Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей коробки тунă

04 декабря 2010 г.

Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ ялсенче пурăнакан çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарас, çапла майпа вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе чылай мероприяти йĕркелесе ирттерет. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Пăвара хоккей коробки туса пĕтерчĕç. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул тата ялти ясли-сад çурчĕсем хушшинче пушă вырăн пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин кунта шăпах хоккей коробки тума меллĕ пулнине палăртнă. Вăл хăйĕн шухăшне чи малтан пуçаруллă, ял малашлăхĕшĕн тăрăшакан, укçа-тенкĕпе те пулăшма пултаракан çынсене - "Промсервис" предприятин ертỹçине Ю. Титова, В.Волков, В.Грибов предпринимательсене, К.Алексеев фермера пĕлтернĕ. Вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн шухăшне ырласа йышăннă, пулăшма пулнă. Çийĕнчех ĕçе пикеннĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех хоккей коробкине ăсталаса лартнă та. Ял çамрăкĕсем хăйсем те çак ĕçе хастар хутшăннă. Çавăн пекех ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă "Сатурн", "Клевер", "Колос" ял хуçалăх предприятийĕсем (ертỹçисем Ю.Викентьев, А.Ласточкин, Н.Зайцев), Çĕнĕ Пăвари шкул коллективĕ (директорĕ В.Горшков), "Илемпи" ача сачĕн коллективĕ те (ертỹçи С.Кудряшова) хоккей коробки тума пулăшнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика