15 июля 2010 г.
Асрах-ха пĕрремĕш вĕрентекен сăнарĕ... Унăн сăпайлăхĕ, тỹрĕ кăмăлĕ, уçă сасси, килĕшỹллĕ çи-пуçĕ халĕ те куç умĕнчен каймасть. Темшĕн-çке, мĕн пур çынран кăмăллăрах, илемлĕрех курăнатчĕ вăл. Алран тытрĕ, лартрĕ... Эпĕ, пĕчĕк шăпăрлан, алла сумка йăтнăскер, савăнăçа ниçта пытараймасăр класа кĕретĕп. Таса та çутă пỹлĕмри ретĕн-ретĕн тăсăлакан кăвак сăрăллă партăсем, стена çинчи илемлĕ кăтарту хатĕрĕсем, доска, шут шăрçи... Тата сĕтел умĕнче тăракан ăшă пит-куçлă вĕрентекен кашни ачанах хавассăн кĕтсе илет. Эпир, шкул алăкне пуçласа уçакансем, хамăрăн малтанхи учителĕмĕре курсан именсе сывлăх сунатпăр, унтан вăл пире алăран тытса тенĕ пек партăсем хушшине лартать. Класра 25 вĕренекен. Кашнийĕнех кăмăлĕ расна, уйрăм. Пĕрремĕш хут шкул картлашкипе черченнĕн кăна пусса улăхнăскерсем, пĕлỹ тĕнчин асамлăхне кĕрекенсем, вĕрентекен сăмахне тимлĕн итлетпĕр. "Паян эсир хăвăрăн пурнăçăрта пуçласа шкула килтĕр. Тăрăшса, "4" тата "5" паллăсемпе вĕренĕр. Ỹссе пысăк çынсем пулăр. Аçăр-аннĕре, аслисене хисеплĕр. Тăван çĕр-шыва юратакансем пулăр", _ терĕ пире Василиса Никифоровна Синицына. Çапла пуçланчĕ шкулти пĕрремĕш кун. Малтанхи урокрах учительница пире килĕшрĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăш кунĕсем ăшă тăчĕç. Эпир Василиса Никифоровнăпа пĕрле экскурсие каятпăр. Ун чухнехи колхоз сачĕ пин-пин тĕспе ылтăнланса куçа илĕртетчĕ. Вĕрентекен пире уçă та лăпкă сассипе тăван ял, тăван тавралăх, унăн маттур çыннисем çинчен каласа парать... Епле манăн-ха ăна? Учитель пире сас паллисем паллама, хутăштарса вулама, çырма, шутлама, юрă-сăвă калама кĕрентет. Тавçăруллисене мухтать, ыттисене вĕсемпе танлашма хистет, çи-тĕнỹсемшĕн савăнать. Çав вăхăтрах ачасенчен çирĕп те ыйтатчĕ, тимсĕр ларнине тỹрех асăрхатчĕ, унăн сăлтавне пĕлме тăрăшатчĕ. Уроксене хатĕрленсе килмен пулсан кая хăварса вĕрентетчĕ. Пурте ĕлкĕрсе пыччăр тесе ырми-канми тăрăшатчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен урокĕсене вăйă-кулăпа çыхăнтарма та пĕлетчĕ. Час-часах урама, уçă сывлăша тухаттăмăр, тĕрлĕрен вăйăсем выляттăмăр: кушакпа шăшилле, карта татмалла, сик-сик кĕтесле... Вăл юрлама вĕрентнĕ юрăсем те асрах: Çĕмĕрт çеçки çурăлсан Килет вăрман илемĕ. Çĕмĕрт çеçки тăкăнсан Каять вăрман илемĕ... Çак хитре юрра пире Василиса Никифоровна вĕрентнĕ. Пирте паян мĕн пурри те пĕтĕмпех атте-аннерен, шкултан, вĕрентекенрен пуçланнă. Тăван сăмаха юратма вĕрентнĕшĕн те хамăрăн пĕрремĕш педагогах тав сăмахĕ калас килет. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни ытти предметсене вĕреннĕ чухне те пулăшнине вăл питĕ лайăх ăнланнă. Чăваш тата вырăс чĕлхисене пĕр шаях лартатчĕ. Уроксенче вăл епле илемлĕ те уçă саспа калаçатчĕ! Пушă вăхăтра клуб сцени çинче спектакльсенче питĕ ăста вылятчĕ. Илемлĕхпе асамлăх вăйне туйса тăратчĕ. Н.Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать", А.Кăлканăн "Анисса" драмисем тăрăх йĕркеленĕ спектакльсенче чăн-чăн артист пек вылянине тĕлĕнсе пăхаттăмăр. Хамăр та ун пекех пулма ăнтăлаттăмăр. Вĕрентекен кам мĕне пултарнине тỹрех асăрхатчĕ. Акă, мана та вăл яланах лайăх вулакансен конкурсĕсене явăçтаратчĕ. Аслă классене куçсан та пултарулăх ăмăртăвĕсенче тăтăшах малти вырăнсене тухаттăм. Ун чухне парнеленĕ кĕнекесем паян та упранаççĕ. Вĕсене уçса вуласассăн вара малтанхи учителĕн асран кайми сăнарĕ тухса тăрать. Вăл пулăшнипех çав ăмăртусене хутшăнас туртăма çуратнă-тăр эпĕ. Тĕлĕнмелле ырă чунлă çынччĕ Василиса Никифоровна. Пĕр-пĕр ача авторучка е кăранташ çуккипе çыраймасăр ларать е тетрадь çук унăн _ хăй сумкинчен кăларса паратчĕ. Кам та пулин начар вĕреннĕшĕн ятланине астумастăп. Кашни ачанах вăл хăй ачине савнă пекех юратнине эпир чунпа туйнă. Пĕлỹ никĕсĕ пуçламăш классенче хывăнать. Çакна вĕрентекен асра тытнă та. Вăл пире çирĕп пĕлỹ кăна мар, тĕл пулакан йывăрлăхсене пĕчĕкрен çĕнтерсе пыма, пурнăç илемне курма хавхалантаратчĕ, ăс паратчĕ. Унăн вĕрентекенĕсем тỹрĕ чунлă, йĕркеллĕ, нумай пĕлекен çынсем пулса çитĕнччĕр тесе вăй-халне пĕрре те шеллеместчĕ. Вĕрентекен уроксем хыççăн час-часах ăс-пуçа çивĕчлетекен, шухăшлава аталантаракан кĕнекесем вуласа паратчĕ. К.Чулкаçăн "Сунарçă халапĕсем", Л.Агаковăн "Ылтăн вăчăра", А.Гайдарăн "Тимурпа унăн команди" тата ытти хайлавсем пирĕн чун-чĕрере нумайлăха асра юлнă. Математика урокĕсенче вара ăс-тăна аталантаракан задачăсем шутлани, вĕсене кулленхи пурнăçпа çыхăнтарни кама-ха савăнтарман? Пĕррехинче вĕрентекен урайĕнче çăкăр татăкĕ выртнине асăрхарĕ, ăна аллине илчĕ, сĕтел çине хучĕ. Пысăк мар вăл, анчах та чунсăрлăха мĕнпе-ха хаклăн? Вĕренекенсем çакна шутласа кăларчĕç: класри кашни ача пĕрер татăк çăкăр пăрахсан çулталăкне мĕн чухлĕ çимĕç сая каять. Çăкăр _ пирĕн пуянлăх. Пулă çурă пус çурă, виçĕ пулă миçе пус? Кун евĕрлĕ кăсăк ыйтусем пурне те шутлаттарнă. Шкулта илнĕ ырă хăнăху малашлăхра палăрасса туйса вăй хунă та хаклă вĕрентекен. Учительсен йăхĕнчен Василиса Никифоровна Синицына 1923 çулта Вырăскасси ялĕнче Ирина Федоровнăпа Никифор Порфирьевич Черновсен кил-йышĕнче çуралнă. Çемьере вĕсен 2 хĕрпе 4 ывăл çитĕннĕ. Ачисем, ашшĕ-амăшне курса, мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ỹснĕ. Хресчен шăпи йывăррине хăйсен аллипе туйнă вĕсем. Колхоз ĕçĕнчен те ютшăнман. Ашшĕ, Никифор Порфирьевич, империализм вăрçисенче çапăçнă. Революци çĕнтерсен ĕнерхи патша çарĕн унтер-офицерĕ хĕрлисен ретне тăнă. Çемьери ырă йăла-йĕркесем ачисене мăнаçлантарнă. Амăшĕ, çепĕç кăмăллăскер, ялти хисеплĕ çын, тăван колхозра тар тăкнă. Вырăскасси ялĕ ĕлĕкех вĕреннĕ çынсемпе мăнаçланма пултарнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ К.Е.Веков, И.Я.Яковлев пил панипе, 1887 çулсенчех Кĕçĕн Елчĕкри шкулта тăрăшнă. И.Д.Кузнецов профессор та тăван халăх историне анлăн тĕпчерĕ, хăй хыççăн ырă йĕр хăварчĕ. Ф.