Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ

18 мая 2010 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче Курнавăш шкулĕнче П.М.Смирнов директор пуçарăвĕпе музей йĕркелеме шутлаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе коллектив та ырлать. Малтанах йĕркелỹ канашне çирĕплетеççĕ. Унăн йышне шкул директорĕ П.Смирнов, "Урожай" колхоз председателĕ С.Курчин (Николаев), профком председателĕ П.Григорьев, Курнавăш ял совечĕн председателĕ Г.Веков, Е.Кудрявцева вĕрентекен кĕреççĕ.
Шырав ĕçне шкул коллективĕ хастар хутшăнать. Кашни кунах вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем авалхи япаласем илсе килме пуçлаççĕ. Экспонатсене тĕплĕн тĕпчесе уйрăм пỹлĕмсене пайласа тухсан ялти ăста платниксем строительство ĕçне пуçăнаççĕ. Стендсене ỹкерме кỹршĕ ялти Н.Горшков художника явăçтараççĕ. Ăна вуннăмĕш класра вĕренекен А.Смирнов пулăшать. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ скульптор, вăрçă участникĕ И.Горшков манекенсем ăсталать. Шкул директорĕпе хуçалăх председателĕ Хусанти тата Шупашкарти архивсенче пулаççĕ, Курнавăш ялĕпе çыхăннă материалсене тĕплĕн тишкереççĕ. Ырă пуçарупа хавхаланса ялти ватăсем те музея тĕрлĕ документсемпе сăн ỹкерчĕксем килсе параççĕ. 1985 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Курнавăшри историпе тăван тавралăх музейĕ пĕрремĕш куракансене йышăнать. Сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ вăхăт. Çак çулсенче музей тата аталанчĕ. 1986 çулта ăна шкул музейĕ, 1992 çулта халăх музейĕ ят параççĕ.
 Паян аваллăха упраса хăварас тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. "Ĕлĕк-авал" хаçат кăларатпăр. Мĕнле кăна выставкăсемпе конкурссем иртмеççĕ тата! 2008 çултанпа музейăн хăйĕн сайчĕ пур. Çавăн пекех шкул ачисем валли "Çамрăк тавра пĕлỹçĕ" кружок ĕçлет. Унта ачасем хаваспах çỹреççĕ, экскурси ирттерме вĕренеççĕ. Хăнасене виçĕ чĕлхепе паллаштарма пултараççĕ вĕсем.
2009 çулта музей тавра пĕлỹçĕсен районти пĕрремĕш конференцине йĕркелерĕ. Унта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Кăçал та юбилей кунĕнче конференци ирттерме палăртнă. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 65 çул, Чăваш автономийĕ 90 çул, музей уçăлни 25 çул çитнине халалланă.

     

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика