28 января 2017 г.
Çын пурнăçра тĕрлĕ йывăр лару-тăрăва лекме пултарать. Вĕсенчен пĕри - çынна салука илни. Çакă террористсемшĕн меллĕ: политика ыйтăвĕ те çивĕч тăрать, заложникшăн укçа-тенкĕ те илме пур.
Çынна салука илесси тĕрлĕ çĕрте - транспортра та, учрежденисемпе организацисенче те, урамра та, хваттерте те пулма пултарать.
Çакăн пек чухне мĕн тумалла?
Чи малтанах, хăвна лăпкăн, йĕркеллĕ тытмалла. Террористсем сирĕн куçăрсене, çăвара хуплама, алă-урана çыхма пултараççĕ. Çавăнпа çакна хатĕр пулмалла - мĕнле те пулин террористсене çиллентермелле мар.
Çавăн пекех сире салука илсен, террористсене куçран ан пăхăр - çакă агресси патне илсе пыма пултарать. Хирĕçме, хăвăн «паттăрлăхна» кăтартма та кирлĕ мар.
Хăш-пĕр чухне салука илнĕ çынсем пысăк йăнăш та тăваççĕ - ятарлă службăсем операци ирттернĕ чухне сотрудниксене хирĕç чупаççĕ. Сире преступник вырăнне шутласа, персе вĕлерме те пултараççĕ.
Çакна асăрхаттарасшăн: лăпкă пулнинчен лайăххи çук.
Источник: "Елчĕк Ен"