Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавра пĕлỹçĕ - хисеплĕ ят

26 февраля 2011 г.

Курнавăшсемшĕн иртнĕ çул пысăк пулăмпа палăрчĕ. "Новые Шимкусы. Время. События. Люди" кĕнеке кун çути курни çинчен чылайăшĕ пĕлеççĕ. Асăннă кĕнеке авторĕсем Петрпа Алексей Смирновсем тĕпчев ĕçне малалла тăсас тĕллевпе çак кунсенче Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче пулчĕç. Историллĕ документсемпе, кĕнекесемпе паллашнă май чылай ыйтăва тишкерме май килчĕ. Хальхи саманара шкул ачисене иртнипе кăсăклантарма çăмăлах мар. Вĕсем паян компьютерпа ытларах кăсăкланаççĕ. Петр Михайловичпа Алексей Петрович Смирновсене ял историне çырса хатĕрлеме çамрăк тавра пĕлỹ-çĕсем пысăк пулăшу панине пĕлсен тĕлĕнтĕм. Музей çумĕнчи çамрăк экскурсоводсем ял историйĕ, чапа тухнă çынсем çинчен паха материалсем сахал мар пухнă. Çамрăк ăру çак пархатарлă ĕçрен айккинче юлманшăн чун савăнать. Ачасен тавра пĕлĕвĕ нумай енлĕ аталанни хăйсемшĕн те, ял çыннисемшĕн те усăллă-çке. Çамрăк краеведсем уйрăмах 10 "а" класра йышлăн. Вĕсем шкулта "Ĕлĕк-авал" хаçат кăлараççĕ. Унта ĕлĕкхи йăла-йĕркепе паллаштараççĕ, тахçан-тахçанах ырăпа палăрнă çынсем çинчен çырса пĕлтереççĕ. Тавра пĕлỹçĕсем - П.Смирнов, А.Курчина, А.Цветкова, Н.Кузнецова, А.Светопольский, С.Кузнецов хăйсенчен кĕçĕнреххисене явăçтарни ырă пулăм. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем аслисен пуçарăвĕпе питех те кăмăллă. Тăван тăрăха пĕлекен çын хисеплĕ пулнине вĕсем ла-йăх ăнланаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика