03 мая 2017 г.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче йышăннă 318-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн, район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2017 çулта Хисеп хăми çине çак çынсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă:
Петр Андреевич АНДРЕЕВ, «Комбайн» ЯХПКри 2-мĕш комплекслă бригада бригадирĕ;
Геннадий Арсентьевич БОРИСОВ, Патреккелти халăх хорĕн хормейстерĕ;
Дмитрий Владимирович ВОЛКОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекен;
Владимир Иванович ГАЛКИН, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи;
Василий Николаевич ГРИГОРЬЕВ, ПЧ-44 пушар чаçĕн начальникĕ;
Надежда Владимировна ЕФИМОВА, «ОРО ЧПС» ОООн Хăвăлçырма лавккин сутуçи;
Светлана Николаевна ЗАХАРОВА, «Эмметево» ОООри техник-осеменатор;
Леонид Николаевич ИВАНОВ, «Прогресс» АХОри механизатор;
Валерий Васильевич ИЗРАТОВ, уйрăм предприниматель;
Руслан Камилович КАШТАНОВ, «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ООО учредителĕ;
Лира Николаевна КУЧКОВА, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн тĕп специалисчĕ;
Алина Валерьевна МОЛОДОВА, Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн воспитателĕ;
Оксана Валериевна НИКОЛАЕВА, «Победа» ОООри доярка;
Эдуард Федорович НИКОНОВ, Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн участокри уполномоченнăйĕ;
Олег Федорович ПАТШИН, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри механизатор;
Владимир Петрович ПЕТРУШКИН, спортсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 8 хутчен районти «Акатуй» чемпионĕ;
Алексей Петрович СМИРНОВ, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти учитель;
Виталий Ильич ТИХОНОВ, «ДПМК Яльчикское» ОООри газоэлектросварщик;
Вера Петровна ТУРХАН, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ;
Галина Варсонофьевна ЯКОВЛЕВА, «Елчĕкри тĕп район больници» бюджет учрежденийĕн аслă медицина сестри.
Источник: "Елчĕк Ен"