21 апреля 2017 г.
«Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурса кашни çулах Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Кăçал унта «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ» номинацире Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин çĕнтернĕ. Çавна май асăннă должноçра 2006 çултанпах тăрăшаканскере хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата ял тăрăхĕн пурнăçĕ пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр.
Халăх пулăшать
— Леонид Анатольевич, кăçал çулталăк пуçлансанах сирĕн тăрăхран савăнăçлă хыпар çине-çинех илтĕмĕр: çул туса пĕтернĕ, çĕнĕ лавкка, çавăн пекех хальхи йышши тренажерсемпе, оборудованипе пуянлатнă спорт залĕ уçнă. Халăх хĕпĕртенине туйрăр-и?
— Паллах, пурте савăнтăмăр. Çапла, иртнĕ çул вĕçĕнче Тĕмерпе Мучар хушшинче асфальт хунă 1114 метр çула /пĕтĕмпе 12 миллион тенкĕлĕх/ савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Çул тăршшĕ вăрăмах мар, çапах çакă та пирĕншĕн — уяв. Мĕншĕн тесен вăтам шкул — Çирĕклĕ Шăхальте, Тĕмерти ачасене шкул автобусĕсемпе çавра çулпа /8 километр/ кайса илетчĕç. Халĕ вара, çула асфальт витнĕ хыççăн, тӳррĕнехкаймамайкилет, пĕреннеçитмешкĕн 2,5 километрçеç. Унсăрпуçнекуялтах—пĕтĕмĕшлепрактикаврачĕнофисĕ, ачасачĕ…Аслăрахçултисемвара Тĕмерти 140 çул каялла уçнă чиркĕве çӳреççĕ. Çавăнпатӳррĕнçулуçнипурнетекилĕшет.
Çул тенĕрен, кăçал Тĕмерте Кĕпер тата Кăнтăр урамĕсенче 1600 метр çул тумалла, çавăнпа çывăх вăхăтра торг ирттермелле. Çулсене кашни çулах юсама тăрăшатпăр. Тĕмерте пурăнакансем хăйсем укçа пуçтарса чылай çĕрте вак чул сарчĕç. Патшалăх кашни урамра çул тумашкăн тăруках укçа уйăрайманнине, çавăнпа çынсен ку енĕпе хăйсен те тӳпехывмаллинелайăхăнланаççĕвĕсем. Хĕллеçулсенеюртантасатмашкăнбюджетракашниçулахукçауйăратпăр. Ку енĕпе «Труд», «Эмметево», «Çĕр улмине мухтав-Елчĕк» хуçалăхсемпе килĕшӳтунă. Вĕсемвăйилсепынипирĕншĕнтелайăх: налуктӳлеççĕ, çынсемваллиĕçвырăнĕсемпур.
— Кăçалхи тĕллевсем пирки калаçнă май Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Хăвăлçырмара ФАП тума палăртнине пĕлтернĕччĕ. Ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ: çак ял шăпах сирĕн территорие кĕрет вĕт?
— Елчĕк районĕнче çак программа пурнăçланма тытăннăранпа 2017 çул вĕçленнĕ тĕле 9 фельдшер-акушер пункчĕ хута яма палăртнă, çав шутран 3-шĕ — пирĕн тăрăхра. Элпуç тата Тĕмер ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем уçăлнă ĕнтĕ. Çутă та хăтлăскерсене кĕрсен çынсен сывалас туйăмĕ пушшех вăйланать тесе шухăшлатăп, вĕсене кивĕ те тĕксĕм çуртсемпе танлаштараймастăн. Çавăнпа вырăнта пурăнакансен те кăсăклану пур: вĕсем ФАПа хăтлама хушма укçа пуçтарма та, кирлĕ чухне ĕçлеме те хирĕç мар. Патшалăх фельдшер-акушер пункчĕсем тума тата вĕсене оборудованипе пуянлатма 3 миллион тенкĕ парать. Унта электроэнерги, шыв кĕртмешкĕн, хăтлăх валли ял тăрăхĕн укçа уйăрмалла. Çавна май халăх та пулăшать, çакă хамăршăн кирлине лайăх ăнланать вăл. Ĕçсене вĕçлесен эпир çынсен умĕнче отчет тăватпăр. Хăвăлçырмари ФАПа тума çак уйăхрах пуçласшăн.
Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ:
— Леонид Кошкин — вырăнти хăй тытăмлăхра питĕ нумай ĕçлесе паха опыт пухнă çын. Унпа ĕçлеме çăмăл, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕлĕхсемпе те усă курать, хушусене кирек хăçан та вăхăтра та тĕрĕс пурнăçлать. Хушнине тăвас тени çеç мар, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма тата ăна çăмăллăхсем кӳметалпăнни—çакпуçлăхшăнтĕпвырăнта. ЛеонидАнатольевичхăйĕнтавралайăхспециалистсемпухнă, унăнкомандипитĕпуçаруллă. Çавăнпавĕсемтасалăхпахăтлăх, хăрушсăрлăх тата ытти енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çул-йĕр сармалла-и, ФАП тумалла-и — Çирĕклĕ Шăхальсем ялан малта.
|
5 пин йывăç-тĕм
— Сирĕн тăрăхри çынсем туслă пулнине, пурнăç шайĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшакан объектсене хăпартас ĕçе хăйсен тӳпинехывнинепĕлетĕп. Юлашкивăхăтрапĕрлехивăйпамĕнтумамайкилчĕ?
— Эсир маларах асăннă «Кармал» спорт залне, Элпуç ялĕнче 2017 çул пуçламăшĕнче уçнăскере, «Эмметево» ООО ертӳçиЮрийЛапшинтатаунăнвиçĕывăлĕспонсорпулăшăвĕкӳнипе, çавăнпекехКармалпаЭлпуççамрăкĕсемпухнăукçапареконструкциленĕ, спортхатĕрĕсемпепуянлатнă. Халĕунтаçамрăксемçеçмар, аслăçултисемтехаваспахçӳреççĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем маларахри тапхăрта каçсерен уçăлма тухатчĕç, халĕ вара спорт залне васкаççĕ. Унти тренажерсем килĕшеççĕ вĕсене, çитменнине, спорт оборудованийĕпе усă курнăшăн укçа тӳлемеллемар. ХальхивăхăтраКармалçамрăкĕсемялтимасарçинче пысăках мар çурт лартас тĕллевпе укçа пуçтараççĕ. Паллах, никама та хистемеççĕ: камăн кăмăлĕ пур — çавă парать. Халăх вăйĕпех пирĕн тăрăхра шыва кĕмелли ятарлă 3 вырăн /купель/ турăмăр. Пурне те сăвапланă. Кăçал Çирĕклĕ Шăхальте те тăвасшăн. Пĕлетĕр ĕнтĕ: ку ялти çăл куçа çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ. 2012 çул кăтартăвĕсемпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ «Чи хăтлă ял тăрăхĕ» конкурсра малтисен йышне кĕрсен пире 25 пин тенкĕ пачĕç. Çав укçапа ялта пурăнакансем çăл куç тавра сетка тытрĕç. Кăçал унта шыва кĕмелли ятарлă вырăн тума 16 пин тенкĕ пуçтарнă ĕнтĕ.
Ял тăрăхĕнче çулсерен йывăç лартасси те ырă йăлана çаврăнчĕ. Ку ĕçе ялсенче пурăнакансем те, шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр Элпуç ялĕнче улмуççисем лартса парк хыврăмăр. Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Лапшин улмуççипе груша хунавĕсене туянма тата парк тавра хӳметытмаспонсорпулăшăвĕпачĕ. Вĕсемчĕрĕлсевăйилессе, тепĕртемиçеçултаниртен-çӳренеилемĕпеçеçмар, çимĕçĕпетесавăнтарассашанаскилет. Çаккунсенче 5 пинйывăç-тĕмилсе килсе лартăпăр.
Çынсене общество ĕçĕсене явăçтарас тесен чи малтан унта хăвăн хутшăнмалла, ырă тĕслĕх кăтартмалла. Сан хыççăн ыттисем те туртăнĕç. Паллах, ĕçре йывăр самант сахал мар пулнă, çапах чăрмавсене çĕнтерсе тĕллеве чăна çавăрсан чун савăнать.
— Кунта тирпей-илемшĕн тăрăшни лайăх сисĕнет. Чăн-чăн хуçан çапла пулмалла та: пур çĕрте те йĕрке хуçалантăр, хăтлăх пултăр тесе ăнтăлмалла…
— Хуçасăр объектсем юхăнаççĕ, çакна шута илсех хуçасăр икĕ пĕвене арендăна патăмăр. Вĕсене халĕ уйрăм çынсем пăхса тăраççĕ. Çак пĕвесенче пулă тытма та, çуллахи вăхăтра шыва кĕме те лайăх. Хăвăлçырмапа Кӳлпуçялĕсенчепурăнакансемшывпăрăхĕпеусăкураççĕ. Шывпăрăхнетатаартезианçăлĕсенеялтăрăхĕçинчерегистрациленĕ, анчахпирешывваллилицензипамаççĕ, мĕншĕнтесен районта шыв пăрăхĕсемпе усă куракан организацисем çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунăскерсене арендăна та илесшĕн мар. Пирĕн тăрăхра акăнман çĕрсем çук, эпир ку енĕпе чăнласах та мăнаçланма пултаратпăр. Пай çĕрĕсене те йăлтах регистрациленĕ те хуçалăхсене панă, ку енĕпе те эпир районта пĕрремĕш вырăнта.
Тирпей-илем пирки калас тăк, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çурта палăртас енĕпе кашни çулах конкурс ирттеретпĕр. Унта пӳрт-çуртилемнеçеçпăхмастпăр. Положенипекилĕшӳллĕн, унăнхуçинвыльăх-чĕрлĕх усрамалла, пахча çимĕç лартса ӳстермелле, паллах, чечексемпиркитеманмалламар. Çынсемпĕр-пĕринченирттерестесетăрăшаççĕ. 2016 çултакуконкурсраТĕмертиАлександрМуллинăнхуçалăхĕçĕнтерчĕ.
Ялсенчи çӳп-çапаЕлчĕкетурттаратпăр, куенĕпепĕрорганизаципе килĕшӳтунă. Виçĕмашинакашниуйăхрахюлашкиэрнекункилет, çынсемкилтихытăкаяшаçавкунтĕлнемихĕсенепухсахураççĕ. Çӳп-çаптурттарсатухнăшăнçулталăкнекилсерен 200 тенкĕтӳлеççĕ. Халĕкирлĕмаряпаласене—кĕленчене, тимĕр-тăмăра, хут таврашне тата ыттине — уйрăммăн пухмалли пирки халăха ăнлантаратпăр. Çынсен хăтлăхĕшĕн тăрăшса тунă ĕçсем пирки калаçнă май 7 ялти урамсенче 219 лампа вырнаçтарнине палăртас килет. Кашни подстанци çумне сехет механизмĕ лартнă, çавăнпа вĕсем хăйсемех çутăлса сӳнеççĕ. Энергиеперекетлекенлампочкăсемпеусăкурнăранэлектроэнергиемалтанхиçулхинченикĕхутытларахперекетлемемайпачĕ. Ăçтатапулинлампочкаçунсакайсанçынсемçакăнпиркитӳрехпĕлтереççĕ, электрикпакалаçсаăнаулăштаратпăр.
Юбилейпе саламлаççĕ
— Леонид Анатольевич, сирĕн ял тăрăхĕ 2007, 2008, 2013 çулсен кăтартăвĕсемпе «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» ята тивĕçнĕ. Пĕлтĕр тепĕр конкурсра «Пушар тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр ял тăрăхĕ» номинацире çĕнтерсе иккĕмĕш степень диплома тивĕçнĕ. Эппин, эсир хăрушсăрлăхшăн та нумай тăрăшатăр.
— Хамăрăн ял тăрăхĕнче муниципалитет пушар хуралне йĕркелерĕмĕр. Пирĕн пушар сӳнтермелли 1 автомашинатата 2 мотопомпапур. Виçĕводительграфикпакилĕшӳллĕнталăкĕпехдежурствăратăрать. Вĕсенчен пĕрне укçа тӳлемешкĕнтатаçунтармалли-сĕрмеллиматериал, саппаспайсемтуянмашкăнкашникилтенçулталăкне 150-шартенкĕпуçтаратпăр. Тепĕрикĕводителе«Эмметево»тата«Çĕрулминемухтав-Елчĕк»хуçалăхсемшалупараççĕ. Пĕлтĕрпирĕнтăрăхрапĕрпушартапулман.
— Сирĕн тăрăхра ырă йăла нумай. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрин пирки каласа кăтартсамăр.
— Ял уявĕсем асра юлмалла иртеççĕ. КӳлпуçретатаХăвăлçырмара—çветтуйТроица, КармалпаЭлпуçялĕсенчеПитравтĕпуявсемпулсатăчĕç. Унчухнеасăннăялсенчеçамрăксемтата культура ĕçченĕсем вăййа тухаççĕ, авалтан пыракан ырă йăлана манăçа кăларас мар теççĕ. Мĕншĕн тесен ял — пирĕн халăхăн сăпки, йăла-йĕрке çăл куçĕ. Ял мĕн авалтанпах халăх культурин управçи пулнă, халĕ те çаплах. Эпир 2012 çултан пуçласа хамăр тăрăхра пурăнакан кашни çынна юбилейпе /50 çултан пуçласа/ саламлатпăр, открытка яратпăр. 90 тата 95 çул тултарнисене вара килне кайсах чыслатпăр, Путин саламне çитеретпĕр. Ялшăн ырă ĕç нумай тунисене «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят паратпăр. Вĕсен автобиографине тата сăн ӳкерчĕкĕсенеятарлăальбомавырнаçтаратпăр. Çакята 13 çынтивĕçнĕтеĕнтĕ.
— Мĕнле тĕллевсемпе пурăнатăр?
— Элпуçри клуба тĕпрен юсасчĕ, ялсенчи урамсене пурне те вак чул сарасчĕ. Ку енĕпе Кӳлпуçялĕнчеĕçлемеллинумай.
Источник: "Хыпар"