26 октября 2019 г.
Çĕршыва сыхласси, унăн тăнăçлăхĕшĕн кар тăрасси – пархатарлă тивĕç. Тĕмер ялĕнчен Афган тата Чечен вăрçисене, ытти регионти «хĕрÿ точкăсенчи» хирĕç тăрусене хутшăннă çамрăксем йышлă.
Афганистанри 8 çула пынă вăрçă вучĕ витĕр Тĕмертен 8 çамрăк тухнă. Вĕсенчен пĕри – Вячеслав Александрович Павлов /1962 çулта çуралнă/. Вăл Афганистан правительстви ыйтнипе ют çĕршывра интернационалла тивĕçе пурнăçлама кĕнĕ пĕрремĕш дивизи йышĕнче пулнă. Ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Афганистан Республикин медалĕсемпе, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çартан таврăнсан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкар хулинчи шкулта ĕçлет.
Афган вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне хăюлăх кăтартнăшăн Юрий Александрович Дутова /1966 ç./, Николай Зинонович Миронова /1968 ç./ «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Геннадий Владимирович Федорова /1968 ç./ «Паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă. Афганистанри вăрçа çавăн пекех Петр Николаевич Воронов /1964 ç./, Владимир Николаевич Евстафьев /1969 ç./, Герман Алексеевич Уткин /1966 ç./, Роза Николаевна Муллина врач хутшăннă.
Роза Николаевна Муллина 1951 çулта çуралнă. Амăшĕ, Нина Николаевна, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Тен, çавăнпах пулĕ вăл та пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. 1979 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тухтăрта ĕçленĕ. 1983-1986 çулсенче Афганистанри çар госпиталĕнче инфекци врачĕ пулса ĕçленĕ. Служба чăннипех йывăр килнĕ. Пирĕн салтаксем сарă чирĕпе нумай чирленĕ. Чăваш хĕрĕн хастарлăхĕ кунта аван палăрнă. Ăна çар медалĕсем парса чыс тунă. Халĕ Санкт-Петербург хулинче пурăнать.
Мирлĕ вăхăтра çар орденĕпе наградăланă çынсем Тĕмер ялĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа та пулман. 1992 çулхи апрель уйăхĕнче Елчĕк районĕн çар комиссарĕ Сергей Геннадьевич Уткина «За личное мужество» орден панă. Мĕншĕн тивĕçнĕ-ха çак пысăк наградăна Тĕмер çамрăкĕ? Сергее пĕчĕкренех пĕлетĕп. Манăн куç умĕнче ÿссе çитĕнчĕ вăл. Ялти чылай ача пекех ĕçе юратрĕ. Каникул вăхăтĕнче тăван колхозра тăрăшатчĕ, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхрĕ. Тĕмерсен «Карагач» ятлă урхамахĕ ĕçпе юрă тата спорт уявĕсенче çулсерен мала тухатчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр-икĕ çул унăн юланутçи Сергей те пулнăччĕ. Спорта юратнипе те палăрса тăрать Тĕмер каччи. Футбол, хоккей вăййисенче, кире пуканĕ йăтассипе шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă вăл. Тĕмерти, Çирĕклĕ Шăхальти шкулсенчи физкультура учителĕсем ăна спортри çак енсене аталантарма пулăшнă. 1989 çулта вăтам шкулăн аслă класĕнче вĕренекенсем хушшинче футболла выляса республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура Çирĕклĕ Шăхальти тата Елчĕкри вăтам шкулсенчи çамрăксем район чысне хÿтĕлерĕç. Район команди, пурне те çĕнтерсе, пуçласа республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Унăн йышĕнче Сергей Уткин та пулчĕ. Вăл турнирта чи лайăх футболистсен йышне кĕчĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ çул, кĕркунне, Совет Çарĕн ретне тăчĕ Тĕмер каччи. Малтанах мотострелоксен ротинче службăра пулнă вăл. Каярахпа, спортра пысăк ÿсĕмсем тунине кура, спорт ротине куçарнă ăна. Кунта Сергей ăсталăха ÿстернĕ, кĕçех кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Спорт ротинче службăра тăнă чухне Сергей Уткина спецназ подразделенисене куçма сĕнеççĕ. Унта шăпах сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, вăйлă аталаннă çынсене илеççĕ. Пĕррехинче ятарлă подразделени вăйлă хĕç-пăшалланнă хăрушă преступниксене тытса чарма хутшăнать. Кĕске тытăçура вĕсене тытса чарса сиенсĕрлетеççĕ, хăрушлăха сирсе яраççĕ. Шăпах çак операцишĕн илме тивĕçлĕ пулнă çар орденне Сергей Уткин.
Хĕрÿ точкăра пулнă тепĕр çамрăк – Юрий Ильич Львов. Вăл 1994 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Грознăя штурмлама кĕртсе янă Атăлçи çар округĕнчи 81-мĕш Самар полкĕн йышĕнче пулнă. Полка хула варринче чеченецсем хупăрласа илнĕ. 1200 çар служащийĕнчен сахалăш чĕрĕ юлнă. Çĕнĕ çул умĕнхи çапăçура пирĕн ентеш танкне персе çĕмĕрнĕ. Ю.Львов, аманнăскер, тыткăна лекнĕ. Унта вăл уйăх ытла пулнă, ăна тыткăнран йыснăшĕ кайса илнĕ.
Чечен вăрçине /вăл икĕ тапхăра пынă: 1994-1995 çулсем тата 1999-2000 çулсем/ Тĕмер ялĕнчен çак çамрăксем те хутшăннă: Алексей Валерьевич Беляев, Александр Федорович Петров, Валерий Ильич Львов, Александр Борисович Александров, Геннадий Николаевич Кириллов, Вячеслав Витальевич Алексеев, Сергей Витальевич Алексеев, Александр Петрович Козлов, Алексей Витальевич Обручков, Николай Петрович Васильев, Александр Владимирович Галкин. Ун чухне вĕсем 19 çулсенчи салтаксем пулнă.
Милицин ятарлă отрядĕнче службăра тăнă Александр Александрович Козлов аслă прапорщик пĕрремĕш тата иккĕмĕш Чечен вăрçине хутшăннă, кайран Чечен Республикинче 10 хутчен служба тивĕçне пурнăçласа обществăлла йĕркелĕхе сыхланă. Полицире службăра тăнă Сергей Петрович Солин майор Çурçĕр Кавказра 6 уйăхлăх командировкăра пулнă.
Вăтам Азире те лăпкă пулман. Афганистанран пирĕн çарсене илсе тухсан СССР йышне кĕнĕ республикăсен, халĕ уйрăм çĕршывсен чиккисем урлă Раççее наркотиксем нумай илсе кĕме, чикĕ урлă хĕç-пăшаллă çынсем каçма тытăннă. Раççей çавна пула Таджикистанпа Афганистан чиккинчи йывăр участокĕсене сыхлассине хăй çине илнĕ. 1994 çулта Мускав погранотряд сыхлакан чикке душмансем каçнă. 12-мĕш застава çапăçура пысăк çухату тÿснĕ. Тĕмерте çуралнă Александр Владимирович Уткин погранотряда çирĕплетме янă пограничниксен йышĕнче пулнă. 3 уйăх сăрт-ту çинчи вăрттăн сукмаксене сыхлама хутшăннă, душмансемпе темиçе хутчен те çапăçăва кĕме тивнĕ ăна.
Вăрçă çулĕсенче, мирлĕ вăхăтра Совет Çарĕн тата Раççей Çарĕн ретĕнче офицер пулса ентешсем сахаллăн мар службăра тăнă. Вĕсем çаксем: Василий Петрович Петров подполковник, Анатолий Михайлович Жирнов – СССР КГБ майорĕ, Василий Михайлович Жирнов подполковник, Вячеслав Петрович Тимофеев, Алексей Семенович Данилов – иккĕмĕш рангри капитансем. Пĕртăван Александровсем: Геннадий Алексеевич – полковник, Юрий Алексеевич – подполковник, Вячеслав Алексеевич – майор, Сергей Алексеевич Алексеев – аслă прапорщик, Василий Анатольевич Васильев капитан, Геннадий Алексеевич Матросов майор .
Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ тата халĕ ĕçлекен ентешсем те ырă ята тивĕç. Вĕсенчен чи асли – Анатолий Федорович Ильин милици майорĕ. А.Ф.Ильин 1941 çулта çуралнă, Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи ĕçтăвком председателĕнче тăрăшнă, ЧР Вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă В.В.Сапожниковпа, физикăпа математика наукисен докторĕпе Н.И.Солинпа пĕр çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Саратоври юридика институтне пĕтернĕ, Волгоградри шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлесе пенсие тухнă, унтах пурăнать. Ăна «Отличник милиции СССР» паллăпа, II, III степень «За безупречную службу» медальсемпе наградăланă. Пушă вăхăтра сăвăсем çырма юратать. Вĕсем облаçри хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ.
Петр Михайлович Никитин /1963 ç./ аслă прапорщик Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕнче 1984-2007 çулсенче ĕçленĕ. «Отличник милиции СССР» паллăпа, III степень «За безупречную службу», I-II степень «За отличие в службе» медальсемпе чысланă.
Николай Алексеевич Галкин /1965 ç./ милици майорĕ Ульяновскри педагогика институтне, Мускаври потребительсен кооперацийĕн университетне вĕренсе пĕтернĕ. Ялти шкулта ĕçленĕ. 1994 çултанпа Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕнче – милицин участокри инспекторĕнче, аслă инспекторта, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă. 2009-2011 çулсенче Чукоткăри шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Халĕ пенсире. Унтах ĕçлесе пурăнать. II-III степень «За отличие в службе» медальпе, РФ Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
Петр Венедиктович Львов 1982 çулта çуралнă. Тĕмерти вăтам шкултан, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн инженери факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Раççей çарĕнче сывлăш-десант çарĕн чаçĕнче службăра тăнă. 2008 çултанпа полици лейтенанчĕ шалти ĕçсен пайĕн ГИБДДн Комсомольски уйрăмĕнче çул-йĕр патруль службин инспекторĕнче тăрăшнă. Халĕ Шупашкар хулинче полици органĕсенче ĕçлет.
Хальхи вăхăтра шалти ĕçсен органĕсенче Людмила Геннадьевна Львова /Шупашкарта/, Николай Петрович Васильев /Шупашкарта/ ĕçлеççĕ. Шалти ĕçсен органĕсенче Герольд Анатольевич Марков, Николай Александрович Дутов, Петр Николаевич Кириллов, Олег Александрович Марков, Аркадий Гаврилович Гаврилов, Федор Александрович Васильев, Алексей Вениаминович Матросов тата ыттисем службăра тăнă.
Елена Витальевна Петрова Канашри педагогика училищинчен, РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнчен вĕренсе тухнă. Милици майорĕ. Шупашкарти шалти ĕçсен органĕсенче 1992-2010 çулсенче ĕçленĕ. Пенсие тухнăранпа тĕп хулари ведомствăлла мар хурал психологĕ пулса ĕçлет.
Людмила Геннадьевна Львова /Николаева/ 1973 çулта çуралнă. Шалти ĕçсен органĕсенче 1993 çултанпа. Полици капитанĕ. Краснодарти ятарлă вăтам пĕлÿ паракан милици шкулĕнчен /1995 ç./, РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнчен /2002 ç./ вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта ГИБДДн республикăри управленийĕнче ĕçлет, III степень «За безупречную службу» медальпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Николай АЛЕКСЕЕВ
Источник: "Елчĕк Ен"