11 ноября 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 109-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Александр Варсанофьевич Иванова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă.
Саша (ялта çапла чĕнеççĕ ăна) çамрăк чухне ялти тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. 1962 çулта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Аннăпа Варсанофий Ивановсен туслă çемйинче кун çути курнăскер, 10 класс пĕтерсен тăван ялта юлма ĕмĕтленнĕ. Кукашшĕ тата ашшĕ трактористсем пулнăран ачаран механизатор профессине кăмăлланă вăл.
Районти Сельхозтехника предприятийĕ çумĕнче йĕркеленĕ курсран тракториста вĕренсе тухнă. Çул çитсен çар службине кайнă. Хабаровскра службăра тăнă çулсенче «11-мĕш пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна илме тивĕçнĕ.
Çартан таврăнсан трактор-комбайнпа е ытти ял хуçалăх техникипе ĕçлеме пуçланă та пĕр улшăнмасăр çак вăхăтчен кунта тăрăшать. Александр Варсанофьевич шанса панă техникăна юратнипе, ăна вăхăтра пăхса, юсаса тăнипе, ĕçе лайăх пахалăхпа пурнăçланипе, ĕç тухăçлăхне куллен ỹстерсе пынипе хуçалăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Çамрăксен наставникĕ пулнă май вăл яш-кĕрĕме кăткăс техникăна хăвăртрах алла илме тата унпа тухăçлă усă курма вĕрентет. Коллективра авторитечĕ те пысăк унăн.
— Ял хуçалăхне тата техникăна юратасси мĕнрен пуçланнă санăн? — кăсăклансах ыйтрăм унран.
— Манăн аннен ашшĕ, Павел Иванович Марков, Тĕмер ялĕнче пĕрремĕш тракторист пулнă. Атте те 30 çула яхăн трактористра тăрăшнă. Шел, чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне анне хушнипе атте валли кăнтăр апачĕ хире илсе кайса параттăм. Вăл апатланнă вăхăтра трактор çине лараттăм. Ларкăч лутрарах пулнипе руле ура çине тăрса тытса пыраттăм. Техникăна ачаранах ăнланнăран тракториста вĕренме çăмăл пулчĕ. Атте-анне калаçăвĕнчен пĕчĕкренех «хурçă ут» хуçин ĕçĕ йывăр, çапах хисеплĕ пулнине ăнланса ỹснĕ эпĕ. Трактористăн шалăвĕ пĕчĕк пулман. Унсăр пуçне ăна хастар ĕçленĕшĕн тырăпа та тивĕçтернĕ. Тĕш тырă кĕлет тулли пулнăран картиш выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕччĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарса çемье бюджетне пуянлатнă, — тет Александр Иванов.
Хисеплĕ механизаторăн амăшĕпе ашшĕ 5 хĕрпе 3 ывăл çуратса ура çине тăратнă. Кĕçĕнни, Леонид, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ыттисем пурте çитĕнсе çитсе качча тухса, авланса çемье çавăрнă. Тĕреклĕ кил-çуртра ỹссе çитĕннĕ пĕртăвансем. Саша ашшĕне пур çĕрте те тĕслĕх вырăнĕнче курнă.
— Пурнăçăн аслă çулĕ ачалăхран пуçланать. Пĕчĕк чунра тĕвĕленнĕ ĕмĕтсем пурнăç никĕсĕ пулса тăраççĕ, — тет вăл.
Александр Варсанофьевичпа мăшăрĕ, Александра Вениаминовна, шăкăл-шăкăл калаçса çемье тĕрекне, кил ăшшине упраççĕ. Çемьере тирĕк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ пулсан та пурнăçри ырă пулăмсем çемье тĕрекне хускатма паман. Саша трактористра, Александра лавккара сутуçăра тăрăшса тенкĕ çумне тенкĕ хушса ялта чи малтан икĕ хутлă çурт çĕкленĕ, йĕри-тавра хуралтă çавăрнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Çут тĕнчене килнĕ Андрей ывăлĕпе Анна хĕрĕ юратăва çирĕплетме пулăшнă.
Ивановсен ачисем те ашшĕпе амăшнех хывнă. Андрейпе Анна мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Ỹркенмен ачасем шкултан та лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Андрей шофер правине алла илсен республикăри МЧС уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Хальхи вăхăтра куçăмсăр майпа Иваново хулинчи аслă шкулта ăс пухать. Авланнă. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. Анна хĕрĕ ЧПУра журналистика уйрăмĕнче вĕренет, çав вăхăтрах каçхи сменăра çăмăл атлетика спорчĕн тренерĕ пулма хăнăхать. Ывăлĕн çемйипе хĕрĕ тĕп киле килсех тăраççĕ.
Хальхи вăхăтра Саша МТЗ-82 тракторпа, ĕççи вăхăтĕнче «ДОН-680» маркăллă комбайнпа тăрăшать, сенаж хатĕрлеме хутшăнать. Техникăна хĕл каçма тирпейлесе лартнă тесе килте лармасть. Кулленех фермăна утать, «Хозяин» агрегатпа выльăх-чĕрлĕх валли апат валеçет. Кăшт маларах виçĕ çул ферма заведующийĕнче те тăрăшрĕ.
— Хăш-пĕр механизаторсем çу кунĕсенче çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕрен хĕлле канма май тупаççĕ. Эсĕ кашни кун ĕçре. Ывăнтармасть-и?
— Ĕç çыншăн юлташ, чун канăвĕ, чун йăпатмăшĕ, — хуравларĕ харсăр арçын. — Ĕçе кайман чухне юн пусăмĕ хăпарать, юратнă ĕçре вара лăпланать. Тăрăшуллă çыншăн ĕç яланах тупăнать, наянран — тарать. Ертỹçĕсем те ĕçе тĕплĕ пурнăçлакана хисеплеççĕ, кирек мĕнле ĕçе те шанаççĕ.
Кил ăшши, çемье тĕрекĕ мухтавлă механизатора ытлă-çитлĕ пурăнма, тăрăшса ĕçлеме вăй-хал параççĕ. Юратнă мăшăрĕ хальхи вăхăтра ялти культура çуртĕнче ĕçлет, хорта юрлать. Вĕсен килĕнче яланах тирпейлĕ те хăтлă. Упăшки ĕçрен ывăнса таврăннă тĕле килте техĕмлĕ апат шăрши сарăлать. Тулли сĕтел хушшинче мăшăрăн ăшпиллĕ калаçăвĕ шăнкăр-шăнкăр шыв пек юхать.
ХАКЛАВ
Ю.М.ЛАПШИН, «Эмметево» ООО директорĕ:
— Хуçалăхра Александр Иванов пек механизаторсем пуррипе чунтан савăнатăп. Нумаях пулмасть хисеплĕ ята Венарий Захаров та тивĕçнĕччĕ. Иккĕшĕ те хушнă ĕçрен сăлтавсăр пăрăнса юлмаççĕ, тĕплĕн пурнăçлаççĕ, ытти механизаторсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем — çамрăксен наставникĕсем. Александр пек пултаруллă ăстасем пуррипе хуçалăх та малалла аталанса пырать.
И.ЛЕВЫЙ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ветерансен организацийĕн председателĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"