19 января 2011 г.
Иртсе кайнă çул Курнавăшсемшĕн паллăран паллă çул пулса юлчĕ: авалхи ялпа унăн мухтавлă çыннисен кун-çулĕпе ĕçне хĕлне пĕтĕмлетекен "Новые Шимкусы. Время... События... Люди..." кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕсем - ку тăрăхра кăна мар, пĕтĕм Чăваш Республикипех ырă ята тивĕçнĕ Петр Михайловичпа Алексей Петрович Смирновсем. Çапла вара, ашшĕпе ывăлĕ хăйсене сăпка сиктерсе ỹстернĕ тăван яла, ентешĕсене нимĕнле хакпа та виçме çук парне кỹчĕç. Республикăн тĕп хулинчи издательствăсенчен пĕринче кун çути курнă, самаях хулăн кĕнеке Курнавăшра пурăнакан кашни çемьерех сумлă вырăн тупасси пĕрре те иккĕлентермест. Смирновсем тăрăшса та тирпейлĕн пухса пынă документ-семпе материалсем çак кĕнекене пĕтĕмпех кĕрсе пĕтнĕ тесе çырассăм килмест манăн, мĕншĕн тесен канăçсăр тавра пĕлỹçĕсен килĕнчи архивĕ çав тери пуян пулни пирки тахçанах илтнĕ эпĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçне малтан пуçласа мĕн вĕçне тухичченех васкамасăр, хыпăнмасăр вуласа "шĕкĕлченĕ" хыççăн алла калем тытма мĕн хистерĕ-ха çак йĕркесен авторне? Смирновсен кĕнеки ăнăçлă пулса тухни тата вăл ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăни. Пытармăпăр, юлашки икĕ вунă çуллăхра ял-поселоксен историйĕпе паллаштаракан кĕнеке-брошюра сахал мар кăларчĕç тавра пĕлỹçĕсем. Анчах та вĕсенчен чылайăшне алла тытсассăнах кăмăл çухалать: туртмаççĕ, илĕртмеççĕ вĕсем; сăн-сăпачĕпе карчăк-кĕрчĕке аса илтереççĕ; полиграфи енчен илсессĕн те ырлама çук; вулама тăрсан вара: "Вăл е ку автор хăйĕн ал çырăвне пичете сĕниччен мĕншĕн кама та пулсан сĕнсе пăхман-ши?" текен ыйту çуратать. Куç тĕлне йăнăш çине йăнăш лекни, чĕлхе саккунĕсене пăхăнманни, орфографи йĕркисенчен пăрăнни, çыраканĕсем хăйсемех япăх корректорсем пулни - кунашкал пулăмсемпе тĕслĕхсене сахал мар куратпăр мар-и? Илсе кăтартнисенчен пĕри те Смирновсен кĕнекине "пырса тивмест": эпĕ ăна çỹлти шайра иртекен кĕнеке ярмăрккинче пĕрремĕш степень дипломĕпе ылтăн медаль пама хатĕр! Çук, ал çырăвне хатĕрленĕ-хатĕрлеменех пичетлеме васкаман вĕсем, унта тĕрлĕ хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртнĕ, никам та "сиксе" ан юлтăр тенĕ, аваллăхран паянхи кунччен хывăннă çул çинче "шурă пăнчăсем" ан курăнччăр тесе тимленĕ. Пĕр ỹстермесĕрех çакăн пек пĕтĕмлетỹ тăватăп: Курнавăшсен ячĕпе лартнă палăк чăннипех çирĕп те сулмаклă пулса тухнă, вăл - Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕн самаях витĕмлĕ статйи, Курнавăш ялĕпе унăн çыннисен калама çук пысăк энциклопедийĕ. Эпĕ Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă ялта нихăçан та пулса курман, анчах Смирновсен хайлавĕпе тĕплĕн паллашнă май кунти Эйпеç çырмине те, Таттăрлапа Юмасара та, Тăрнашурпа Масар çырмине те "анса çỹрерĕм", Арман кассипе Укаш касси, Аслăварпа Турчăка касси урамĕсемпе те "утса иртрĕм", хальхи Тăвай тăрăхĕнчен куçса килнĕ йăхташăмăрсен вăхăт таппи "тытса юлнă" паттăр та хастар ĕçĕ-хĕлĕпе "паллашрăм", яла никĕсленĕ мăн асаттесемпе мăн асаннесен, мăн кукаçисемпе мăн кукамайсен манăçми сăнарĕсене куç умне "кăлартăм". Тăван çĕр-шывпа Курнавăш ялĕн историне пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Ытти чăваш ялĕсем пекех, Курнавăш та революципе граждан вăрçи çулĕсенче çамрăк Раççея кăкăрпа хỹтĕленĕ, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăнсан, ушкăнпа, нимелле