10 февраля 2011 г.
Çакăн пек ятпа Çĕнĕ çулхи уявсен вăхăтĕнче, ун хыççăн та республикăра фестиваль иртрĕ. Паянхи кун эпир çутăсăр пĕр кун та пурăнаймастпăр. Ăнсăртран, кĕске вăхăтлăха çеç çутă сỹнсе ларсан та тĕнче тĕксĕмленсе килнĕ пек туйăнать. Электричество çутисĕр пуçне кăмăл, чун-чĕре çутти, ăшши те кирлĕ-çке пире пурнăçа пуянлатма, илемлетме. Чун-чĕри, шухăш кăмăлĕ çутă та ăшă çын илемлĕ те илĕртỹллĕ япаласем ăсталама пултарать. Çакна тĕпе хурса эпир, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем, республикăри фестивальрен аякка пăрăнса юлас мар тесе тĕрлĕ курав-конкурс йĕркелерĕмĕр. Сăн ỹкерчĕксенчен йĕркеленĕ "Çутă пултăр!" ("Да будет свет!") курав-конкурс нумай-нумай çынна хавхалану кỹчĕ. Питĕ пахалăхлă, тĕрлĕ енлĕ сăн ỹкерчĕксем куравра 60-а яхăн пулчĕç. Çирĕме яхăн авторăн ĕçĕсене, чи лайăххисене, суйласа илме çăмăл мар. Таврана каçхи сăн çапнă е çĕрле ỹкерттернĕ пейзажсем ытларах пулчĕç. Уйрăмах Тăрăм шкулĕнчи Аэлита Ивановна Гордеева учительницăн ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Унăн "Тул çутăлни", "Каçхи пĕлĕт", "Уйăх анать" тата ытти ĕçĕсене пахалăхне, илемлĕхне мала хурса жюри пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕ. Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Вера Васильевна Панкратова тата Курнавăшри тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ, истори учителĕ Алексей Петрович Смирнов иккĕмĕш вырăнта, Çуткỹлĕнчи шкулта вĕрентекен Лариса Ивановна Викторовăпа Рада Викторовна Федорова - виççĕмĕшсем. Шкул ачисем хушшинче малти вырăнсене Е.Падуева, В.Максимова, А.Шаурбина, О.Каширина, Ю.Николаева (Елчĕк) çĕнсе илме пултарчĕç. Кушкă шкулĕнчи Д.Баринов, Аслă Таяпа шкулĕнчи А.Скворцов та курава хăйсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе пуянлатрĕç. Курав-конкурс çĕнтерỹçисене грамотăсем парса хавхалантарнă. Елчĕк музейĕнче иртнĕ курав-конкурсри чи лайăх ĕçсене Шупашкара тăратнă. Шкул ачисем хушшинчи конкурсра Курнавăш шкулĕнчи П.Смирнов, Елчĕк шкулĕнчи О.Панкратовăпа В.Александрова хавхалану парнисене, дипломсене тивĕçнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"