30 января 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ ятарлă "Учитель" страница валли материалсем хатĕрленĕ май иртнĕ çул республикăра "Чи лайăх воспитатель" ята тата Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти "Ылтăн пулă" ача сачĕн аслă воспитательниципе Е.В.Аверьяновăпа тĕл пулма шут тытрăм. Елена Витальевнăна çирĕм çул ытла пĕлетĕп, районти пĕр конкурсран та юлмасть вăл, конференцисемпе семинарсенче тăтăшах хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать. Чăннипех хăйĕн ĕçне парăннăскер, ачасемшĕн чунне пама хатĕр вăл. Анлă тавра курăмĕпе çеç мар, ăсталăхĕ пысăккипе, пĕр ĕçе те аяккине тĕртсе яманнипе, хушнине вăхăтра, пахалăхпа пурнăçлама юратнипе палăрнă вăл районта. _ Елена Витальевна, вулакансене хăвăрпа паллаштармасăр калаçăва пуçлар мар пулĕ? _ Вырăскасси ялĕнчи Вековсен йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ. Канашри педагогика училищинче пуçламăш классен учительницин специальноçне алла илнĕ. 1988 çулта Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Виçĕ çул хыççăн пĕлĕве ỹстерес тесе И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Куçăмсăр майпа вĕренсе тухрăм. 16 çул пуçламăш классен учительницинче тăрăшрăм. Ачасене питĕ юратни ĕçре ỹсĕмсем тума май пачĕ. 2004 çулта ача садне куçарчĕç. Малтанах йĕтĕм, хамăн ачасенчен, иккĕмĕшсенчен, Çĕнĕ çул умĕн пĕрре те уйрăлса каяс килместчĕ. Туяттăм, шăпăрлансем те кулянаççĕ. Халĕ вара шкул çулне çитменнисемпе ĕçлеме пуçланăшăн хама çав тери телейлĕ тесе шутлатăп. _ Ачасене юратман çын воспитани парас ĕçре тăрăшаймасть... _ Паллах. Мĕнле калаççĕ-ха, телейлĕ çын кăна телейлине воспитани пама пултарать. Шăпăрлансем çур сăмахранах, куçран пăхсах ăнланаççĕ. _ Апла пулсан, хăвăрăн ĕçĕрсемпе, ỹсĕмсемпе паллаштарма вăхăт. _ Садике куçсанах туйса илтĕм, кунта та пĕр вырăнта лармалла мар. Çакă савăнтарчĕ те. Ача-пăча учрежденийĕсем хушшинче район, республика шайĕнче тĕрлĕрен конкурссем йĕркелеççĕ. Апла пулсан çанă тавăрса ĕçлемелле. Воспитательсем пĕринчен тепри опытлă, çĕнĕлĕхе алла илес тесен çĕр çывăрмаççĕ. Чи малтанах "Светофор" конкурсра палăртăмăр. 2006 çулта республикăра лауреат ята çĕнсе илтĕмĕр пулсан, тепĕр çулхине республикăра çĕнтерỹçĕ пулса тăтăмăр. Малалла ĕçе Мускава тăратрăмăр, унтан пире диплом ярса пачĕç. "Малышиада" конкурсра çулсерен районта призлă вырăнсене йышăнатпăр. Лариса Мартышкина вара вырăнтан тăршшĕне сикессипе республикăра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. "Садике сывлăха пуянлатма" конкурс та пирĕншĕн ют мар. Яланах малти вырăнсене йышăнатпăр, "Чи лайăх воспитатель" ята эпир пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр хамăр территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе хатĕрленĕ проектпа районта çĕнтерсе республикăри конкурса хутшăнтăмăр, лауреат ятне тивĕçрĕмĕр. "Ачасен чи лайăх агитбригадин" çĕнтерỹçисем те эпирех. Тата ытти вун-вун тупăшура эпир хыçалта пулман. Паллах, ỹсĕмсем ахаль пулмаççĕ, халтан каятăн тепĕр чухне. Садик лайăххисен йышне кĕрсен вара хĕпĕртетпĕр, хавхаланса ĕçлеме тата вăй тапса тăнине туятпăр. _ Куратăп, стена çинче дипломсем çакма вырăн