26 сентября 2018 г.
Çуллахи кану хыççăн районти культура учрежденийĕсем çĕнĕ пултарулăх сезонне уçаççĕ.
Çирĕклĕ Шăхальсем те туса ирттернĕ ĕçсене тишкернĕ май çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене палăртнă. О.Муравьева заведующи пĕлтернĕ тăрăх, культура ĕçченĕсем ял çыннисем валли тĕрлĕ культурăллă-массăллă мероприяти йĕркелеççĕ, районти, республикăри конкурс-фестивальсене хутшăнаççĕ, пултаруллă çынсене тупса палăртса вĕсен ăсталăхне аталантарма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ занятисем пуçланнă, апла пулсан, культура çурчĕ ватти-вĕттине, çамрăксене хăй патне йыхăрать. Культура ĕçченĕсем çывăх вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне уявлама хатĕрленеççĕ
Источник: "Елчĕк Ен"