20 сентября 2017 г.
Кĕркунне çитсен район халăхĕ Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ" чупăва кĕтет тесен те йăнăш мар. Организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем хăйсен фирмăллă спорт формине тăхăнаççĕ, теприсем ятарласа çĕннине туянаççĕ. Хăйне евĕрлĕ спорт уявне Елчĕксем кăçалхипе 14-мĕш хут хутшăнчĕç. Юлашки çулсенче çакна сăнама тỹр килет: кĕрхи çанталăкăн малтанхи кунĕсенче çумăр пĕр кун сиктермесĕр çăвать, "Наци кросĕ" пулнă кун çанталăк хĕвеллĕ те ăшă пулнипе савăнтарать. Кăçал та уяв илемлĕ те янкăр кунра иртрĕ. Çавна май чупăва хутшăнакансем яланхиллех йышлăн пулчĕç. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем таранах кроса хутшăнма хатĕр пулчĕç.
Чупу пуçланас умĕн районти культура ĕçченĕсем илемлĕ те янăравлă юрăсем шăрантарса сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен чун-чĕрине хавхалану кĕртрĕç.
Елчĕкри тĕп лапама пуçтарăннă спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, пирĕн район кураторĕ Елена Сапаркина, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕç. Николай Петрович пуçтарăннисене сывă пурнăç йĕркине спорт уявĕнче кăна мар, ытти чухне те тытса пымаллине, ытларах çуран утмаллине, чупмаллине, велосипедпа ярăнмаллине аса илтерчĕ. Сăмах май каласан, Миллинсен çемйи спортпа питĕ туслă. Чупăва Алексейпе Людмила, Викторпа Марина Миллинсем Патреккелĕнчен велосипедпа ярăнса килнĕ.
Чи малтанах VIP-чупăва хутшăнакан район, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем, пай начальникĕсем, вĕсемпе пĕрле пуçламăш классенче вĕренекенсем старта тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕ В.Архипов йышăнчĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи В. Рыбкин иккĕмĕш вырăнта. Кашни çулах массăллă чупура пьедестал картлашки çине хăпаракан "Россельхозбанкăн" районти уйрăмĕн ертỹçи А.Миллин виççĕмĕш. Хĕрарăмсенчен райадминистрацинчи Н.Пирогова мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - районти нумай функциллĕ центр ертỹçи Л.Викторовăпа ЗАГС пайĕн начальникĕ Н.Баймушкина.
Ертỹçĕсемпе старта тăнă хĕрачасенчен Елчĕк шкулĕнчи К.Хушкинапа Е.Молодова пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Патреккелĕнчи К.Кудрявцева виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен А.Шашков, М.Кузьмин, С.Громов (Елчĕк шкулĕ) пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
2004-2007 çулсенчи арçын ачасенчен чи çивĕччисем Патреккел шкулĕнчи С.Карсаков, Н.Иванов, В.Доброхотов пулчĕç. Хĕрачасенчен те пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна Патреккелти К.Антоновăпа В.Айдарова çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Елчĕкри А.Викторова.
41 çултан аслăрах арçынсем хушшинче кĕрешỹ çивĕч пычĕ. Финиша Патреккел шкулĕнчи истори учителĕ Г.Иванов пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕш - Елчĕкри физкультура учителĕ - С.Александров. Виççĕмĕш вырăнта каллех Патреккел шкулĕнчи физикăпа информатика вĕрентекенĕ Н.Карамаликов. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна районти тĕп больницăри Л.Владимирова тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тивĕçекенсем Патреккелсем пулчĕç: "Прогресс" АХОри С.Ивановăпа Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Левая.
2000-2003 çулсенчи арçын ачасенчен М.Петров, А.Данилов, П.Петров, хĕрачасенчен Е.Агеева, Е.Цыганова, А.Чайкина (Елчĕк шкулĕ) призлă вырăнсем йышăнчĕç.
40 çулчченхи арçынсенчен Кивĕ Эйпеç ялне хăнана килнĕ, Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен А.Николаев финиша пĕрремĕш çитрĕ. Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт çурчĕн тренерĕ А.Васильев иккĕмĕш, райадминистрацинчи В.Федотов виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Хĕрарăмсенчен И.Никонова (райадминистраци) мала тухрĕ. Районти тĕп больницăри Т.Петрова врач дистанцие иккĕмĕш, Т.Викентьева (райадминистраци) виççĕмĕш вĕçлерĕç.
"Наци кросĕ - 2017" чупура яланхиллех аслă ăру çыннисемпе ача-пăчана, çемьесене курма пулчĕ. Чи çамрăк чупуçă Патреккелĕнчи икĕ çултан иртнĕ Мария Петрова. Чи асли, ватти - Елчĕкри 77 çулхи В.Петров. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Н.Миллин, Е.Сапаркина, Л.Левый грамотăсемпе медальсем парса чысларĕç.
Ял тăрăхĕсенче те Пĕтĕм Раççейри чупу пысăк активлăхпа иртнĕ. Районти 2700 çын ытла чупăва хутшăннă.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ. Кунта пурăнакансем кашни çулах "Наци кросне" хастар хутшăннипе палăраççĕ. Ăна çỹллĕ шайра ирттерсе яраççĕ. Кăçал та сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан 280 çынна яхăн чупăва тухнă. Вĕсен йышĕнче шкул ачисем, спортсменсемпе спорт ветеранĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культурăра, шкулта ĕçлекенсем, çемьесем, ватăсем.
Спорт уявне пухăннисене Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин саламланă, наци кросĕнче кăна мар, яланах спортпа туслă пулмаллине палăртнă. Чупура мала тухнисене тивĕçлĕ наградăсемпе сувенирсем парса чысланă. Культура ĕçченĕсем пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе хавхалантарнă, печени-компотпа сăйланă. Хăйсен дистанцийĕсене чупса тухнисен пит-куçĕсенче çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм ялкăшнă. Çакă вара - чи пахи.
ХАКЛАВ
Источник: "Елчĕк Ен"