Асăннă шкулта пĕлÿ пухнисенчен пĕри – Валерий Сергеевич Муллин. Вăл Тĕмер ялĕнче 1960 çулта çуралнă.
Валерий шкул хыççăн çĕршывăн тĕп хулинчи строительство инженерĕсем хатĕрлекен института ?МИСИ/ пĕр чăрмавсăрах вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен ăна хăй ыйтнипе хамăр тăрăхалла – Горькинчи 12-мĕш экспедици отрядне ĕçлеме янă. Предприяти Атăл çинче гидротехника объекчĕсене, урăхла каласан шыв çинче вырнаçнă объектсене пăхса тăнă тата строительство ĕçĕсем пурнăçланă. Отрядăн пĕр подразделенийĕ Ярославль хулинче вырнаçнă пулнă. Каярахпа унăн никĕсĕ çинче 15-мĕш экспедици отрячĕ йĕркеленет. Валерий Сергеевич кĕске вăхăтра хăй ăста специалист пулнине кăтартса панă. Ĕç биографине мастертан пуçланăскер, эскпедици отрячĕн тĕп инженерĕ таран ÿснĕ. Пысăк йышлă коллектив Ярославль хулинчен пуçласа Юрцево хули таран Атăл çинчи объектсене пăхса тăнă тата çĕнĕрен тунă. Пирĕн ентешĕн ĕçлес, ертсе пырас пултарулăхне тивĕçлипе хакланă, РСФСР юхан шыв флочĕн министерстви «Раççейри чи лайăх прораб» ят панă, 1986 çулта министерствăн Хисеп грамотипе чысланă.
Предпринимательство ĕçĕ аталансан 1991 çулта вăл «Причал» кооператив уçнă. Тĕпрен илсен Атăл çинче причалсем тăвас енĕпе ĕçленĕ. Каярахпа хăй малтан тăрăшнă экспедици отрядне таврăннă. 2006 çулта «Гидротехстрой» сахал яваплă юлташлăх йĕркелесе янă. Коллектив Атăл çинчи шыв объекчĕсем тăвассипе тимлет.
Валерий Сергеевич ялтан 7 класс пĕтернĕ хыççăн тухса кайнă пулин те тăван тăрăхран нихăçан та сивĕнмен. Вăл унăн пурнăçĕпе пурăнать, интересленет, отпуск кунĕсене ытларах тăван ялта, ашшĕ килĕнче ирттерме тăрăшать. Çакă мăшăрĕ те Тĕмертенех пулнипе те çыхăннă ахăр.
Юлашки çулсенче Тĕмер ялĕнче ырă улшăнусем чылай пулса иртрĕç. Халăхпа пурнăçлакан ĕçсене ?стадион, хоккей площадки туни, çул-йĕр сарни тата ытти те/ тÿрремĕнех хутшăнаймасть пулин те вăл материалсем туянма, ĕçлеме укçа-тенкĕ уйăрнине ялта пурăнакансем пĕлеççĕ. Манăн «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекене кăларма та хавхалантарчĕ ентешĕмĕр, укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ.
Николай АЛЕКСЕЕВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Валерий Муллин Ирина мăшăрĕпе