09 ноября 2011 г.
1861 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçăлнă Курнавăш шкулĕ хăйĕн историйĕпе пуян. Малтанах чиркỹпе прихут шкулĕ пулнă. Унта виçĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача вĕреннĕ. Шкул аталансах пынă. Таврари вунă ялтан ачасем вĕренме çỹреме пуçланă. 1870 çулта шкул пуçламăш училище шайне çĕкленнĕ. 1936 çулта Курнавăш шкулĕ çичĕ çул вĕренмелли, 1976 çулта вăтам шкул пулса тăнă. Хальхи вăхăтра никĕс шкулĕ. 161 ача вĕренме çỹрет. Вĕсене 22 вĕрентекен пĕлỹ парать. Вĕрентекенсем пурте анлă тавра курăмлă: 7 педагог Раççей Президенчĕн, тăваттăшĕ Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕсене тивĕçнĕ. Вун пилĕк учитель - аслă, пиллĕкĕшĕ - пĕрремĕш, пĕри иккĕмĕш квалификаци категорине илнĕ. 10-11-мĕш классем валли физика-математика, социаллă-экономика, технологи профиль класĕсем йĕркеленĕ. Ял хуçалăхĕ валли тракторист-водительсене хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра коллектива философи наукисен кандидачĕ П.В.Кузнецов ертсе пырать. Шкул чăннипех те хăйĕн ỹсĕмĕпе мухтанма пултарать. 2006 çулта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пĕр миллион тенкĕлĕх грантне, 2009 çулта Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ "Вĕрентỹпе пуçарулăх" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнса 400 пин тенке тивĕçнĕ. 1876-1883 çулсенче Курнавăш шкулĕнче чăвашсен революцичченхи малтанхи писателĕсенчен пĕри Игнатий Иванович Иванов ĕçлесе пурăннă. Иван Яковлевич Яковлев сĕннипе, вĕренекенсене экзамен тыттарма Алексей Васильевич Рекеев священник, педагог, этнограф час-часах килсе çỹренĕ. Пархатарлă ĕçĕпе яланлăхах ырă ят хăварнă учительсем: О.С.Ломоносова, Ф.З.Захаров, П.Е.Светопольский, Александра, Мария, Василий, Иван Игнатьевсем... Курнавăш шкулĕ вĕренекенĕсемпе те мăнаçланать. Кунта - чăваш литературинче аванах паллă йĕр хăварнă çыравçăсем - Якку, Хĕветĕр, Энтри Турхансем, И.Д.Кузнецов - истори наукисен докторĕ, профессор, чăваш историне, литературине тĕпчесе палăрнă, А.П.Григорьев - "Россия", "Урожай", "Нива" хуçалăхсен ертỹçи, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, П.Н.Чернов - СССР халăх учителĕ, П.М.Смирнов, Г.В.Прохоров - Чăваш Республикин тата РСФСР тава тивĕçлĕ учите-лĕсем, Я.Н.Чермаков - Ленин премийĕн лауреачĕ, Б.Н.Атаманов - çăмăл атлет, СССР спорт мастерĕ, В.Н.Ефимов - Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Е.П.Дмитриева (Чекушкина) - филологи наукисен кандидачĕ, хальхи вăхăтри чăваш прозин çамрăк ăсти тата ыттисем те вĕренсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Шкулăн 150 çулхи юбилейне Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.В.Левый, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕсем П.М.Смирнов, Г.В.Прохоров, тăванла çыхăну тытакан Тăвай районĕнчи Тушкил шкулĕнче вĕрентекенсем тата ыттисем те килнĕ. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова Курнавăш шкулĕ республикăри чи паллă шкулсенчен пĕри пулнине, вĕрентекенсем Раççей тата республика шайĕнчи конкурссенче пысăк çитĕнỹсем тунине палăртрĕ. 1975 çулта вĕренсе тухнисем тăван шкула тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕç. Уявра парнесем тата ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Тухса калаçакансем шкула малашне те çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума, ỹссе пыракан ăрăва тарăн пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларма ырă сунчĕç. Вĕрентекенсемпе шкулта ĕçлекенсене Мухтав тата Тав хучĕсем парса чысларĕç. Тăван шкул юбилейĕ тĕлне вĕрентекенсем альбом, П.М.Смирновпа А.П.Смирнов "Ученья свет" ятлă кĕнеке хатĕрленĕ. Елчĕкри "Варкăш" ансамбль, шкул ачисен юрри-ташши уява илем кỹчĕç. Тавах, тăван шкулăм, сана! Пире ăс парса вĕрентнишĕн. Пире эсĕ панă чунна. Сана тав тăватпăр пуриншĕн.
Источник: "Елчĕк Ен"