Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхпа ырăлăха хаклакан класс

25 декабря 2010 г.

Присоединенное изображение

Курнавăшри 7-мĕш класра 16 ача пĕлỹ пухать. Çав шутран 4-шĕ - Мария Корнилова, Анна Смирнова, Андрей Чермаков, Руслан Мартышкин - вĕренỹ отличникĕсем. 7-мĕш класс ертỹçи А.Ефимова ачасемшĕн вĕрентекен вырăнĕнче анчах мар, иккĕмĕш амăшĕ те, пурнăçри çывăх юлташĕ те. Вăл тăрăшнипе вĕренекенсем класра, ун тула-шĕнче иртекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Мария Корниловăпа Руслан Мартышкин район тата республика шайĕнчи конкурссенче те активлă. 7-мĕшсем туслăха питĕ хаклаççĕ. Класри ачасене тĕрлĕ уявпа, çуралнă кун ячĕпе саламласси йăлана кĕнĕ. Класс ертỹçи вĕренекенсен тавра курăмне аталантарас тĕллевпе вĕсене вĕренỹ çулĕнче паллă вырăнсене илсе çỹрессине йĕркеленĕ. Ачасем Шуршăлти А.Николаев ячĕллĕ космонавтика музейĕнче, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишшин музейĕнче пулса курнă. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен ачасем яланах турпоходра пулаççĕ. Кăвайт умĕнче калаçса ларни, вăйăсем выляни вĕсенче чылайлăх асра юласса шанать класс ертỹçи. Сывă пурнăç йĕркине аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ класра. Уйрăмах йĕл-тĕрпе çỹрессине кăмăллаççĕ. Çуткỹл шкулĕнче вĕренекенсемпе туслă çыхăнура пулнă май çулла çак шкула çуран, хĕлле йĕлтĕрпе çитсе килеççĕ Курнавăшсем. Ачасенче Анфиса Николаевна ырăлăхпа тăванлăх туйăмĕсене мĕн пĕчĕкрен вăратать. - "Ачасене ырăлăх парнелĕр" девиза мала хурса ялти "Ылтăн пулă" ача садĕнче час-часах пулатпăр. Концертпа, пысăках мар парнесемпе савăнтараççĕ. Ваттисене пулăшма та çỹреççĕ. Хăйсен пуçарăвĕпе Тимур команди йĕркелесе пĕччен пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсене шефа илнĕ, - кăмăллăн пĕлтерет класс ертỹçи. Класс пĕр чăмăра пĕрлешнине, туслă та активлă пулнине 2009-2010 вĕренỹ çулĕсенче çиччĕмĕшсем район шайĕнчи "Çулталăкри класс" конкурс çĕнтерỹçи пулни те лайăх çирĕплетет.

Сăн ỹкерчĕкре: çиччĕмĕшсем туслăха хаклаççĕ..

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика