22 ноября 2017 г.
Тăван районăмăрăн кун-çул кĕнеки тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пуянланчĕ: эрнекун _ чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Елчĕк районĕ сумлă 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак кун истори страницинче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлма та тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ мухтавлă тăхăр теçетке çулта тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăннине чăн-чăн патриот чĕринче нихăçан та сỹнтереймĕн. Çитĕнекен ăру та çакна пĕлсе, ăша хывса çитĕнтĕр…
Кĕр мăнтăрĕпе килнĕ тулли кĕрекере ытарайми Елчĕк енĕм пур ыр çынна та пĕрле пуçтарчĕ. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсен, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнма шăпа пỹрнĕ пулсан та Елчĕксен ятне çỹлте тытакан сумлă ентешĕмĕрсемпе хальхи вăхăтра хăйсен кулленхи ĕçĕпе район аталанăвĕпе пуласлăхĕшĕн тивĕçлĕ тỹпе хывакан пултаруллă, паттăр та харсăр ĕçченсен чун-чĕрисене тăванлăх туйăмĕ пĕрлештерчĕ.
…Тĕп кил хуçисем — район пуçлăхĕ Ираида Васильева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уява килсе çитнĕ хăнасене Елчĕк тăрăхĕнчи йăлапа урамранах пуç тайса кĕтсе илчĕç. Çанталăкĕ чăн-чăн хура кĕркуннехи пек — ăмăр, пĕлĕчĕ те йăтăнса анас пекех туйăнчĕ пулсан та çынсен кăмăлне пăсаймарĕ вăл. Ырă ят — Елчĕксем таса та тирпейлĕ, хăтлă пурăнни таврана унчченех сарăлнă. Тĕп лапамри илем пирки кирек кам умĕнче те халĕ мухтанса, мăнаçланса каласа кăтартатпăр. Уяв умĕн вăл тата капăрланчĕ, кунта çĕр ĕçченне чыслакан палăк, шыв арманĕ, ДТ 75 йышши трактор, «Катюша» çар техники, çамрăк мăшăрсене телейлĕ пурнăç кун-çулĕпе аякка илсе çитерекен çĕр пин эрешлĕ кỹме вырнаçтарнă. Хăнасем культурăн çак çĕнĕ палăкĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç.
…Уява хутшăнма йыхрав илнĕ сумлă ĕçченсемпе ветерансем çав вăхăтра «Эпĕ Чăваш ене юрататăп. Елчĕк районĕ», «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ хутшăннипе хатĕрленĕ «Тăван çĕре юратса. Елчĕк районĕ 90 çул тултарнă ятпа» фильмсемпе паллашрĕç.
Пухăннисене уяв ячĕпе чи малтан Ираида Васильева тата Николай Миллин саламларĕç. 17 çул администраци пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Николай Миллинăн аса илмелли сахал мар. Туса ирттернĕ ĕçсем пирки калаçас пулсан та вĕсем сулмаклă. Пĕтĕмĕшле илсен, çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекен Елчĕк районĕ çак çулсем тăршшĕпех чи пысăк кăтартусемпе ĕçлеме пултарнипе палăрать. Тĕш тырă туса илессипе кăçал та республикăра пирĕн районпа никам танлашаймарĕ — пỹлмесене пурĕ 64000 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те сулмаклă. 2002-2004 çулсенчи кĕске вăхăтра мĕнпур ялти киле çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла туни, чăннипех, пысăк ĕç, район халăхĕн çитĕнĕвĕ пулса тăчĕ. Çак яваплă ĕçе пурнăçлассишĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн çирĕп те шанчăклă командипе пĕрле çĕрне-кунне пĕлмесĕр рабочисемпе юнашар тăрса çанă тавăрсах епле тăрăшни çинчен те аса илмесĕр иртме пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен çак самант унăн чун-чĕрине нихăçан асран тухмалла мар кĕрсе вырнаçнă.
Николай Миллин районăн 90 çулхи историйĕ, аталанăвĕ çинчен чарăнса тăнă май унăн паллă çыннисене — ертỹçĕсене, производствăра малта пыракансене, хăй вăхăтĕнче халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ, апла пулин те районăн паянхи юбилейĕ тĕлне пурăнса çитереймен çынсене ăшă сăмахпа аса илчĕ. Залра ларакансем вĕсене аса илсе пĕр минут шăп тăчĕç. Çак самантра пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ çыннăмăр, СССР халăх учителĕ Петр Чернов Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренекенсемпе пĕрле Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.
…Елчĕк тăрăхĕн пулăхлă çĕрĕн сĕткенĕпе вăй илсе ỹссе çитĕннĕ ывăл-хĕр хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ят-сума, мухтава тивĕçнине, çав вăхăтрах ентешĕсемпе пĕрле шеп уявра кăмăлтан савăнма килсе çитнине те куратпăр мар-и? Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов чи малтан Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, ун хыççăн ентешсене — Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисене ЧР Патшалăх Канашĕн ячĕпе шăрçаланă саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикинчи ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Михаил Михайловский, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Попов (Михаил Михайловский хыççăн Патшалăх Канашне те ертсе пынă), Петр Краснов, Сиднейра иртнĕ 2000 çулхи XXVII Олимп вăййисенче 20 çухрăма хăвăрт утассипе бронза медаль çĕнсе илнĕ Владимир Андреев, авиаци полковникĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Мухтав орденĕсене, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе медальсене илме тивĕçлĕ пулнă Иван Теньков, 1977-1985 çулсенче района ертсе пынă, историре тарăн йĕр хăварнă Василий Шадриков, Чăваш Наци Конгресĕн вице-президенчĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев, Борис Миллин предприниматель, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕррремĕш çумĕ, строительство тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулса вăй хунă Петр Ефимовпа Илья Кузнецов, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова, писатель тата паллă журналист Петр Сидоров, Чăваш художникĕсен союзĕн членĕ Владимир Галошев, Шупашкарти строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ Алексей Лапшин («Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи те вăл), Сăръел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Елчĕкре ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ Аримзян Багаутдинов, уява килме ерçеймен, апла пулин те салама çитерме манса кайман Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Коми Республикин Правительство Пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăхĕпе потребитель рынокĕн министрĕ Анатолий Князев, Федераци агентствин национальноçсен ĕçĕсен ертỹçин çумĕ, статс-секретарĕ Павел Семенов, Эстонири «Атăлçи» (MTV Volgamaa) пĕрлешỹ ертỹçи Ираида Захарова… — пурте хамăрăн ентешсем. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕн Николай Маловăн саламне те кăмăлтан йышăнтăмăр.
Уявра, яланхи пекех, чыслав саманчĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк районĕнчи тĕп больницăн анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн заведующине Владимир Кузьмин анестезиолог врача «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятпа, район администрацийĕн организацилле ĕç пайĕн тĕп эксперт-специалистне Любовь Александровăна, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн специалистне Ольга Максимовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнепе, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Светлана Маловăна РФ ял хуçалăх Министерствин Тав çырăвĕпе, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн специалистне Любовь Александровăна, нумай функциллĕ центр директорне Людмила Викторовăна, «Прогресс» АХО механизаторне Юрий Жирнова, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн специалистне Зоя Печковăна, «Победа» ОООри энергетика Борис Эврикова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса чыслани те чун-чĕрене ăшăтрĕ. Районти тăрăшуллă ĕçченсен ячĕпе тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем тата та нумай пулчĕç.
Уяв тăршшĕпех Елчĕк ен çыннисене чыслакан чаплă концерт иртрĕ. Вырăнти артистсем анчах мар, чăваш эстрада çăлтăрĕсем — Алексей Шадриков, Алексей Московский, Тамара Ишмуратова, Валентина Волкова хăйсен чуна тыткăнлакан юрри-кĕввипе савăк кăмăл парнелерĕç. Вĕсем те пурте — хамăрăн — Елчĕк тăрăхĕн ывăл-хĕрĕ…
ХАКЛАВ
И.М.ТЕНЬКОВ, авиаци полковникĕ, Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ:
— Тăван ялтан тухса кайни 40 çул ытла, служба тивĕçĕсене пурнăçланă май çак тапхăрта пурăнакан вырăна та темиçе хутчен улăштарма тивнĕ. Апла пулин те çуралнă тăван Елчĕк тăрăхĕ асран тухмасть. Вăхăт тупса кашни çулах тăван ялта пулма тăрăшатăп. Елчĕк чиккине çитсен вара савăннипе чĕре тата хыттăнрах тапма тытăнать.
Çĕршыв хушăвне пурнăçлани — Афганистанри вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухни Тăван çĕршыва, атте-анне çуртне, тăвансемпе юлташсене тата çирĕпрех юратма, хисеплеме вĕрентрĕ. Елчĕке килсен чун каниччен тăван чĕлхепе — чăвашла калаçатăп. Тăван çĕр сĕткенĕ чун-чĕрене вăй-хал кỹнине те туятăп. Паянхи ăшă тĕл пулу та ĕмĕр асра юлмалла иртрĕ. Тавтапуç район ертỹçисене уява йыхрав панăшăн.
В.Я.ШАДРИКОВ, КПСС Елчĕк райкомĕн 1977-1985 çулсенчи пĕрремĕш секретарĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
— Тăван ене кашни килмессеренех, аслă çултан Елчĕк енне пăрăнсанах, чĕре нихçанхинчен те хăвăрт, хăватлăн тапма пуçлать. Мĕншĕн тесен кунта ĕçре тата пурнăçра чи пуçаруллă тата пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем кирек мĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ, нихăçан та пуç усмаççĕ. Шăпах çавна пула район республикăра пур енĕпе те малтисен ретĕнче, ял хуçалăхне аталантарассипе юлашки çичĕ çул тăтăшах пĕрремĕш вырăн йышăнать. Эпĕ çакăнпа мухтанатăп та, мăнкăмăлланатăп та.
О.Н.МУСТАЕВ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен элчи, Чăваш Наци Конгресĕн вице-президенчĕ:
— Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнче çуралса çитĕннĕскер, тăван енре туптаннă пĕлỹпе тата ăсталăхпа усă курса, Чĕмпĕр тата унпа кỹршĕллĕ чăвашсене пĕрлештерес тĕллевпе радиопа телевидени комитетĕнче «Эткер» программăна йĕркелеме пултартăм.
Елчĕк районĕн 90 çулхи уявĕнче пулни, унăн ертỹçисемпе, хамăн тус-юлташсемпе, ĕçтеш-журналистсемпе тĕл пулни çĕнĕ вăй-хăват тата творчество ĕçĕнче çĕкленỹ кỹрет.
Тăван район йывăр тапхăрсенче те аталану çулĕпе çирĕп утнине, çултан çул пысăк ỹсĕмсем тунине чунпа сиссе, куçпа курса савăнтăм. Маттур, ентешĕмĕрсем. Сире çирĕп сывлăхпа вĕçĕмсĕр ăнăçлăх сунатăп.
Источник: "Елчĕк Ен"