Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН ĔÇĔПЕ ИЛЕМЛĔ

29 июля 2021 г.

ÇЫН ĔÇĔПЕ ИЛЕМЛĔ

Ырă ĕçпе палăракан, пурнăçне тĕрĕс йĕркелесе пыракан, çемьере е çын çинче хăйне тивĕçлĕ тытакан сăпайлă та тăрăшуллă çынна халăх хисеплет.

Валентина Албарцева Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Çак ĕçе медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вырнаçнă та вăл, унтанпа пĕр улшăнмасăр тăрăшса 30 çул иртсе кайнине сиссе те юлайман. Валентина Николаевна çак çулсен хушшинче мĕн чухлĕ çынна ырă туман-ши;

– Виçĕ теçетке çул хушшинче сахал мар тухтăрпа ĕçлеме май килчĕ. Тамара Байдуганова, Юрий Пыльчиков, Елена Хушкина, Галина Клементьева, Любовь Плотникова, Анатолий Молодов, Александр Быков, Олег Немцев, Зинаида Головина, Наталья Михайловская, Андрей Алексеев, Лев Богоявленов тухтăрсемпе, нумай-нумай медицина сестрипе пĕр чĕлхе тупса тăрăшнă, кашнинчен çĕннине хăнăхса, ыррине илсе пынă. Маларах стоматологи уйрăмĕн ятарлă автомашина пулнăран тухтăрсемпе пĕрле шкулсене, ĕç коллективĕсене çитсе халăхпа курнăçни, унăн сывлăхне тĕрĕслеме хутшăнни асран тухмасть. Çул çÿревсенче пулнă май тем тĕрлĕ лару-тăрăва та лекнĕ, – ăшшăн аса илет хĕрарăм.

Валентина Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи Евдокия Васильевнăпа Николай Прокопьевич Федоровсен çемйинче кун çути курнă. 7 ачаран улттăмĕш пулнă вăл. Ачаранах вăр-вар та йăрă хĕр ача мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă: ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕсемпе тетĕшĕсем кил-тĕрĕшри кирек-хăш ĕçе пурнăçласан та Валентина вĕсен çумĕнче кĕштĕртетнĕ, ĕçлеме хăнăхса пынă.

4-мĕш класра чухне Валя тăван хуçалăхри сад пахчине пахча çимĕç тата улма-çырла шăварма, каярах уй-хире утă-улăм пуçтарма çÿренĕ. Амăшĕ чирлесех тăнăран ачи-пăчи ăна пулăшсах тăнă.
Кашни çулах çемье çу каçа ял-йышпа пĕрле сухан, севок, кăшман пайĕсем çинче пилĕк авнă.
– Аттепе анне колхоз ĕçне те хутшăннă, килте çăм атă йăваланă. Пĕр пушă вăхăчĕ те пулман вĕсен, ачисем те йышлă пулнă. Çак çулсенче анне час-часах аптăрама пуçларĕ. Олег тетен мăшăрĕ аптекăра тăрăшнă май ырă канаш-сĕнÿпе пулăшрĕ, тĕрлĕ эмел тупса пачĕ. Пурте тем пек тăрăшсан та чире парăнтараймарĕ çывăх çыннăмăр – эпĕ 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне унăн чĕри тапма чарăнчĕ, – аса илет Валентина.

Тăван амăшне çухатма 7 ачана пĕрре те çăмăл пулман. 9-мĕш класс хыççăн хĕр Канашри медицина училищине вĕренме çул тытнă. Йывăр пулсан та, пурнăç тĕрлĕ майлă тĕрĕслесен те 7 ачаран кашни ура çине тăрса пурнăç çулĕ çине тухнă Федоровсен. Аслă пиччĕшне – Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи тренера Олег Федорова паянхи кун воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсене пула районта анчах мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Пултаруллă тренерăн ят-сумĕ пысăк. Лида аппăшĕ дояркăра тăрăшнă. Шел пулин те, вăл та чире пула пурнăçран ир уйрăлнă. Елена Елчĕкри тĕп больницăра поварта тăрăшать. Аркадипе Валерий стройка ĕçĕпе тăрмашаççĕ. Чи кĕçĕнни Галина педагога вĕреннĕ, хальхи вăхăтра уйрăм предприниматель пулса ĕçлет.

Валентина медсестра профессине алла илсен тăван тăрăха таврăннă. Çамрăк специалиста кĕçех тĕп больницăра ĕç вырăнĕ те тупăнать. Сăпайлă та ĕçчен хĕр коллектива çăмăллăн хăнăхать.
Харсăр специалист пулнипе пĕрлех вăл тивĕçлĕ мăшăр, ăшă чунлă анне, ăш пиллĕ кукамай. Вăлах çемье вучахне тытса пыраканни, çурта илем тата ăшăлăх кÿрекенни. Мăшăрĕпе – Борис Алексеевичпа – пĕрле пурăнма пуçланăранпа çак кунсенче 30 çул çитет. Çемьере 3 хĕр ÿссе çитĕннĕ. Вĕсене тивĕçлĕ пăхса ÿстерес тесе ашшĕ-амăшĕ мĕн пур вăйне-халне хурса тăрăшаççĕ. Алисăпа Наталия халĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, ашшĕпе амăшне ывăлĕсемпе савăнтараççĕ. Уяв кунĕсенче те, хĕллехи е çуллахи каникул вăхăтĕнче хулара пурăнакан мăнукĕсем кукамăшпе кукашшĕ патне васкаççĕ. Пăхса тăранаймаççĕ Албарцевсем мăнукĕсем çине – вĕсем пурнăç илемĕ пулнине туйса тăраççĕ. Албарцевсен кĕçĕн хĕрĕ Александра Елчĕк шкулĕнче вĕренет, 9-мĕш класа куçрĕ.

Çемье пуçĕ, Борис Алексеевич, ларса-тăма пĕлмен хастар арçын.

– Çурт тĕрекĕпе хÿтлĕхĕ вăл пирĕн, – теççĕ ашшĕ çине кăмăллăн пăхса ачисем.

Борис Таяпа Энтри ялĕнче 1968 çулта çут тĕнчене килнĕ. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри ДОСААФ шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, унтан çар ретне тăнă. Чи малтанах Туркмен Республикинчи Кушка хулинче çар вĕренĕвĕ витĕр тухнă, каярах ăна Афган Республикине илсе кайнă, кунта Герат тата Кандагар провинцийĕсенче автомобильпе çÿренĕ, хĕç-пăшал, салтаксене турттарнă.

Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласан воин-интернационалист тăван тăрăха таврăннă, 1985-1995 çулсенче Чăвашпотребсоюзăн Канашри автобазинче, 1995-2006 çулсенче Елчĕкри райпора водительте тăрăшнă. Пĕр вăхăт Л.Григорьев ертсе пыракан предприятире те вăй хурать харсăр ĕçчен, хальхи вăхăтра «Кăнтăр енчи производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕ» ОАОра ĕçлет. Борис Албарцев вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ пулнă май асăннă уйрăм ирттерекен ĕçсенче хастарлăх кăтартать, ытти афганецпа çарпа патриотизм юхăмне сарма хутшăнать.

– Хăçан, ăçта паллашнă-ха эсир, Çĕнĕ Эйпеç пикипе Таяпа Энтри йĕкĕчĕ; – ыйтатăп мăшăртан.

– Шăп эпĕ райпо тытăмĕнче ĕçленĕ чух паллашнă эпир, – калаçăва хутшăнать Борис Алексеевич.
Валентина вăл вăхăт пирки çапларах аса илчĕ:

– Пурнăçра мăшăрланăва та, ытти пулăма та çын çуралсанах çырса хураççĕ пулĕ. Эпĕ Шăмалак ялĕнче пурăнакан тантăш туйне кайнăччĕ. Туй хыççăн тепĕр кунне манăн Елчĕке каймалла, ĕçе вăхăтра çитмелле. Хĕллеччĕ ун чухне. Çĕрĕпе çил-тăман алхаснă хыççăн çул-йĕре кĕрт хÿсе кайнăран автобус çук. «Ан пăшăрхан, яла çăкăр турттаракан автомашина пĕрех килет», – лăплантарать мана тантăшăн амăшĕ. Шăпах çăкăр турттаракан автомашинăпа лартса ячĕç те мана каялла. Водителĕ вара Борис пулчĕ.

