Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель ĕçĕ яваплă

02 января 2012 г.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула инçетри ялсенчен çỹрекен ачасене икĕ автобуспа турттараççĕ. В.Светопольский водитель 10 çула яхăн ĕçлет кунта. В.Прохоров водителĕн вара шкулти ĕç стажĕ пысăках мар-ха, иккĕмĕш çул çеç. Çапах та харсăр водитель кĕске вăхăтрах хăйĕн ĕçне юратнипе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупнипе палăрчĕ. Вĕренекенсене районти конкурссемпе олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене вăхăтра илсе каясси водительсенчен те нумай килет. Канмалли кунсене пăхмасăр руль умне лараççĕ Владимир Николаевичпа Валерий Игнатьевич. Валерий Прохоров салтака кайиччен шофера вĕренсе тухнă. Çартан килсен тỹрех тăван хуçалăхри ГАЗ-53 автомашина çине ларнă. Пултаруллă çамрăк груз турттаракан автомашинăпа таçта та çитнĕ. Ỹркенмен шофера ялти çынсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ: тăтăшах çĕр кăмрăкĕ, вутă турттарса панă вăл вĕсене. Хăй суйласа илнĕ профессие юратать В.Прохоров. Автобуса юсавлă тытать, ăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме тăрăшать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика