11 ноября 2009 г.
“Ÿркенмен ăста пулнă”. Çакна Курнавăшра пурăнакан Александр Васильевич Юхмин ÿкерчĕкĕсене курса çирĕплетме пулать. Александр Васильевич ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, вăл хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник, çапах та сăрă ăстин ĕçĕсем пĕри тепринчен илĕртÿллĕрех. Ялти çынсене, тавралăха сăнарланăран-ши ÿкерчĕксем пурин кăмăлне те каймалла. Ялти кивĕ чиркĕве, çил арманне вăхăтĕнче ÿкерсе юлни питех те ăнăçлă пулса тухнă, паянхи ăрăва аваллăх “палăкĕпе” паллаштарма пулать. Курнавăшра ĕлĕк тăватă арман пулнă. Тăваттăшĕнчен пĕрин кăшкарĕ анчах юлнă халĕ. Темиçе çул каялла çак арман ял илемĕ пулнă.
Хăй ĕмĕрĕнче 100 ÿкерчĕк çеç ÿкермен сăрă ăсти, чылайăшне хăйĕн çывăх çыннисене, пĕлĕшĕсене парнеленĕ. Александр Васильевичăн килĕнче упранакан ÿкерчĕксемпе паллашсан çакăн пек шухăш çуралчĕ: мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç тума пултарнă йăваш чăваш, унăн ÿкерчĕкĕсенче мĕн чухлĕ ăшăлăх, ырăлăх. Тахçан-тахçан А.Юхмин çарран чупнă улăх-çаран, тăван ял урамĕ – пурте куç умĕнче, пурне те нихăçан манмалла мар “çырса хунă”.
Пĕчĕк чухне ÿкерчĕксем тăвас енĕпе ыттисенчен уйрăлса тăман Александр. Хĕсметре чухне вара пушă вăхăта пĕрре те усăсăр ирттермен, яланах ÿкернĕ. Кайран çакă чи юратнă ĕç пулса тăнă. 60 çултан иртсен те ÿкерме пăрахман вăл. Асамлă ĕçĕн вăрттăнлăхне алăран вĕçертес килмен унăн. Тинĕс çийĕн вĕçекен шурă акăшсем, юланутçă, юмахсенчи сăнарсем – Александр Юхминăн чи юратнисем.
Пĕрремĕш хут Александр Васильевич пурăнакан çурт умне çитсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Ылтăн алăллă ăста хапхине чăваш тĕррисемпе эрешленĕ, ÿкерчĕксене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ. Ялта кун пек илемлĕ хапха урăх çукчĕ ун чух. Акă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунине халалласа йĕркелекен курава та А.В.Юхмин пулăшăвĕсĕр ирттерме пулмарĕ. Вăрçă темипе эрешленĕ ÿкерчĕксем унăн пĕрре çеç мар. Куравра Александр Васильевич ÿкерчĕкĕсем тĕп вырăн йышăнчĕç. Çакăншăн хисеплĕ ватă çын умĕнче пуç таяс килет. Хаяр вăрçă çулĕсенчи пулăмсене ĕненмелле ÿкернĕ вăл.
80 çултан иртнĕ ватă йывăр çулсене аса илсе акă мĕн каласа кăтартрĕ:
– Эпир, 1928-1929 çулсенче çуралнисем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă чух шкул ачисем пулнă. Çак тапхăр пирĕнте нихăçан манăçми тарăн йĕр хăварчĕ.
1942 çулхи раштав уйăхĕнче пире, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене, Çĕнĕ Пăвана çар ĕçне вĕрентме илсе кайрĕç. Ун чухне Сталинград патĕнче хаяр çапăçусем пыратчĕç. Вăрçăран аманса таврăннă Çĕнĕ Пăва çыннисем – Александр Кукурузов тата Василий Зайцев йывăçран винтовка, граната, кĕреçе туса килме хушрĕç. Хамăр ăсталанă хĕç-пăшалпа мĕнле усă курмаллине вĕрентрĕç. Ку тĕлĕшпе темиçе урок та ирттерчĕç...
Çав вăхăтсене аса илнĕçемĕн куççулĕ те тухрĕ ватă çыннăн. Хăйĕн аса илĕвне малалла тăсрĕ:
– Пирĕн атте вăрçă пуçлансанах вилнине пула аннене питĕ йывăр килчĕ. Пурнăç тертлĕ те нушаллăччĕ çав ун чух. Çи-пуç япăх, çиме пулман. Йывăр шăпана пулах малалла вĕренме май килмерĕ. Вăй çитнĕ таран колхоз ĕçне хутшăнаттăмăр. Пирĕн çемье выçăпа аптраса çитнĕччĕ, пире шеллесе “Автогигант” колхоз председателĕ Николай Васильевич Игнатьев çăнăх парса пулăшрĕ. Çак манăçми са- мантсем юмахра пулса иртнĕ пек туйăнаççĕ паянхи кун...
Александр Васильевич ÿкерес ăсталăх çăл куçĕ пирки те каласа кăтартрĕ. Вăл ашшĕнчен, аслă пиччĕшĕнчен ун патне куçнă иккен. Питĕ шел, пиччĕшĕ, 1942 çулта вăрçăран аманса таврăннăскер, Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕнĕ.
А.Юхмин ветеран ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Ватлăхĕ канлĕ пултăрах унăн.
Источник: "Елчĕк Ен"