Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсене манмаççĕ

11 ноября 2010 г.

Çынна аса илеççĕ пулсан, вăл яланах чĕрĕ. Çак чăнлăха Çуткỹлĕнчи тĕп шкулта ĕçлекенсем çеç мар, районта волейбол вăййине юратакансем те манмаççĕ. Шкулти физкультурăна тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Юрий Ивановичпа Алена Александровна Козловсем пурнăçран сасартăк уйрăлнăранпа 10 çул иртрĕ пулин те, вĕсене астăвакансем яланах пĕрле пухăнаççĕ. Иртнĕ эрнере Козловсене асăнса Çуткỹлĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Площадкăна 8 команда тухрĕ. Çивĕч ăмăртура Çирĕклĕ Шăхалĕнчи волейболистсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасем те призерсен йышне кĕчĕç. Вĕсем район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн грамотисемпе хаклă парнисене тивĕçрĕç. Çуткỹлĕнчи тĕп шкулта ĕçлекенсем ăмăртăва кашни çулах ăнăçлă ирттерессишĕн тăрăшаççĕ, турнира хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика