02 ноября 2016 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ял çыннин пурнăçĕ лайăх енне улшăнма тытăнчĕ. Бюджетран клубсем, шкулсем тата ытти социаллă объектсем тума укçа-тенкĕ уйăрма тытăнчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи ялсенче те клубсем, шкулсем, кĕперсем çĕкленсе ларчĕç. Культура çуртне ĕçлеме специалистсем çитменни ял совет председателĕшĕн кăна мар, колхоз председателĕшĕн те пуçватмăш пулса тăчĕ.
...Пĕррехинче ирхи наряд вĕçленсен правлени çуртне ял совет председателĕ В.К.Лапшин кĕчĕ. Калаçу туса пĕтернĕ çĕнĕ культура çуртне специалистсем кирлĕ пирки пычĕ. Сăмах çинех алăка тул енчен шаккаса Ольга Муравьева кĕрсе тăчĕ. Аслă Елчĕк хĕрĕ тинтерех кăна Çирĕклĕ Шăхаль йĕкĕтне качча тухнăччĕ. Ветеринари тухтăрĕн пĕлĕвне илнĕ çамрăка вăхăтлăха 2-мĕш комплекслă бригадăн ферминчи выльăхсене пăхса тăма ĕçе илнĕччĕ. Кайрантарах сăнанă тăрăх вăл фермăсенче ветеринари требованийĕсемпе нормисене çирĕп пурнăçлама пуçланине илтнĕ-ха. Çамрăк специалист кашни çынна çитменлĕхсене куçран калать. Правлени ларăвĕсене хастар хутшăнать. Хăш-пĕр чухне тĕп ветврач каланисен çумне те хушусем кĕртет.
Пуçра çийĕнчех шухăш çуралчĕ:
- Акă, Василий Константинович, культура çуртĕнче ĕçлеме пултаракан çын, - терĕм Лапшин енне куç ывăтса.
Пĕр вăхăт пĕри те пĕр сăмах чĕнместпĕр. Ыйтăва тĕрлĕ енчен сÿтсе явнă хыççăн Ольга Петровнăна Çирĕклĕ Шăхальти культура çуртне директора лартма килĕшсе татăлтăмăрах.
Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Халĕ, вăтăр çула яхăн иртнĕ хыççăн, хаваспах пĕтĕмлетсе калама пултаратăп: Ольга Муравьевăна директора лартса пĕрре те йăнăшман. Ольга Петровна эпир шаннине тÿрре кăларчĕ кăна мар, пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕпе таврара ырă ят çĕнсе илчĕ. Вăл - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн депутачĕ.
- Ĕçлеме пуçланă малтанхи çулсем питĕ йывăр пулчĕç. Çурчĕ пысăк. Хутса ăшăтма бюджета малтанхи пекех укçа-тенкĕ сахал пăхса хăвараççĕ. Шкулпа садике, культура çуртне пĕр котельнăйран ăшăтнăран кашни кун 4-5 тонна çĕр кăмрăкĕ çунать. Ăна Канашран илсе килме те йывăрччĕ. Шкул директорĕпе иксĕмĕр куллен хутмалли сезона мĕнле вĕçлесси пирки сÿтсе яваттăмăр. Епле те пулсан ăшăтакан системăна шăнтса юрăхсăра кăларас мар теттĕмĕр. «Кирлĕччĕ-и сире пысăк культура çурчĕ; Район бюджетне çисе яратăр», - тенине те пĕрре мар илтме тивнĕ. Каярахпа шкулпа садике ăшăтма тепĕр котельнăй туса лартрĕç. Хĕлле культура çуртне хупас патнех çитрĕмĕр. Юрать-ха газпа усă курмалли вăхăт çитрĕ. Эпир районта чи малтан газ кĕртрĕмĕр, - иртнине аса илсе хаш сывлать Ольга Петровна.
О.Муравьева хăй ĕçне лайăх пĕлекен ертÿçĕ кăна мар, пултаруллă йĕркелÿçĕ те. Çирĕп ыйтнисĕр пуçне пĕрле ĕçлекенсене хавхалантарма та пĕлет. Пĕчĕк юсавсене хăйсен работникĕсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ: юсавĕ те пысăк пахалăхлă, ĕç укçи çумне те тупăш. Культура çурчĕн территорийĕ тирпейлĕ те таса. Шалта çутă, илемлĕ, хăтлă. Кунта ял халăхне ĕç хыççăн канма, тавракурăма ÿстерме мĕнпур услови те пур. Фойери стенасем çинче кружоксен ĕçне сăнлакан сăнÿкерчĕксем, стендсем. Кунтах шашка-шахматла выляма пулать.
Çулсерен 2-3 хутчен ял çыннисем хăйсен аллипе çыхнă, çĕленĕ, эрешленĕ, тĕрленĕ япаласен куравне ирттереççĕ. Ял халăхĕ пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма йышлăн пухăнать. Чуна илем кÿрекен кружокшăн Ольга Петровна хăй яваплă. «Карусель» ташă ушкăнне, «Тарават» драма кружокне Людмила Петровна Егорова ертсе пырать. «Çирĕк» хор йĕркеленĕ. Люба Козлова, Нина Васильева, Галина Чернова, вĕсемпе пĕрлех пенсие тухнă Елизавета Баринова, Римма Федорова, Тамара Константинова хорăн харсăр членĕсем.
Çураки тата ĕççи вăхăтĕнче культработниксен «Шуçăм» агитбригади ялхуçалăх предприятийĕсенче час-часах пулать – вăл çĕр ĕçченĕсен кĕтнĕ хăни. «Шуçăмсем» ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртри кинемисемпе стариксене те манмаççĕ, час-часах илемлĕ юрă-ташăпа савăнтараççĕ.
Ялти искусствăна аталантарас пирки те тăрăшать Ольга Петровна. Пирĕн тăрăхран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ икĕ художникĕ тухнă. Вĕсем – Н.П.Максимов тата П.В.Петров. Ялта çамрăк ÿнерçĕсем пуррипе те мухтанма пулать. Валерий Краснов хăйĕн картинисене Хусанти Кремльте кăтартнисĕр пуçне ялта та хăйĕн ĕçĕсенчен выставка йĕркелерĕ.
Культура çурчĕн директорĕпе библиотекарь тăрăшнипе культура çуртĕнче ял историйĕпе культурин музейне йĕркелени 15 çул иртрĕ. Музейра 600 ытла экспонат упранать. Унта ĕçлеме уйрăм çын çук пирки кивелнĕ стендсене çулсерен хăй аллипе çĕнетет ертÿçĕ. Хăтлă культура çуртне курма районтан та, республикăран та нумай çын çÿрет. Кунта Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров, Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ю.А.Попов, П.С.Краснов, К.С.Мифтахутдинов тата ыттисем те пулнă. Вĕсем ялти культура вучахĕн ĕçне пысăк хак панă. Кунтах Шупашкарти тата Елчĕкри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсен пленумĕсем иртнĕ.
Ольга Петровна аслă ăру çыннисене пысăка хурса хаклать. Ватăсен кулленхи тĕксĕм пурнăçне тĕрлĕ енчен çутатма, кăсăклантарма тăрăшать. Вĕсемпе час-часах тĕрлĕрен тĕлпулу, пултарулăх каçĕсем йĕркелет. «Ватлăх пăхсассăн куçран», «Мĕн сунам-ши сире, ватăсем», «Канлĕ ватлăх» тĕлпулусем ирттересси, юбилейсене, ылтăн туйсене халăхпа «Икĕ пушмак – мăшăр» ятпа анлă паллă тăвасси ырă йăлана кĕнĕ кунта.
Коллектив илнĕ Хисеп хучĕсене, дипломсене курсан чун савăнать.
- Мĕнле-ха эсĕ, урăх професси илнĕскер, культура ĕçне лайăх, пĕлсе туса пыратăн? - ыйтмасăр чăтаймарăм Ольга Петровнăран.
- Паллах, ĕçе юратни, ăна тĕплĕ тума тăрăшни яланах пĕрремĕш вырăнта тăрать. Юратмастăп эпĕ ĕçе ÿрĕк-сÿрĕк тăвакансене. Районта, республикăра иртекен мероприятисене хутшăннă май ыттисен ырă опытне хамăр патăмăрта усă курма тăрăшатпăр, - пĕлтерет ертÿçĕ.
Ольга Петровна ертсе пыракан культура учрежденийĕ тата хăй «Професси енĕпе чи лайăх культура ĕçченĕ», «Лайăх ĕçлекен культура çурчĕ», «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» ятсене тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех «Çамрăклăх» ача-пăча агитбригади республикăри «Хăвăн пуласлăхна хăв суйласа ил» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплома çĕнсе илнĕ. «Çĕнтерÿ символĕсем» алă ĕçĕсен выставкине хутшăнса Ольга Петровна Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсен ĕçне малалла аталантарасси» указĕпе килĕшÿллĕн Çирĕклĕ Шăхальти культура çуртне 2013 çулта модернизациллĕ ялти клуб учрежденийĕн статусне панă. Вăл сцена тумтирне, çутăпа сасă аппаратурине, видеотехникăна тивĕçнĕ. 2015 çулта республика шайĕнчи конкурсра палăрса 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Ăна çурт тăррине тĕпрен юсанă çĕрте усă курнă.
Ольга Петровна кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет, хавхалантарма пултарать. Хăй палăртнă тĕллеврен нихăçан та чакмасть. Çамрăклах яваплăха туйса ÿснĕ Аслă Елчĕк хĕрĕ качча тухсан культурăллă, интеллигентлă çемьене лекнĕ. Хуняшшĕ – Алексей Петрович Муравьев – вăрçă хыççăн «Красный часовой» колхоз председателĕнче тăрăшнă, пăянамăшĕ – Феодора Никоновна мĕн пенсие кайичченех шкулта ачасене вĕрентнĕ. Мăшăрĕ – Олег Алексеевич – ял совет председателĕнче вăй хунă. Олег аппăшĕ - Лира Алексеевна – Тĕмер ялне качча тухнăскер, учительте тăрăшса «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ.
Ольга Петровнăпа Олег Алексеевич ывăлпа хĕр ÿстерсе, вĕрентсе кăларнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Çемьеллĕ. Муравьевсен икĕ мăнук ÿсет. Çемьере килĕшÿ тата çирĕп тымар ярса çулçă сарнă çирĕк йывăççи пек малалла ăнтăлма ăнăçу сунатпăр сана, Ольга Петровна.
Источник: "Елчĕк Ен"