та юлман... _ Чăннипех те çапла. Дипломсемпе парнесем сахал мар çĕнсе илнĕ юлашки çулсенче. Пирĕн çурта садик тесе туса лартман та кăштах тăвăртарах коридорсем. Çапах та аптăрамастпăр, стендсене çĕнетсех тăратпăр. Халĕ шăпах çак енĕпе ĕçе пуçăннă. _ Сирĕн патăртан пурнăç çине ытарлăн пăхакан, шкултан хăраман ачасем тухаççĕ апла? _ Çапла. Аслă ушкăна çỹрекенсем сас паллисене паллаççĕ, вулаççĕ, шутлаççĕ. Мĕн каламалли: сăмахсене сыпăксем çине уйăрма та пĕлеççĕ вĕсем. Занятисене компьютерпа та ирттернĕрен аслă ушкăнрисем Интернет мĕнне те пĕлеççĕ. Ачаллă нумай çемье компьютерсем туяннă. Çапах мĕн пытармалли, йывăр пурнăçпа пурăнакансем те пур-ха. _ Ашшĕ-амăшĕсемпе туслă çыхăну тытатăр пулĕ? _ Унсăрăн май та çук. Пĕрле мĕнле кăна конкурссем ирттерместпĕр. Мухтаннă пек пулать пулĕ те, "Анне тата эпĕ", "Атте тата эпĕ" районти конкурссенче те эпир малта. Е.Светопольскаяпа Ирина хĕрĕ пĕрремĕш, И.Смирновпа Антон ывăлĕ иккĕмĕш призсене çĕнсе илчĕç. Воспитательсен районти семинарĕсенче хамăр ĕçпе паллаштарнă май ашшĕ-амăшĕсемпе чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене упраса хăварассишĕн тăрăшнине те кăтартса паратпăр, выставкăсем йĕркелетпĕр. Ылтăн алăллă амăшĕсем пуканесене чăваш кĕписем çĕлесе тăхăнтартрĕç, тухьясем те ăсталарĕç. Паллах, çакă çанна тавăрса ĕçлемесĕр пулмасть. Тавтапуçах ашшĕ-амăшĕсене пирĕнпе тачă çыхăнура пулнăшăн. Воспитани ĕçĕнче пĕрле çыхăну тытса вăй хунинчен ырри нимĕн те çук. _ Коллектив пысăк-и сирĕн? _ Тăххăрăн ĕçлетпĕр. Воспитательсем виççĕн. Пĕрне те хурлама çук. Акă, Л.Степанован ĕç стажĕ 26 çул. С.Лапина вара виçĕм çул ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр Светлана Герасимовна ют чĕлхе учителĕн профессине алла илчĕ, халĕ шкулта пуçламăш классене акăлчанла вĕрентет. Коллектив питĕ туслă. Яланах вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕ технологисене алла илессишĕн ăнтăлатпăр, курссенче пĕлĕве ỹстеретпĕр. Иртнĕ çул тĕрлĕрен проектсем çырма пуçларăмăр. Пĕчĕкскерсене шкула хатĕрлес тĕлĕшпе çырнă пирĕн проект районта мала тухрĕ. Кунта кашни ĕçченĕн тỹпи пур. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тесе тăмастпăр, пĕр-пĕр конкурса хатĕрленнĕ чухне каçхине тăххăрччен те ларатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Кĕвĕçлĕх туйăмĕ çукран ĕçсем ăнаççĕ пулĕ пирĕн. _ Мĕн сунатăр районти ĕçтешĕрсене? _ Чи малтанах районти, республикăри конкурссенчен хăрамалла мар. Пĕрремĕшĕнче пулмасть, пăшăрханма кирлĕ мар, иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕшĕнче мала тухатăнах. Тăтăшах опыт ỹссе пырать. Мĕншĕн тесен эпир юратнă ĕçре тăрăшатпăр, пĕчĕккисем пирĕн пурнăç. Паян та ача шутĕнчен тухманнишĕн хĕпĕртер. _ Пушă вăхăт çуккишĕн ỹпкелешместĕр, çапах ĕç хыççăнхи интерессене пĕлесех килет. Кăштах çемйĕр пирки чарăнса тăрсан? _ Мăшăрăмпа, Михаил Васильевичпа, виçĕ ача çитĕнтеретпĕр. Вăл та садикре ĕçленĕрен мана питĕ лайăх ăнланать, май килнĕ таран пулăшать. Çемйипех спорта юрататпăр. Уйрăмах çуран чупма, йĕлтĕрпе ярăнма килĕшет. Тутăрсем çыхма кăмăллатăп, халиччен çỹçеллисене 37 штук çыхнă. Çамрăкрах чухне вара нумай тĕрлеттĕм...
Источник: "Елчĕк Ен"