Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕррин асамлăхĕ иксĕлмест

26 марта 2010 г.

Чăваш тĕррин асамлăхĕ иксĕлмест

        Чăваш тĕрри малалла аталантăр тесен паян пирĕн ăна ачасене вĕрентмелле. Районти чылай шкулсенче тăван тавралăх культурин урокĕсенче вĕренекенсене чăваш тĕрри тĕрлеме вĕрентеççĕ. Республикăри "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" ача-пăча конкурсĕ малтанах районсенче иртрĕ, иккĕмĕш тапхăр _ зонăсенче. Унти çĕнтерỹçĕсене республикăна йыхравлаççĕ. Конкурса республикăри халăх пултарулăх çурчĕ тата республикăри Ачасемпе çамрăксен туризмĕн "Эткер" патшалăх вĕрентỹ учрежденийĕ йĕркеленĕ. Елчĕк енри тĕ-рĕçĕсен куравне хальхинче районти пултарулăх çурчĕ йĕркелерĕ. Питех те кăмăллă тĕрлĕрен тĕрĕ-çĕвĕ куравĕпе паллашма. Хăш-пĕр шкулсенчи ачасен ĕçĕсем чăннипех те чуна тыткăнлаççĕ. Кĕçĕн ушкăнри ачасем хушшинче Курнавăшри Ирина Светопольская (2-мĕш класс), вăтам ушкăнрисенчен Кивĕ Эйпеçри Вера Иванова (7-мĕш класс), аслисенчен Курнавăшри Анастасия Кириллова (10-мĕш класс) мала тухрĕç. Вĕсен ертỹçисем Г.Круглова, Т.Зайцева тата С.Прохорова уйрăмах тĕрĕ ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлни палăрать. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Рената Серебрякова (7-мĕш класс, ертỹçи А.Иванова), Тăрăмри Ирина Кульковăпа (7-мĕш класс, ертỹçи В.Краснова) Екатерина Егорова (9-мĕш класс, ертỹçи М.Лукиянова), Аслă Елчĕкри Анита Райкова (5-мĕш класс, ертỹçи Е.Филимонова) ĕçĕсем те çыпăçуллă. Ытти шкулсенчен те конкурса чылай тĕрĕ ĕçĕ тăратнă, анчах темĕнле сăлтава пула хăш-пĕр шкулсем аяккинче юлнă. Пирĕн тăрăхра тĕрĕ-çĕвĕ ĕçне ĕлĕкренех ăста пулнă. Çакна малашне те манăçа хăварас марччĕ. Сăн ỹкерчĕкре: çамрăк тĕрĕ ăстисем зонăри конкурс умĕн.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика