03 августа 2023 г.
Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕнче куçа илĕртекенни чылай
Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпа библиотекине пырса кĕрсен. Илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесем, тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ куравсем, тата… пуканесем.
Вĕсем библиотекăра сахал мар. Акă, пĕр кĕтесре тĕрлĕ наци çи-пуçĕллисем вырăн тупнă. Тутар, якут, туркмен хĕрĕсем, аркăллă кĕпе тăхăннă чикан майри хăйне евĕр¬лĕ, илĕртӳллĕ. Вулав залĕн¬че — чăваш тумĕллĕ пикесем. Тĕрлесе илемлетнĕ кĕпе тăхăнтартнăскерсенчен чарăнмасăр иртеймĕн. Сĕтел çинче — вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен кĕнекисен тĕп сăнарĕсем. Лев Толстойăн «Война и мир» романĕнчи Наташа Ростова, Уильям Шекспирăн «Ромео и Джульетта» романĕнчи Джульетта, Антон Чеховăн «Вишневый сад» хайлавĕнчи Любовь Раневская… Управçă пуканесем, джутран тунă кĕпе тăхăннисем, Çăварни пуканисем… шутласа та, асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсене вулавăшра 38 çул вăй хуракан Светлана Агеева ăсталанă, тумлантарнă. Светлана Васильевна Елчĕк тăрăхĕнченех, Çĕнĕ Пăва ялĕнче кун çути курнă. Ача чухнех кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă пулнă, ялти библиотекăран тухма пĕлмен. Çавăнпах-и, тен, шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Библиотекарь профессине алла илнĕ хĕре направленипе Кĕçĕн Таяпа ялне ĕçлеме янă. Ĕçе чунтан парăннă специалист «Чи лайăх библиотекарь» ята икĕ хутчен тивĕçнĕ, Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕ пĕрре мар «Чи лайăх библиотека» пулса тăнă. Елчĕк тăрăхĕнче ят-сумлă ĕçченсен сăн ӳкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарасси йăлана кĕнĕ. Светлана Агеевăн сăнĕ те администраци умĕнче тăрăшуллă та сумлă ытти çыннăннипе юнашар çакăнса тăнă. Библиотекăн кĕнеке фончĕ 9 пин экземплярпа танлашать, вулакансен йышĕ — 530 çын. — Вырăнти халăх ытларах чăвашла вулама кăмăллать. Тивĕçлĕ канурисем кĕнекепе уйрăмах туслă. Çуллахи каникулта ялта шăпăрлансен йышĕ те ӳсет, шкул ачисем вулавăша список йăтсах килеççĕ. Каркаларта библиотека çук, унта тухса çӳретĕп. Хăш кун килессине пĕлтеретĕп те çынсем кĕнеке ылмаштарма пыраççĕ, — ĕç саманчĕсемпе паллаштарчĕ Светлана Васильевна. Пултаруллă хĕрарăм темиçе çул ĕнтĕ «Ăстапи» кружок ертсе пырать. Унта ялти маттур хĕрарăмсем çӳреççĕ, пултарулăха тĕрлĕ енлĕн аталантараççĕ. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пулĕ вĕсем! Çекĕлпе чечексем, çемçе теттесем çыхаççĕ, фоамиранран илемлĕ çеçкесем ăсталаççĕ, тĕрлеççĕ, алмаз тĕррипе ӳкерчĕксем тăваççĕ. — Пĕтĕмпех пуканерен пу¬ланчĕ… Пĕр конкурса хутшăнмашкăн чăваш кĕпиллĕ пукане хатĕрлемеллеччĕ. Пĕр пуканене тумлантартăм та ялти хĕрарăмсен те хăйсем валли çакăн пек илем ăсталас шухăш çуралчĕ. Ялта чăвашла тумлантарнă 15 пукане те пур пулĕ халĕ. Кайран хĕрарăмсем хăйсем валли чăваш кĕпи çĕлес сĕнӳпе тухрĕç. Пусма туянса çĕлерĕмĕр, тĕрлесе илемлетрĕмĕр, масмак ăсталарăмăр. Халĕ кружока çӳрекен кашни хĕрарăмăн чăваш тумĕ пур. Вĕсемех — вырăнти фольклор ансамблĕн хастарĕсем, тĕрлĕ мероприятире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Нина Михайлова, Анна Савинова, Александра Козлова, Маргарита Галкина, Тамара Зиновьева, Валентина Иванова питĕ маттур. Пуканенсемпе тĕрлĕ курава хутшăнатпăр. Республика кунĕнче илемлĕскерсем Шупашкара та «çитрĕç». Вĕсене Елчĕкри ярмăрккăра, Таяпа Энтри ял уявĕнче те курма май пулчĕ. Шкулта вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерме ыйтаççĕ те хирĕçлеместпĕр, парса яратпăр. Пуканесем хитре, çак илеме çынсене кăтартас килет, — кăмăллăн калаçрĕ библиотекарь. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
Источник: "Хыпар"