08 июня 2020 г.
2006 çулта уçăлнă Хăвăлçырмари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿре иконостас вырнаçтартăмăр.
Шăпах вăхăтлă – престол уявĕ умĕн Турă пулăшнипе пурнăçлама май пулнă çак пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн халĕ пĕтĕм ял-йышпа пĕрле савăнатпăр мар-и;
Пикеннĕ ĕçре пысăк пуçарулăх кăтартнăшăн прихута кĕрекен ялсенче пурăнакансене, ырă кăмăллă предпринимательсене, патшалăх ĕçĕнче тăрăшакансене тата ыттисене те чĕререн тав тунине пĕлтеретĕп. Эсир хăвăр чун-чĕре хистевĕпе тунă çак ĕçе Турă тивĕçлĕ вырăна хутăр, малашлăх тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх пултăр. Пĕрлехи ĕçшĕн тепĕр хутчен пурне те пысăк тав. Ялан пĕрле пулар!
ОЛЕГ /АНДРЕЕВ/ атте,
Хăвăлçырмари чиркÿ настоятелĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"