ĕçлессине тĕпе хунă, ылханлă тăшман мирлĕ çĕр çине тапăнса кĕрсен хăйĕн 253 вăй питти çыннине фронта ăсатнă, 116-шне ĕмĕрлĕхех фронтра çухатнă. Петрпа Алексей Смирновсем вĕсене кашнинех кĕнекене кĕртнĕ. Мĕн тери кирлĕ те сумлă ĕç ку! Фронтра пуç хунисемпе тылра хастарлăх кăтартнă ентешсен çутă сăнарĕсем нихăçан та тĕксĕмленмĕç пирĕн хушăра çакăн пек хĕрỹ чун-чĕреллĕ шыравçăсемпе тĕпчевçĕсем пур чухне. Авторсем хыçа хăварнă вăхăтпа кăна чикĕленмен: кĕнекере паянхи ялăн сулмаклă таппи те витĕмлĕн палăрса-сисĕнсе тăрать. Аслисенчен илнĕ эстафетăна çĕнĕ ĕмĕрте мĕнлерех çĕклесе пыраççĕ-ха хальхи яшсемпе хĕрсем? Ку ыйту хуравне те тупма пулать. Шел, чун-чĕрене çавăнтах пăшăрхану туйăмĕ иленет: тахçан Елчĕк тăрăхĕнче кăна мар, Чăваш Енре те хăйĕн ỹсĕм-çитĕнĕвĕпе курнăçланма пултарнă хуçалăх та рынок тапхăрĕн пăтрануллă хумĕсен айне пулнă. Анчах самана пăтăрмахĕсем йышлансах пынине пула ячĕсене тăтăшах улăштарса тăракан ЯХПК та, агрофирма та хальлĕхе ял çыннисен шанăçне тỹрре кăлараймаççĕ-ха. Кĕнеке авторĕсем палăртнă тăрăх, Курнавăш тепĕр хут çĕкленмеллех, ура çине тăмаллах! Яла Палестинăн Раççейри посолĕ пек паллă çынсем татах та татах килсе çỹрес вăхăт çитмеллех! Курнавăш çыннисем, хăйсен чыслă та мухтавлă ĕçĕпе палăрса, тăван çĕр-шывăн орден-медалĕсене те, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене те тивĕçнĕ, вĕсен хушшинчен тĕрлĕ шайри депутатсем те, ăслăлăх докторĕсемпе кандидачĕсем те, спорт мастерĕсем те тухнă. Тавра пĕлỹçĕсем кĕнекере вĕсене ятран асăнма манман. Тăван шкулăн историне уйрăмах тĕплĕн çырса кăтартнă Смирновсем. Çакна ăнланмалла, Петр Михайлович ĕмĕрне ачасене çирĕп те тарăн пĕлỹ парас ĕçре ирттернĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, çĕнĕ меслетлĕхсене анлă çул панă новатор, вĕрентỹпе воспитание, пĕлỹпе ĕçе таччăн çыхăнтарассине тĕпе хунă ăсчаха ăнсăртран "тыттарман" ĕнтĕ Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн титулĕсене. Вăл икĕ хутчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн тивĕçне пурнăçлани те нумаййи çинчен калать. Петр Михайлович пуçарнипе ялта историпе тавра пĕлỹ музейĕ уçăлнă. Çав музей пулман-тăк, Курнавăшăн ятран çырнă кĕнеки те кун çути кураяс çукчĕ! Ашшĕн çулне малалла такăрлатса ывăлĕ, Алексей Петрович, ял-йышра курăмлă ĕç пурнăçлать: музей çĕнĕрен çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Апла пулсан, эпир алла тытнă кĕнекен малаллахи тăсăмне куратпăрах! Авторĕсем çак пархатарлă ĕçе ыттисене те - тĕпчевçĕсемпе тавра пĕлỹçĕсене, чĕлхеçĕсемпе топонимиксене т. ыт те - анлăрах сарса яма чĕнеççĕ. Ỹлĕмрен эпир пурăнакан тавралăха хак пама тăрсан чи малтан çакăн йышши кĕнекесене шута илĕç. Сăмах та çук, ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тивĕçне чыслăн, тасан пурнăçланă. Вĕсен ĕçне шкулти тăван ен урокĕсенче вĕренĕç, наука-практика конференцийĕсенче асăнĕç, хĕрлĕ хуплашкаллă хулăн кĕнеке малтанхи икерчĕ пек тачка пулса тухман. Эпĕ хам, сăмахран, "чĕрре кĕмелли" пĕр тĕслĕх те тупаймарăм, çапах та ку кĕнекене аннесем пилленĕ çепĕç те янравлă чăваш чĕлхипе çырнă пулсан, Геннадий Волков пек вулакансем мĕн тери савăнатчĕç ĕнтĕ. Çапла çырса, ентешĕсене хĕвел шевли пек çутă та таса ĕç парнеленĕ авторсем мана нимĕн чухлĕ те кỹренмĕç тетĕп.
Источник: "Елчĕк Ен"