15 сентября 2010 г.
Паянхи пурнăç пирки калаçма пуçласан чун савăнать. Мĕншĕн тесен пур услови те пур хальхи саманара. Çак ырлăха эпир, вăрçă çулĕсенче ỹссе çитĕннисем, ĕлĕк тĕлĕкре те тĕлленмен. "Телей мĕнне пĕлме телейсĕрлĕх пулăшрĕ", - теççĕ вырăссем. Питĕ те вырăнлă сăмахсем. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çулĕсем чĕререн ĕмĕрне те тухмаççĕ. Атте вăрçă пуçлансанах çĕре кĕнĕрен аннене йывăр килчĕ. Тăхăнмалли те, çимелли те çукчĕ. Улăм анчах çунтарнăран хĕлле пỹртсенче сивĕччĕ. 1945 çулта О.Григорьева бригадир мана, 16 çулхи çамрăка, аслисемпе пĕрле Куславккана краççын илме яни халĕ те асра. Анне çул çине çăнăхпа çĕр улмине хутăштарса пĕçернĕ 4 пашалу пачĕ. Вара ялтан тăваттăн - Трофим Антонович Антонов, Илья Николаевич Фомин, Николай Васильевич Трофимов тата эпĕ - çула тухрăмăр. Çумăр çунăран çул çинче тĕл пулнă пĕр яла кĕрсе çĕр каçрăмăр, Куславккана 2 талăкра çитрĕмĕр. Каялла килнĕ чух Тутар Республикине кĕрекен Чутей ялне çитеспе манăн лаша урапин тĕнĕлĕ хуçăлса анчĕ. Пурте пĕрле канашланă хыççăн аслисем мана çак вырăнта юлма хушрĕç, яла çитсен каялла тепĕр лашапа илме килме шантарчĕç. Лашана çерем çитерме тăварса эпĕ хирте пĕчченех çĕр каçрăм. Тепĕр кунне вара Трофим тете лашапа килсе çитсен питĕ хĕпĕртерĕм. 4 пашалупа Куславккана кайса килни чылайлăха асра юлчĕ. Сăн ỹкерчĕкре А.Юхмин.
Источник: "Елчĕк Ен"