Д. тата Н.Д.Кузнецовсем те наука çыннисем. Вĕсен пысăк утăмĕсем хавхалантарнă та пулĕ Черновсене. Михаил, Василиса, Петр учителĕн çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă профессине суйласа илнĕ. Петр Никифорович Чернов районта çеç мар, çĕр-шывĕпех чапа тухрĕ. СССР халăх учителĕ ята илсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕк шкулĕнче математика предмечĕ вĕрентрĕ. Тăван ялта пуçламăш пĕлỹ илсен В.Н.Синицына Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари шкулсенче вĕреннĕ. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи педтехникумра пĕлỹ пухнă. 1942 çулта Курнавăшри шкула ĕçлеме килнĕ. Çак калама çук йывăр тапхăр пирки аса илсе вĕрентекенĕмĕр çапла çырнă: "Ачасем шкулта сивĕ, хутман классенче вĕреннĕ. Чернил, доска тасатнă чухнех шăнса ларатчĕç. Алă шăннипе ручка та тытайми пулатчĕ..." Пире, 60-70-мĕш çулсенче çуралнисене, çак терт-нуша тивмен. Аслă ăрурисем кỹнĕ тивлетпе, телейлĕ те тăнăç пурнăçпа утнă эпир. Çав тапхăра аса илнĕ май эпир учителĕмĕрĕн куçĕнчи çутă куççуль тумламĕсене те асăрханă. Ахальтен-и, вăл ăс-тăн панă ачасем хушшинче ялти ятлă-сумлă çынсем сахал мар: П.М.Смирнов _ Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, С.Н.Николаев _ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, П.В.Кузнецов _ Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, философи наукисен кандидачĕ, П.С.Константинов _ геологи наукисен кандидачĕ тата ытти нумай-нумай çынна палăртма пулать. П.М.Смирнов пирвайхи вĕрентекенĕ пирки çапла аса илет. "Эпĕ 1946 çулта шкула утрăм. Вăрçă хыçăнхи йывăр çулсем. Тетрадь та, кăранташ та çук. Çарран шкула кайнă. Ун чухне шкул ял вĕçĕнчеччĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ _ ачасемшĕн чи савăнăçлă кун. Василиса Никифоровна Синицына пире тетрадь, кăранташ пачĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕмĕр. Кайран вара киле кĕмесĕрех, анне патне хире чупрăм. Кăранташпа тетраде ăна кăтартас килчĕ-çке. Васканă май манăн кăранташ та, тетрадь та çухалнă. Вара шкула каялла кайрăм. Учитель мана пуçран шăлчĕ те тепĕр кăранташ тыттарчĕ". 1946 çулта Василиса Никифоровна Курнавăш ялĕнче çуралнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăр салтакĕпе _ Онуфрий Васильевич Синицынпа çемье çавăрнă. Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан çемьере икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралнă. Ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă: тăрăшуллă, сăпайлă. Кашнийĕ хăй юратакан профессие суйласа илнĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Манăн малтанхи вĕрентекенĕм çут тĕнчерен уйрăлнăранпа 10 çул иртрĕ. Пирĕнпе пĕрле текех çук ĕнтĕ вăл. Анчах та унăн çутă сăнарĕ пирĕн асрах. Вăл акнă вăрлăх шултра, унăн вĕренекенĕсем пурнăç çулĕпе патваррăн та маттуррăн, çирĕппĕн утаççĕ...