Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура - хисепĕ

02 ноября 2016 г.

Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен  выставкин территорийĕнче юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей агропромышленноçĕн «Ылтăн кĕркунне-2016» куравне Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче хутшăннă «Слава картофелю» агрофирма» ОООн пирĕн районти предприятийĕ - «АСК-Яльчики» ООО «Çĕрулми туса илессинче пысăк кăтартусем тунăшăн» номинацире кĕмĕл медале тивĕçлĕ пулнă. Çавна май ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен районта иртекен професси уявĕ умĕн эпир предприятин ĕç тăвакан директорĕпе Ю.В.Галкинпа тĕл пулни вырăнлă та пулчĕ.

- «Слава картофелю» агрофирма» ООО çĕрулми вăрлăхĕ туса илессипе  Раççейри ăнăçлă ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕсен йышĕнче. Хальхинче те эсир ертсе пыракан «АСК-Яльчики» ОООна палăртни сирте мĕнле кăмăл-туйăм çуратрĕ? 

- Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерстви йĕркелесе ирттернĕ куравра ят-сума тивĕçни эпир пахалăхлă çĕрулми вăрлăхĕ туса илме пĕлнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Пирĕн ĕçе Раççей шайĕнче тивĕçлипе хаклани, паллах, малашне тата пикенсе ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

- Сăмах пуçарнипе усă курса агрофирмăн çул пуçламăшĕ пирки  кĕскен чарăнса тăма пулмĕ-и?

- Комсомольскинче 15 çул каялла йĕркеленнĕ «Слава картофелю» агрофирма» хальхи вăхăтра 5000 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. 2008 çулта агрохолдинг шайне çĕкленсе «Слава картофелю» агрофирма «АСК-Канаш», «АСК-Яльчики» тата «Комсомольски пахчаçимĕçĕ» ОООсене пĕрлештернĕ. Аталану çулĕпе шав малалла ăнтăлакан пысăк предприятие çак çулсем тăршшĕпех Хасиятулла Идиатуллин ăнăçлă ертсе пырать.

«АСК-Яльчики» ООО хальхи вăхăтра  1847 гектар çĕр лаптăкне пусăçаврăнăшне кĕртет. Пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес, çĕрулми çитĕнтерес ĕçри ăсталăха ÿстерсе пыратпăр. Хальхи вăхăтра эпир хамăр хирсенче тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекен «иккĕмĕш çăкăрăн» 8 тĕрлĕ сортне çитĕнтеретпĕр. Кăçал ăна 230 гектар çинчен, пĕр гектар пуçне шутласан, 280 центнер пухса кĕртме пултартăмăр.  Вăрлăх туянма пирĕн пата таçтан та килсе çÿреççĕ, вĕсен хисепĕ çулсерен ÿссе çеç пырать.

Тĕш тырă культурисене туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ăна кăçал 715 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çав шутран пысăк пайĕ /300 гектар/ - кĕр тыррисем. Мĕншĕн тесен вĕсенчен кирек хăш çанталăк условийĕнче те пысăк тухăç илес шанăç пур. Кăçал та пĕр гектартан  вăтамран 38 центнер тухăç туса илме пултартăмăр. 

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Канаш районĕнчи теплицăсемпе те усă куратпăр. Унти 6,5 гектар йышăнакан лаптăкра микроÿсен-тăран, çĕрулми авăрĕ, суперэлита вăрлăх çитĕнтеретпĕр. Малашне суперэлита тата элита вăрлăхсене хамăра кирлĕ чухлĕ туса илме палăртатпăр.

 Кăçал Кÿлпуç ялĕ çумĕнчи 87 гектар çĕрулми лаптăкĕнче пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене /Ред Скарлет, Эволюшен, Коломбо, Инноватор сортсем/ тата иккĕмĕш репродукцири вăрлăхсене /Ред Скарлет/ ÿстерсе хатĕрлерĕмĕр.

- Ÿсĕмсен çăлкуçĕ мĕнре тесе шутлатăр?

- Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнинче. Тăпрана биологизацилени тухăçа тата ÿстерме май парать. Çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе ятарласа сарă донник çитĕнтеретпĕр, вăл паха удобрени шутланать. Çĕрулми çитĕннĕ вăхăтра уя чирлĕ авăрсенчен тасататпăр.

Çуллахи шăрăх çанталăк условийĕнче çĕрулми лаптăкĕсене  шăварассине йĕркеленĕ. Пирĕн уйсенче пулса курнисем çак тĕллевпе ятарласа вырнаçтарнă ют çĕршывра туса кăларнă хăватлă йышши агрегат-установкăсене курнах ĕнтĕ. Çак мелпе улттăмĕш çул усă куртăмăр. Ялхуçалăх культурисене малашне тата ытларах лаптăкра шăварма палăртатпăр. Çакна шута илсе тата 1900 метр чухлĕ шыв пăрăхĕ хывса хăвартăмăр.

Туса илнĕ пахалăхлă продукцие  çĕнĕ йышши управа вырнаçтаратпăр. Ăна 2014 çулта хута янă. 2800 тăваткал метр йышăнакан, 4,5 пин тонна çĕрулми вырнаçакан автоматизациленĕ управа 5 уйăхри тапхăрта ĕçе янинчен, халĕ аса илсен, тĕлĕнмелле те пек туйăнать. Унта пулса курманнисем, паллах, çакна пĕлмеççĕ. Анчах эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, управ 5 секцирен тăрать, 4-шне купаласа, 1-не контейнерпа çĕрулми тултаратпăр. Техникăпа усă курса суйлатпăр, тиетпĕр. Кашни вăрлăха расна контейнерсенче упрани ăна лайăх сăнаса-пăхса тăма май парать. Çĕрулмине упранма кирлĕ температурăна пĕр пек тытса тăратпăр, сывлăша вентиляторпа уçăлтаратпăр.

Кăçал управăн пĕр секцине вăрлăхлăх çĕрулмине ăна кăларнă хыççăн сивĕтмелли оборудовани вырнаçтартăмăр. Çакна шута илсе хальхинче вăрлăхлăх çĕрулмин авăрне уяр çанталăкра, чир-чĕр аталанма пуçличчен, июль уйăхĕн вĕçĕнче çултăмăр, август варринче ăна кăларса холодильника упранма хыврăмăр. Пирĕн малашне пахалăхлă, тухăçлă ĕçлемелли майсем тата анлăланаççĕ.

- Çĕнĕ ĕмĕрти çĕнĕ йышши управ территорине тирпей-илем кĕртессипе кăçал та нумай ĕç туса ирттертĕр.

- «Слава картофелю» агрофирма» ОООна туса хунăранпа 15 çул çитнĕ май кăçалхи утă уйăхĕнче çĕрулми туса илес, ăна çĕнĕ технологисемпе усă курса хĕл каçарас ыйтусем тавра Раççей шайĕнчи канашлу иртрĕ. Унта хутшăннисем Кÿлпуç ялĕнче вырнаçнă Европа шайĕнчи çĕрулми управне çитсе курассине пĕлсе кунти 2000 ытла тăваткал метр территорие бетон çул сартăмăр. Йĕри-тавра карта тытса çавăртăмăр. Унсăр пуçне, кăçал тырă упрамалли тепĕр склад та турăмăр. 

- Агрофирма хăйĕн ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.

- Тĕрĕсех, агрофирма иртнĕ кĕркунне Кÿлпуç ялĕнчи пĕвене тума анчах 1 миллион тенкĕ уйăрса пама пултарчĕ.

Унсăр пуçне, ĕçрен пушă вăхăтри кану условийĕсене кирлĕ шайра йĕркелессипе, çынсен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлассишĕн те нумай тăрăшаççĕ. Ĕç укçи те пĕчĕк мар.

- Ялхуçалăх предприятийĕн ĕçне хастар хутшăнакан çынсене ятран палăртма пулĕ-и?

- Хĕрÿ тапхăрта тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пĕр харăсах  70  çын таран хутшăнни те пулать. Вĕсенчен кашнийĕ кунта хăйсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿленине пĕлсе тăрать. Çавăнпа вăхăтлăх ĕç тупăнасса аслă ÿсĕмри çынсем, çул çитмен çамрăксем те кĕтсех тăраççĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ участоксенчи пĕтĕм ĕçре механизаци вăйĕпе усă курнă май, тĕп ĕçченсем механизаторсем пулнине палăртатăп. Вĕсем пурте - шанчăклă çынсем. Уйрăмах Георгий Парамонов, Петр Яшин, Геннадий Егоров, Михаил Коновалов механизаторсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

- Сире те, Юрий Васильевич, ялхуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн çак кунсенче анчах «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чыс турĕç. Саламлатпăр!

- Çитĕнÿсем пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçленипе пулнă. Пурне те - тавтапуç.

Малашнехи ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçусем сунатăп, пурне те уяв ячĕпе саламлатăп.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика