççĕ. Анчах тĕрлĕ çын тĕл пулать çав пурнăçра. Куравсене тăратнă ĕç чылай чухне киле тĕрĕс-тĕкел "çаврăнса çитейменнишĕн" пăшăрханать вăл. Илемлĕхе куракан, анчах унăн ĕçне ăнланман "кукăр алăллă" çынсем таçтан тупăнаççĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ĕçленĕ тухьяпа, çи-пуçсемпе сыв пуллашма тивнĕ Е.Мясникован. _ Çав тухья шутсăр хитре пулса тухнăччĕ. Хамăр япалана таçтан паллатпăр та..., _ тет çак эрнере сакăр вунă çул тултаракан Евгень аппа. Владимир ывăлĕ кỹршĕри "Клевер" хуçалăхра, Оксана кинĕ Çуткỹлти шкулта библиотекарьте тăрăшаççĕ. Тунсăхласа ларма вăхăт çук унăн. Ирхине картишĕнче кăштăртатать. Ĕне сума та пăрахман-ха вăл. _ Ывăлпа кин йывăр ĕçлеттересшĕн мар, çапах сывлăх пур чухне кил хушшинче те тăрăшас килет. Ĕçленипе çын вилмест, ĕçсĕр вара ухмаха тухма та пулать пулĕ. Паянхи çамрăксене уйрăмах йывăр. Эпир ĕмĕре ĕçре ирттертĕмĕр. Пирĕн ялти çамрăк хĕрарăмсем ĕçсĕр епле нушаланаççĕ. Шалккă вĕсене, _ тет вăл. Çамрăксем пурнăçа вĕрентсе пыракан, кирек хăш вăхăтра та ырă сĕнỹ-канаш, ĕне выльăхĕсене кăнтăрла апат паракан кил хуçи пурришĕн хавас. Мăнукĕсем шкултан, ачисем ĕçрен таврăннă çĕре газ плити çинче вĕри апат пăсланса хатĕр ларать. Апат пĕçерме, чустапа аппаланма та кăмăллать кинеми. Каç сĕмĕ çапсан çеç пухăнать çемье тулли кĕрекере. Ывăлĕпе кинĕн, мăнукĕсен чĕлхисем яка та çепĕç, амăшĕпе асламăшне тутлă апатшăн тав тума та манмаççĕ вĕсем. Епле хĕпĕртет ăшă сăмахсене самантлăха та ахаль ларма пултарайман Евгения Николаевна. Килте шăкăл-шăкăл калаçса пурăннипе ĕмĕр иртнине те сиссе юлайманнине çирĕплетет. Сакăр теçетке çул хушшинче вара Евгения Николаевна хуйхи-суйхине сахал мар ас тивнĕ. Курнавăш хĕрĕ ял ачипех _ Серапион Мясниковпа çемье çавăрса ултă ача пăхса ỹстернĕ. _ 45 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр. Алли ăстаччĕ мăшăрăн. Çынпа хирĕçсе курман вăл. Кун-çулĕ кĕскрех пулчĕ çав унăн,- мăшăрне куç умĕнчен кăлараймасть Евгения Николаевна. Колхозра механизаторта вăй хунă мăшăрĕшĕн, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ икĕ ывăлĕшĕн йĕрсе куççулĕ те типнĕ хĕрарăмăн. Вăхăт темле сурана та сиплет тени тĕрĕсех. Ватлăхра амăшĕ тăватă ачипе, вунă мăнукĕпе киленсе пурăнать. _ Ачасем ỹркенекен çынсем пулманнишĕн савăнатăп. Пурте хăйсем йăва çавăрнă. Турă сывлăх парнелетĕр вĕсене. Эпĕ вара ыррине кăна пиллетĕп. Пирĕн, карчăксен, килте кăштăртатса лармалла ĕнтĕ. Куç курнă чухне алăран ĕç ярас килмест,- кăмăллăн пуплет Евгень аппа. Никам та ăна сакăр вунă çулта тесе калаймĕ. Хăй çулĕнчен çамрăк курăнать вăл. Ĕç çынна илем кỹрет тесе ыт ахальтен каламаççĕ иккен... 

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Мясникова Таня мăнукĕпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика