Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИР АКНĂ ВĂРЛĂХ САЯ КАЙМĔ

12 мая 2018 г.

Район уй-хирĕсенче хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлет. Кăçалхи çанталăк условийĕсенче акана каярах юлса тухма тивни ял çыннине шанса панă ĕçре тата яваплăрах пулма хистени каламасăрах паллă…

Çĕнĕ йышши ансат технологисемпе усă курса çĕр улми, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе ĕçлекен «Слава картофелю» агрофирма ОООн пирĕн район территорийĕнче вырнаçнă предприятийĕнче — «АСК-Яльчики» ОООра, ĕнер эпир унта пулнă вăхăтра, çуртрисене акмалли нумаях та юлманччĕ. Юрий Галкин ĕç тăвакан директор лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарчĕ. «Çурхи тулăпа урпа лаптăкĕ 476 гектар, унсăр пуçне, кĕрхи культурăсем 424 гектар йышăнаççĕ. Майăн 3-мĕшĕнче пуçласа акана тухрăмăр», — терĕ вăл. Юрий Васильевич çак яваплă тапхăрта çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте тăрăшакансене ятран палăртса тав тума та манмарĕ. Герольд Парамонов, Вадим Григорьев, Михаил Коновалов, Виталий Краснов, Сергей Павлов, Сергей Солин, Андрей Крысов, Алексей Карзаков механизаторсем, вĕсемпе пĕрле вăрлăхлăх çĕр улми хатĕрленĕ çĕрте тăрăшакан хĕрарăмсен пысăк ушкăнĕ те çак яваплă ĕçре пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ.

…Ир акнă вăрлăх сая каймастех — малтан акса хăварнă лаптăксенчи тыр-пул шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Ĕнер кунта çĕр улми лартма та тухрĕç. Вăрлăхлăх тата апат-çимĕçлĕх «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ 250 гектар пулмалла. Çак çулсенче ял хуçалăх предприятийĕнче унăн нумай çĕнĕ сортне ĕçе кĕртнĕ. Вĕсем: РедСкарлет, Невский, Коломба, Манифест, Гала, Вега, Гулливер, Импала, Эволюшен, Зорачка, Жуковский ранний, Ривьера. Анасене ятарлă установкăсемпе шăварса тăнăран çумăрсăр, шăрăх çанталăк условийĕнче те предприятире тухăçлă çĕр улми çитĕнет.

Кашни ĕç вĕçе-вĕçĕн пулса пыни, паллах, пусă çаврăнăшне наука хушнă пек йĕркелесе пынинчен нумай килет. Кунта уй-хире тăватă пая уйăрнă. Халĕ уй-хире ĕлĕкхи пек тислĕк сапаламаççĕ. Ун вырăнне сидератпа усă кураççĕ: донник, çу çарăкĕ çитĕнтереççĕ. Вĕсем çĕр пулăхне пуянлатма пулăшаççĕ. Кĕркунне уй-хир пушансан сидерат культурине акса хăвараççĕ. Кайран ешĕл курăка сухаласа çĕре хываççĕ. Çавăнпа минераллă удобренисемпе те ытлашши нумай усă курмаççĕ, вăл 1 гектара 150 килограмм анчах каять. Сидерат экологи тĕлĕшĕпе таса, чир-чĕрсĕр çимĕç туса илме май парать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика