Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » «Вилĕмсĕр полк» строя тăма хатĕрленет

15 апреля 2017 г.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине пирĕн районтан 8361 çын тухса кайнă. Çак йышпа мотострелоксен 3 полкне яхăн йĕркелеме май пулнă. Паян çак йышран районта вăрçа хутшăннă 19 ветеран çеç пурăнать. Ыттисем вăрçă вутĕнче çунса кайнă, суранĕсене пула е ватăлса вилнĕ. Çын ăна астăвакансем пур чухне чĕрĕ, теççĕ. Вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, вăрçă асапне тÿссе ирттернĕ аттесемпе аннесене, асаттесемпе асаннесене асăнса Çĕнтерÿ кунĕнче вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утасси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал та «Вилĕмсĕр полк» строя тăрать. Шкул ачисем кăна мар, çитĕннисем те хăйсен ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса Совет Союзĕн Геройĕсен Андреев, Беляев, Иванов урамĕсемпе Тĕп лапама çитĕç.

«Аслă ăрури çынсемпе, хамăр тăвансемпе мухтанатпăр, вĕсене асра тытатпăр пулсан «Вилĕмсĕр полк» акцине пурте хутшăнар-ха, айккинче пăхса тăракансем пулса юлар мар». Çапла чĕнсе каларĕ Аслă Çĕнтерÿ, Акатуй уявĕсене йĕркелесе ирттерсе ярас тĕлĕшпе туса хунă оргкомитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый оргкомитет ларăвĕнче.

«Асра тытатпăр! Мухтанатпăр! Пурăнатпăр!» девизпа иртекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕнчи уяв программинче «Вилĕмсĕр полк» Елчĕк урамĕсемпе утса иртессине кăна мар, ытти мероприятисене те чылай палăртнă. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ялсенчи музейсене çĕнетеççĕ, вĕсенче паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ, музейсенче, библиотекăсемпе культура çурчĕсенче тематика экспозицийĕсене, илемлĕ литература тата архив материалĕсен выставкисене, кинофильмсем пăхассине, спорт мероприятийĕсене йĕркелĕç. Майăн 1-мĕшĕнче «Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерÿ вальсĕ», «Çĕнтерÿ йывăçĕ», «Çĕнтерÿ çырăвĕ» тата ытти акцисем пуçланаççĕ.

Ытти çулсенчи пекех Аслă Çĕнтерÿ уявне ялсенче майăн 8-мĕшĕнче, район центрĕнче майăн 9-мĕшĕнче ирттереççĕ. Ларура Елчĕкри вăтам шкул директорĕ Лариса Васильева, централизациленĕ клуб системин директорĕ Валентина Портнова уяв сценарийĕн проекчĕпе паллаштарчĕç. Социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Ирина Аникина пĕлтернĕ тăрăх, районта 19 вăрçă участникĕпе инваличĕ, 105 салтак арăмĕ, 597 тыл ĕçченĕ пурăнать. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Галина Уфукова вăрçăпа тыл ветеранĕсен сывлăхĕсене тăтăш тĕрĕслесе, эмелсемпе тивĕçтерсе тăнине пĕлтерчĕ. Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова ялсенчи палăксемпе обелисксем мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ.

Лару вĕçĕнче Леонард Левый оргкомитет членĕсене кашнине уява ирттерес тĕлĕшпе хушусем пачĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика