Диспансеризаци вăхăтĕнче граждансен хăйсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме май пур. Чи малтанах флюорографи витĕр тухаççĕ, анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, çÿллĕшне, йывăрăшне, пилĕк ытамне, юн пусăмне виçеççĕ, юнри холестерин, глюкоза анализне параççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, шала кайнă чирсем пуррипе çуккине палăртаççĕ. Çавăн пекех куçсен шалти юн пусăмне виçеççĕ, ЭКГ витĕр кăлараççĕ, хĕрарăмсем гинеколог патĕнче тĕрĕсленеççĕ.
Сывлăхăн хăш ушкăнне кĕртнине кура пациентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш ушкăнрисемпе профилактика тĕлĕшпе калаçу йĕркелетпĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнетпĕр.
Виççĕмĕш ушкăнрисем çинчен вырăнти терапевта пĕлтересси, шала кайнă чирсене шута илесси пĕлтерĕшлĕ.
Анкета чĕре тата юн тымарĕсен, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсене, усал шыççа, туберкулеза тупса палăртма май парать.
Малтанхи кăтартусене пăхса иккĕмĕш тапхăра палăртаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче чĕре тата юн тымарĕсен, ÿпкен шала кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа нушаланакансене уйрăм ушкăна кĕртетпĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче онкологин анлă сарăлнă чирĕсене тупса палăртнă тĕслĕхсем те сахал мар.
Инфекципе çыхăнман шала кайнă чирсем çак сăлтавсене пула та аталанаççĕ: рациона пăхăнмасăр апатланни, юн пусăмĕ виçерен пысăкки, сахал хускални, пирус туртни, самăрланни, эрех ытлашши ĕçни, юнри глюкоза шайĕ ÿсни.
Кăçал 2003, 2000, 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961 çулсенче çуралнă тата 40 çултан иртнĕ мĕнпур çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла. Сире районти тĕп поликлиникăри 13-мĕш кабинетра кĕтетпĕр.
Хисеплĕ ял çыннисем! Тухтăр чĕнессе кĕтсе ан тăрăр, хăвăрăн сывлăхшăн хăвăр тăрăшса çулталăкра пĕрре тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухăр.
Л.ФОМКИНА,
медпрофилактика кабинечĕн медсестри