Çапла, çул çинче кăштах калаçкаласа кайнă хыççăн каччă хĕре пĕрре курсах килĕштерсе пăрахнине туйса илет. Кăмăлланă пикене ĕнерхи салтак ĕç хыççăн час-час килне леçме те вăхăт тупать. Паллашнăранпа вăхăт нумаях иртмен пулин те пĕринче вара хĕре ним каламасăрах юлташĕсемпе автомашина çине лартать те, ĕлĕкхи йăлапа «вăрласа» кĕрсе мăшăр тăвать.
Каччăн ашшĕпе амăшĕ, Елена Яковлевнăпа Алексей Павлович, çĕнĕ кине ăшшăн кĕтсе илнĕ. Мăшăр ватăсемпе 3 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăм çурта уйрăлса тухать. Çемьене чи малтанах Алиса вĕçсе килет. Хальхи вăхăтра вăл тĕп хулари «Надежда» санаторинче поварта тăрăшать. Наталья педагог-логопед.

Албарцевсен çурчĕ аякранах капăррăн курăнать. Çурт умне çывхарсанах кунта ырă та тăрăшуллă çынсем пурăнни тÿрех куç тĕлне пулать: кил-çурт таврашĕ таса та типтерлĕ, çурт умĕнчи пахчана тĕрлĕ тĕслĕ чечек капăрлăх кÿреççĕ. Картишне анчах мар, хапха умне те брусчатка сарнă. Çуртра та таса та тирпейлĕ. Хĕрарăмăн, арçыннăн ĕçчен алли кашни кĕтесре курăнаççĕ. Пур ĕçе те хăйсем пурнăçлаççĕ, çынна йăлăнса тăмаççĕ.

– Мĕн ĕçлемеллине йăлтах мăшăрăмпа иксĕмĕр пурнăçлатпăр. Кирек ăçта кайсан та, Интернет уçлăхĕнче те кил-çурта капăрлатас çĕнĕлĕхе асăрхаса килĕштерсен иксĕмĕр пĕрле сÿтсе явса ăна хамăр çуртра пурнăçа кĕртетпĕр, – каласа кăтартать кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Ыттисем тунине эпир мĕншĕн пултараймастпăр; Пĕлмесен – вĕренетпĕр». Çак девиза мала хурса пурăнаççĕ вĕсем. Ахальтен мар мăшăр чылай çул брусчатка сарас ĕçе алла илсе ку енĕпе çемье бизнесĕ йĕркеленĕччĕ. Район центрĕнчи тĕрлĕ предприяти-организаци, Таяпа Энтри ялĕнчи часавай умĕсене Албарцевсен ăста аллисем хунă брусчаткăсем илем кÿреççĕ.

Хушма хуçалăха та ăнăçлă аталантараççĕ вĕсем. Паянхи кун 3 ĕне, пĕр пушмак пăру, 4 вăкăр усраççĕ. Çакăн чухлĕ выльăха пăхма пĕрре те ансат мар. Унсăр пуçне утă-улăм лаптăкĕ пысăк вĕсен. Канмалли кунсенче çу каçа иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрленĕрен çулла иртсе кайнине те сиссе юлаймасть ĕçчен мăшăр. Ĕçе ачисем те явăçаççĕ, аслисем çемйисемпе утă хатĕрлеме ятарласа килеççĕ. Кĕçĕнни Александра та ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк пулăшуçи. Вăл та аппăшĕсем пек ĕçе ир хăнăхнă, ĕне сума та ÿркенсе тăмасть.

Ĕçре анчах мар, уяв кĕрекисенче те пĕрле Албарцевсем. Пурте пуçтарăнсан çурт тулсах каять. Пĕрне-пĕри юратса, хисеплесе, ăнланса пурăннинчен хакли тата мĕн пур-ши пурнăçра;

Елена ПЕТРОВА.

 

 

 

 

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика