Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă комсомол пирĕн пурнăç çул-йĕрне палăртрĕ»

29 октября 2016 г.

Çакăн пек шутлать ĕмĕрне «хурçă ут» ытамĕнче ирттерекен районти паллă механизатор, пархатарлă ĕçĕшĕн Ĕç Мухтавĕн III степень орденне, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотине тата ытти нумай хисеплĕ ята çĕнсе илме пултарнă Кÿлпуç ялĕнче пурăнакан Владимир Николаевич Сазонов.

Çĕршывра çамрăксен союзне туса хунăранпа 98 çул çитнĕ май «Искра» колхоза кĕнĕ  Кÿлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсенчи пуçламăш организацин çав çулсенчи хастар комсомолецĕпе, ăмăртура яланах малти ретре пулнă паянхи сумлă ĕç ветеранĕпе тĕл пулса калаçни нихăçан асран тухман комсомол ретĕнче тăнă вăхăта  тавăрчĕ -  пĕтĕм çамрăклăх куç умне тухса тăчĕ.

- Сирĕн чун-чĕрере çав çулсенче хĕмленнĕ хавхалану халĕ те сÿнмест.

- Пирĕн вăхăтра 38 комсомолеца пĕрлештерсе тăнă «Искра» колхозри пуçламăш организаци районта чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. Эпир пурте тенĕ пекех колхозра вăй хунă, обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Комсомол организацийĕнчи пухусем епле иртни те асрах. Эпир унта хамăр тунă ĕçсене пĕтĕмлететтĕмĕр, малашлăх утăмсене палăртаттăмăр. ВЛКСМ членĕсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене уççăн пĕлтернĕ, вĕсене пĕтермелли майсене палăртма, кирлĕ сĕнÿсем пама та пултарнă.

Чăннипех те çапла, комсомол тесен манăн чун-чĕрем халĕ те мăнаçлăн тапма тытăнать. Пурнăçăн чи илемлĕ, савăнăçлă тапхăрĕ пулнă-çке вăл. Мĕншĕн тесен вăл пире  яланах малти ретре пулма чĕннĕ, Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентнĕ.

1965 çулхи çуркунне Елчĕке ВЛКСМ ретне кĕме кайнине, Хăвăлçырмари  Валерий Волковпа Алексей Маслов, хамăр ялти Виталий Охотин тата эпĕ комсомол райкомĕн бюровне кĕме черет тăнине, бюро членĕсем умĕнче тăрăшуллă, ĕçчен пулма, йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерме тупа тунине паянхи пекех лайăх астăватăп. ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Вениаминович Пугачев комсомол билетне алран тыттарса пире малашлăхра ăнăçусем сунчĕ. Çунатлă ĕмĕтсемпе киле таврăнни те асран тухмасть. Кĕсьери хĕрлĕ хуплашкаллă комсомол билечĕпе кăкăр çинчи йăлтăртатса тăракан значокпа хавхаланнăскерсем, шăкăл-шăкăл калаçса киле çитрĕмĕр.

- Çав çулсенчех çĕнсе илме пултарнă нумай пысăк пĕлтерĕшлĕ наградăсем те сирĕн пурнăçăрта комсомол паллă йĕр хăварнине яр уççăнах çирĕплетсе параççĕ мар-и?

- Комсомол мана пурнăç çулне уçса панă. 1972 çулта механизаторта ĕçлеме тытăннăранпа районтан, республикăран, Мускавран - ВЛКСМ Тĕп Комитетĕнчен панă Хисеп грамотисене паянхи кун та чи хаклă тупра вырăнне хурса килти архивра тирпейлĕн упратăп. Çакна пĕлсе, курса тăракан ачасемпе мăнуксем, мăнуксен ачисем те ĕç пурнăç тыткăчи пулнине, çын хăйĕн телейне юратнă ĕçре анчах тупма пултарнине пĕлсе тăччăр тетĕп. Темиçе хутчен те райком бюровĕн членне суйлани, «9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ», «Районти чи лайăх механизатор» ятсене тивĕçни, Елчĕк парти райкомĕпе ĕç тăвакан комитечĕн йышăнăвĕпе 1974 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн ятăма районти Хисеп хăми çине кĕртни, 1976 çулта СССР Ялхуçалăх министерствин «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» кăкăр çине çакмалли паллăна илни, 1979 çулта облаçри комсомол организацийĕн 34-мĕш отчетпа суйлав конференцине делегат пулса хутшăнни, район Совечĕн депутатне суйланни мĕн тери пысăк чыс пулнине асра тытса çĕнсе илнĕ ят-сума кулленхи ĕçре тивĕçлипе тÿрре кăларма тăрăшнă.

- Эсир камран тĕслĕх илнĕ?

