03 июня 2020 г.
Вăййа тухнине тепĕр майлă уяв тенĕ. Ăна тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен ирттернĕ. Пирĕн тăрăхра Çимĕк кунĕнчен пуçласа Питравччен /утă уйăхĕн 12-мĕшĕ/ палăртнă.
Вăл тапхăрта çитĕннисем çĕре «канлĕхре» тытнă, ĕçлемен. Çамрăксем вара, вилнисене асăннă хыççăн, вăйă картисем йĕркеленĕ. Унта хăйне евĕр уйрăмлăхсем, тен, кăткăслăхсем, нумай пулнă. Вĕсене халĕ пĕтĕмпех шута та илеймĕн, мĕншĕн тесен ырă йăла манăçăнса пырать. Районта 3-4 ялта çеç тухкалаççĕ те. Унти хастарсене пурпĕрех тав сăмахĕ калас килет: кăвайта мар, хĕлхеме сÿнме паманшăн та.
Хăвăлçырмасем вăййа кашни çулах Троицăра тухаççĕ. Ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Зинаида Михеева вĕрентекен, культура çурчĕн заведующийĕ Вера Галкина тата Сергей Краснов юрă-кĕвĕ ăсти тăрăшнипе çамрăксемпе пĕрле аслă классенче вĕренекенсем те вăйă картине тăрса юрă-ташăра ĕлĕкхи саманана таврăнаççĕ. Çавна май кăмăл-туйăм уçăлăхĕнче вăраннă шанчăклăх ламран лама куçса пырать те. Кăшăллă вирус инфекцийĕ ирĕклĕхре чухне, паллах, кăçал уява ирттересси пирки сăмах пымасть-ха.
Çирĕклĕ Шăхальсем вара хăйсен престол праçникĕнче – Питравра вăйă пăрахма тухаççĕ. Çак куна мĕн ĕлĕкрен савăнăçлă уявласа ирттернĕ. Эртелпе така е вăкăр пусса яшка пĕçернĕ, ятарласа шăрттан хатĕрленĕ. Çывăхран, аякран килнĕ хăнасем, тус-пĕлĕшсем пуçтарăннă уява, вăйă ушкăнне те тăнă. Вĕсене тутлă апат-çимĕçпе сăйламасăр кăларса яман. Çак кунсенче куккук та авăтма пăрахать иккен. Йывăç çинчен пĕрремĕш çулçă ÿкнине те калаççĕ сăнавсем.
Капăр тумлă хĕрсемпе яшсем иртнĕ тапхăрсенче кашни каçах вăйă вырăнне пуçтарăннă, паян – пĕр касра, ыран – тепринче. Шăплăхра аякка-аякка илтĕннĕ çепĕç те янăравлă юрă-кĕвĕ. Вăйă картинче çамрăксен чысĕ, тирпейĕ, ĕречĕ-нисепĕ, сăпайлăхĕ курăнса тăнă. Ĕçре маттур пулни вăйăра та палăрнă. Чи хитре те пултаруллă хĕрсем кăна вăйă çаврăмне пуçласа яма пултарайнă. Урăхла каласан, мероприятие пĕтĕмпех вăйă пуçĕ йĕркелесе пырать. Ялта çак тивĕçе чылай çул Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе Елизавета Захаровăпа Римма Федорова музыка вĕрентекенĕ туса пынă. Ырă йăла-йĕркесене шкулта ачасене те вĕрентнĕ.
Елизавета Мартерьевнан йăмăкĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Захарова 50 çул каяллахине астăвать те, вăл каланă тăрăх, качча кайнă хĕрарăм вăйă картине тăрсан яла йывăр килет тенĕ ĕлĕк. Халĕ ăна пăхăнсах каймаççĕ. Ара, хутшăнакансем сахаллăн пулсан мĕн тăвăн. 80-90 çын таранччен явăçнă чухне тăватшар рет пынă юрлакансем, паянхи саманара 20 ытларахпа та çырлахăн. Чи пахи шутĕнче те мар, ялăн сăн-сăпатне çутатакан çирĕпленнĕ традицине упраса хăварни, ăруран ăрăва куçарса пыни.
Вăййа чи вăйлă саслисем пуçланă. Тĕрлĕ çулсенче çак роле Мария Гордеева, Елизавета Захарова, Вера Трифонова, Надежда Тарасова, Александра Карсакова пурнăçланă. Чăваш çи-пуçĕллĕ яш-кĕрĕм Кооператив урамĕнчи тăваткалтан тытăнса кашни урампа юрласа çаврăнса тухнă:
Çирĕклĕ шывĕ – ăшăх шыв,
Чи тарăнни – пилĕкрен.
Шăхаль хĕрĕ – сарă хĕр,
Сарă çÿçĕ пилĕкрен…
Унччентерех çав хушăра такмак каламан, ташланă пулсан та. Ушкăнсем çапла майпа ял пуçланса кайнă вырăна – Кив çурт сăртне улăхнă. Унта ĕнтĕ вăйă картин тата хăйне евĕрлĕхĕсем пулнă. Çакна пĕлтĕр кăтартса пачĕç те курма йышлăн килнисене: хирĕç тăрса юрланă-ташланă хыççăн виçĕ кукăр йĕркелесе шăрантарчĕç, малалла «Хуçа хĕрĕ» ташă çаврăмĕ «Хуньăм хĕрне» улăштарчĕ, кайран икшерĕн тăрса ташларĕç. Ку хутĕнче каччăсем хĕрсене вăрласа каясси те пулнă ĕлĕкхи вăхăтра.
Каçхине çамрăксем ыраш пуссине вăйă пăрахма пуçтарăннă. Ятарлă юрă-ташă хыççăн ыраш кĕлтинчен хатĕрленĕ «пиçиххисене» пилĕксенчен çыхса янă. Вырмана тухсан пилĕк ан ывăнтăр тесе. Килне çитсен ăна хапха урлă ывăтнă.
Культурăпа çыхăннă мешехен «историне» илес пулсан, Çимĕкпе Питрав хушшинчи тапхăрта вăйă иртен пуçласа сĕм каçчен пынă. Каçпа йывăç айĕнче кăвайт чĕртнĕ, ун тавра темиçе çавракăш тăрса çаврăннă. Уйрăмах эрнекун, вырсарникун савăнăçлă ирттернĕ вăййа. Кÿршĕ ялсенчен те килнĕ хăйсен юррисене юрласа.
Питравра çапла пĕтĕм ял уявĕн юлашки кунĕ пулнă. Вăйă юрри-ташши ытамĕнче киленнĕ ял çынни уй-хир ĕçĕсене пикеннĕ.
Вăййа тухассине /кăçал мар!/ ытти ялсенче мĕн чăрмантарать? Нимĕн те. Хăвăлçырмапа Çирĕклĕ Шăхальти тапăртатса тăракан харсăрсем пек ку енĕпе пуçарулăх кăтартни çеç кирлĕ.
Н.МАЛЫШКИН