05 октября 2019 г.
Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, халăхăн пурнăç условине лайăхлатма пулăшакан программăсене пурнăçа кĕртме курăмлă укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакăн пек условисемпе усă курса вырăнти власть тытăмĕнче ĕçлекенсен ял çыннисемпе канашласа кĕске вăхăтрах проектсем туса хатĕрлесе вĕсене пурнăçа кĕртме ĕлкĕрмелле.
Эпĕ ялта пурăннă май çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çинчен чарăнса тăрасшăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакансем башньăран тухакан шыв пăрăхĕсемпе усă курнă. Вĕсем юрăхсăра тухнă хыççăн нумай хуçалăх хăй чавнă тарасапа усă курать. Кунта тепĕр чăрмав та сиксе тухать – çулла тарасасенче шыв типнĕрен унăн пахалăхĕ чакать. Шыв башни те кивелсе çитнĕ, ăна çĕннипе улăштармалла. Хальхи вăхăтра башня çывăхри шкул, ача сачĕ тата çав урамри çуртсене анчах шывпа тивĕçтерет.
Ман шутпа, ĕмĕр юхса тăракан çăл шывне çĕнĕ технологи шайĕнчи башньăна тултарса пăрăх тăрăх урамсене салатмалла. Кун пек тусан шыв хакне чакарма тата ĕçмелли шыв пахалăхне лайăхлатма май килĕччĕ. Ир вăранакан кайăк тутă пулнă теççĕ халăхра, çавăнпа та ку енĕпе проект тутарма васкамалла.
И.ЛЕВЫЙ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ветерансен организацийĕн председателĕ
Источник: "Елчĕк Ен"