- Кÿлпуçĕнчи машинăпа трактор паркĕ эпĕ мĕн астăвассах - Алексей Александрович Купташкин хуçалăх председателĕ пулнă, «Искра» «Знамя» колхозпа пĕрлешсе унăн тăваттăмĕш уйрăмĕ шутланнă тапхăрта та, Николай Осипович Осипов пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пынă çулсенче те яланах малтисен ретĕнче пулнă. Кунта вара нумай пултаруллă механизатор ĕçленĕ. «Хисеп Палли» орден илме тивĕçлĕ пулнă Геннадий Павлович Охотин,  «Хисеп Палли» тата Халăхсен туслăхĕн орденĕсен кавалерĕ Владилен Сергеевич Карсаков, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Валерий Николаевич Журавлев, вăрçăпа ĕç ветеранĕ Павел Петрович Охотин, паллах, хамăн атте - Николай Николаевич тивлечĕ те мана механизатор профессине суйласа илме хистерĕ пулинех. Эпĕ 14 çулта чухнех аттепе пĕрле ДТ-54 трактор çинче прицепщик пулса ĕçленĕ. Ун чухнех тракторист вырăнĕнче ларса ĕçлеме те аттене  тилмĕрсе  ÿкĕте кĕртеттĕмех. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вĕреннĕ чухнех механизатор специальноçне алла илтĕм. Сăмах май, ун чухне шкулсенчен вĕренсе тухакансене тĕрлĕ специальноçсене  тĕплĕн вĕрентсе професси илме пулăшнă. Кунта механизатора вĕренни çинчен çирĕплетекен свидетельствăна алла илнĕ хыççăн «Искра» колхозра прицепщикра тата тракториста улăштарса  ĕçлеме тытăнтăм. Икĕ çул тăрăшнă хыççăн салтака кайма ят тухрĕ.

- Салтак тивĕçне эсир  Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче  чыслăн пурнăçланине те пĕлетпĕр. Май пулнипе усă курса паянхи яшсене - пулас салтаксене вĕрентсе мĕн каланă пулăттăр?

- Çав ырă вăхăтсенчи комсомолăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнине халĕ пурте лайăх ăнланатпăр. Ун чухнехи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме те комсомол вĕрентнĕ. Пирĕн вăхăтра салтак службинче пулман çамрăка хисеплесех те кайман. Çар службине Германи çĕршывĕнче пурнăçлама шăпа пÿрнĕшĕн, «Совет çарĕн отличникĕ», «Гвардеец» ятсене тивĕçме пултарнăшăн та тивĕçлипе савăнатăп, мăнаçланатăп та. Эпĕ салтакра танкист пулнă. Малтан  Галле хулинчи гарнизонра танксен механик-водительне вĕрентекен сержантсен шкулне пĕтертĕм, ун хыççăн Т-54 танк водителĕ пулса тăтăм.

Демократиллĕ Германи Республикинче  1945 çултан пуçласа 1994 çулччен служба тивĕçĕсене пурнăçланисем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те сахаллăн мар. Эпир халĕ те пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытатпăр, икĕ çул каялла ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ ветеранĕсен районти уйрăмне  йĕркелесе яма, çак паллă пулăма палăртса район центрĕнчи Тĕп лапамра стела вырнаçтарма та пултарнине, паллах, пурте пĕлеççĕ, кураççĕ. 

Çĕршыва хÿтĕлесси - арçын тивĕçĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласси, çав вăхăтрах, чыслă, хисеплĕ пулнине те çамрăксен асра тытмалла.

- Тивĕçлĕ канура пулин те, Владимир Николаевич, ларма-тăма пĕлместĕр, вĕлле хурчĕ пек ĕçчен эсир. Эпир сирĕн рационализаторла ĕçĕрсенчен те тĕлĕнме пăрахмастпăр. Аллăр-урăр, чăннипех, ылтăн. Çаксене пурне те тума вăй-халăр ăçтан çитет?

- Сывлăх пур чухне епле ĕçсĕр ларăн; Мĕн ачаран тимĕр-тăмăра чун кĕртме хăнăхнинчен тинех хăтăлма çуках пулĕ. Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхри пĕтĕм ĕçе хам алăпа ăсталанă техникăпа усă курса пурнăçлани те маншăн тахçанах йĕркеллĕ пулăм, урăхла пулма та пултарайман пекех туйăнать. Кирлĕ вăхăтра ял çыннисене  пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме пултарнăшăн та савăнатăп.

Юлашки çулсенче районти Акатуй уявĕнче вырăнти «Кулибинсем» ăсталанă техника куравĕпе паллаштарма майсем туса пани те питĕ аван. Унта хутшăнма кашни çул тĕплĕн хатĕрленетĕп, кашни хутĕнче çĕнĕ техника кăтартма тăрăшатăп. Ытти ăстасен ĕçĕсемпе паллашни те мĕне тăрать!

...Кĕрĕк арки йăваланипе малалла кайма та çук. Яланах ĕçлĕ пулма, çĕнĕлĕхсене алла илме ăнтăлни çынна вăй-хал кÿрет, ăс-тăна та çирĕплетет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика