09 февраля 2019 г.
Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче аслă ăрурисем хушшинче «Спортри вăрăм ĕмĕрлĕх» ятпа ăмăрту иртрĕ. Ăна «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ» ОООн районти уйрăмĕн председателĕн тата «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене чыслама медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тивĕçтернĕ.
Ăмăртăва 8 ял тăрăхĕнчи физкультурăна тата спорта кăмăллакансем хутшăнчĕç. Çав вăхăтрах 10 яла пĕрлештерекен Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ команда тăратманни кăмăла хуçрĕ. Ку тĕслĕх пĕрремĕш анчах мар, асăннă ял тăрăхĕ малашне пысăк активлăхпа палăрасса шанса тăратпăр.
Аслă ăрурисене райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр начальникĕ Евгения Михайлова тата ыттисем те саламларĕç. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Вăйăсенче çаксем палăрчĕç:
Сĕтел çи теннис: 1.Владимир Орехов /Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ/, 2.Александр Ефимов /Кĕçĕн Таяпа/, 3.Петр Козлов /Елчĕк/. 1.Надежда Семенова /Курнавăш/, 2.Любовь Шепинова /Аслă Елчĕк/, 3.Валентина Николаева /Кĕçĕн Таяпа/. Шахмат: 1.Владислав Сазонов /Çирĕклĕ Шăхаль/, Василий Уразгильдин /Лаш Таяпа/, Петр Петрянкин /Аслă Елчĕк/. 1.Валентина Князева /Лаш Таяпа/, 2.Нина Борисова /Аслă Елчĕк/, Глафира Григорьева /Кĕçĕн Таяпа/. Пăшалтан тĕл пересси: 1.Николай Григорьев /Курнавăш/, 2.Владислав Сазонов /Çирĕклĕ Шăхаль/, 3.Анатолий Головин /Кĕçĕн Таяпа/. 1.Валентина Горшкова /Курнавăш/, 2. Валентина Князева /Лаш Таяпа/, Ольга Максимова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Раиса Орехова /Аслă Елчĕк/. 3.Васса Краснова /Аслă Таяпа/. Дартс: 1. Анатолий Анисимов /Елчĕк/, 2.Владимир Доброхотов /Курнавăш/, Геннадий Туманов /Лаш Таяпа/. 1.Вера Николаева /Курнавăш/. 2.Галина Павлова /Елчĕк/. Ирина Кудрина /Аслă Таяпа/.
Чи нумай очко пуçтарса Курнавăш ял тăрăхĕн команди мала тухрĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – Аслă Елчĕк тата Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем.
Ăмăртăва ирттерме пулăшнă спонсорсене – «Чăвашенькрахмал» ОООна /Александр Кудряшов/ тата Петр Дудкин уйрăм предпринимателе пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Источник: "Елчĕк Ен"