01 марта 2017 г.
Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Марина Журавлева ертсе пынипе «Переменка» хаçат кăлараççĕ. Ăна регион шайĕнче иртекен шкулти хаçатсен «Пресс-школа-2017» конкурса тăратрăмăр. 150 изданирен 24-шĕ финала тухнă. Вĕсен йышне эпир те кĕтĕмĕр.
Нумаях пулмасть конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унта пире те йыхравларĕç. Чи малтанах çамрăк çыравçăсемпе мастер-класс ирттерчĕç. Паллă журналистсем, Çĕнĕ Шупашкарта тухса тăракан «Грани» хаçатăн ĕçченĕсем /конкурса шăпах вĕсем пуçарнă/ хаçат-журнал ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, шкул хаçатне тĕрĕс йĕркелесе пыма, интереслĕ статьясем çырма вĕрентрĕç, ачасене хумхантаракан кăсăклă ыйтусене çĕклерĕç.
«Чи лайăх ял хаçачĕ» номинацире эпир иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Жюри членĕсем ачасене хавхалантарса Хисеп грамоти, планшет тата ытти хаклă парнесем парса чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"