01 июля 2022 г.
Çак кунсенче Кĕçĕн Таяпари Олимпиада Ефимова 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак паллă уявпа Олимпиада Николаевнăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, ял çыннисем саламланă, Раççей Президенчĕн ятарлă саламне вуласа панă.
Акă мĕн аса илет ватă:
— Эпĕ Тăрмăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Аттепе анне колхоза кĕменрен пире шутсăр вăйлă хĕснĕ. Вĕсем ĕçчен çынсем пулнă. Хăйсем çине шаннă пулĕ. Çĕр улми лартма çур пахча çĕр паратчĕç. Чикĕрен иртсе пĕр йĕр тусан — касса илетчĕç. Налуксене яланах икĕ пай илетчĕç. Вăхăтра параймасан пуçтарăнса килетчĕç те веçех çĕмĕретчĕç. Чăлан алăкне çĕмĕрсе кĕрсе аннен арчине уçса унти япаласене кăларса ывăтатчĕç. Пĕррехинче аттепе анне килте çук. Пире питĕрсе хăварнă. Акă, ют çынсем лупас тăррине хăпарса кайрĕç. Çивиттине сỹтме тытăнчĕç. «Ох! Кăна пире сỹме туман иккен», — теççĕ. Пирĕн аттепе анне тĕреклĕ пурăннă. Çынсен лупас тăррине улăмпа витнĕ, пирĕн хăма пулнă. Эпир чỹрече çинче кăшкăрса йĕрсе ларатпăр. Çичĕ ача пулнă пирĕн.
Каярахпа колхоза ĕçе çỹрерĕмĕр. Пĕр пучах та хăварман хире. Ĕçре пиçĕхсе çитĕнтĕмĕр. Пĕр çулхине çумăр вăйлă çурĕ. Тырра вырса пĕтереймерĕç. Урасем çине улăм çыхса хураттăмăр та пĕр чарăнмасăр тырă çултăмăр.
Шкул, çул тунă çĕрте те ĕçленĕ. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă.
Каярахпа 14 çул кладовщикра ĕçлерĕм. Унта та ĕçлемесĕр тăман. «Эсĕ хăвна та çыр ĕçленĕ тесе», — тетчĕç вара. Çырса курман. Кĕлетри тырра нихăçан та сая яман, типтерлĕ упранă.
Инçетри хуласене ĕçлеме тухса кайнă пĕр вăхăт. Казахстана та çитсе курнă эпĕ. 6 çул геологсемпе ĕçлерĕм. 5 разрядлă рабочиччĕ. Мастер пулма та шанчĕç. Шалăвĕ те пĕчĕк марччĕ. Пенсие тухнă чухне çавна шута илме те пĕлмерĕм. Хама шаннă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та бригадир хушнă ĕçе васкаттăм.
Виçĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр. Асли ялта пурăнать. Электрогазосварщикре ĕçлесе пенсие тухрĕ. Вăталлăхи çар çынни. Краснодарта пурăнать çемйипе. Кĕçĕнни медицинăра ĕçлет. Ачасем çамрăк чухне хампа пĕрле хирте ĕçлеттернĕ вĕсене. Выльăх кăшманĕн, хăмла пайĕсене икшер илеттĕмччĕ. Уйрăлса тухса çурт лартмалла пулнă-çке. Йывăр ĕçрен хăраман.
Халĕ ачасемпе, мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнса пурăнатăп, — тет вăл.
Сăн ỹкерчĕкре: Олимпиада Ефимова чи çывăх çыннисемпе.
Источник: "Елчĕк Ен"