10 февраля 2010 г.
Информатикăпа математика предметне вĕрентет Анфиса Николаевна. Ачасем унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăйĕн ĕçне, ачасене юратнăран пĕтĕм пĕлĕвĕпе ăсталăхне куллен вĕсене парать вăл. Учителĕн хисеплĕ те пархатарлă ĕçне суйласа илесси ыт ахальтен килмен. Математикăна вĕрентнĕ Герасим Васильевич Прохоров унăн юратнă вĕрентекенĕ. Вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан нумай шухăшласа тăмарĕ хĕр, Шупашкарти педуниверситета пĕр шикленмесĕр ярса пусрĕ. Пилĕк çул куç хупса иртсе кайрĕ мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă хĕршĕн. Юлашки курсра чухне çемье çавăрса ачаллă пулчĕ пулин те, алла юратнă профессине илчĕ. Анчах физикăпа математика учительницине ялти шкулта малтанах ĕç вырăнĕ пулмарĕ. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ хĕрарăм нумай шухăшласа тăмарĕ, тăван хуçалăха пулăшма тухрĕ. Пилĕк çул хушшинче аслă пĕлỹллĕ педагог кам кăна пулса пăхмарĕ: ахаль колхозница та, весовщица та, хуçалăхăн ревизи комиссийĕн председателĕ те. Килте ларас килмен çамрăк арăмăн. Ỹркенмесен, юратса тăрăшсан кирек мĕнле ĕç те телей кỹнине пĕчĕкрен ăнланнă вăл. 2000 çулта шкул дирекцийĕ Анфисăна шкул интернатĕнче ĕç вырăнĕ пулнине систерет. Тинех ачасемпе ĕçлеме май килнĕшĕн хĕпĕртесе çитет вăл унта. Малтанах воспитательте, каярахпа делопроизводительте тăрăшать. Унтан ăна вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупнине, ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ пысăккине кура икĕ класра математика урокĕсем параççĕ. Документсемпе ларса Анфиса Николаевна компьютера та алла илет. 2003 çултан пуçласа вара А.Ефимова математика, информатика предмечĕсене вĕрентет. Çак тарана çитсе вăл шкул ачисене çеç мар, чылай учителе те компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Шкул, вĕрентекенсем халиччен тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, пысăк çĕнтерỹсем тунă кашни ĕçрех Анфиса Николаевнăн тỹпи пысăк. Пурте ăнланаççĕ, паян тупăшусене хутшăннă, проектсем çырнă чухне компьютерсĕр нимĕн те тăваймăн. Информатика учительницисĕр, паллах, документсене пĕлсе йĕркелеймĕн. Çавăнпа та уроксем пĕтнĕ хыççăн киле часах каясси пирки ĕмĕтленме те çук. Сĕм çĕрлеччен пушанаймаççĕ тăрăшуллăскерсем. Улттăмĕшсен ертỹçи пулнă май класс тулашĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме те вăхăт тупать. Класс руководителĕн предмета вĕрентнипе çеç çырлахмалла мар-çке, вĕренекенсемпе юрламалла та, ташламалла та, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмалла... Ачасемпе пĕр чĕлхе тупнă вăл. Унăн вĕренекенĕсем вĕрентекенĕ пекех маттур, районти, республикăри конкурссене кăна мар, Раççей шайĕнчи вăйă-тупăшусене хутшăнаççĕ. Наукăпа практика конференцийĕсенче, предмет олимпиадисенче Анфиса Николаевна вĕренекенĕсем районта чылай çул лайăххисен йышĕнче. Районти шкулсенчен чи малтан сайт йĕркелекенĕ те вăлах. 2004-2005 вĕренỹ çулĕнче А.Ефимова "Чи лайăх информатика учителĕ" ята тивĕçрĕ. Пурнăçран тăрса юлас мар тесе вĕрентекен тăтăшах хăйĕн пĕлĕвне ỹстерет. _ Кăштах кая юл-ха, компьютер ĕмĕрĕ çывăракансене юратмасть. Кунран-кун çĕнĕлсе пырать техника ĕмĕрĕ. Çавăнпах хамăн ĕнерхи вĕренекенсене, паянхи студентсене, шкула килсенех çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма ыйтатăп,_ тет сăпайлăн вĕрентекен. Пĕлтĕр вăл ăсталăха ỹстерме Мускавах кайнăччĕ. Республикăри вĕрентỹ институтĕнче тавра курăмне ỹстернисĕр пуçне, пухăннă опычĕпе ытти районсенчи ĕçтешĕсене те паллаштарать. Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ аслă категориллĕ педагогăн каласа памалли çук мар. Юратакан профессирен ывăнмасть А.Ефимова. Киле çитсен те вĕçленмест шкул ĕçĕ: тетрадьсем тĕрĕслемелле, ыранхи уроксене хатĕрленмелле... Кил хуçи хĕрарăмĕн кил хушшинчи ĕç-хĕлĕ сахал мар. Çемйине уявсенче çеç мар, ытти кунсенче те тутлă апатпа сăйлассишĕн тăрăшать. 10 тата 6-мĕш классенче вĕренекен тĕпренчĕкĕсем амăшĕн çăмăл мар ĕçне ăнланаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах Анфиса Николаевна сывлăха çирĕплетессишĕн ăнтăлать. Шкулти хĕрарăмсен волейбол командин членĕ вăл. Ялти "Пурнăç илемĕ" кружока та çỹрет. Ашшĕ-амăшне компьютера вĕрентме те ỹркенсе тăмасть.
Источник: "Елчĕк Ен"