Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнлерех ĕçлетпĕр - çапла пурăнатпăр

20 февраля 2016 г.

Мĕнлерех ĕçлетпĕр - çапла пурăнатпăр

«Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕ 2014 çулхи ĕç итогĕсемпе республикăра чи лайăх аталаннă 100 хуçалăх йышне кĕнĕ. Çакă унăн экономикăпа социаллă пурнăçне лайăх хак парать. 2015 çула ялхуçалăх производство кооперативĕ мĕнле вĕçленĕ-ха; Çак ыйтăва кооператив членĕсен отчет пухăвĕнче пăхса тухрĕç.

Чи малтанах ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп специалисчĕсем хăйсем ертсе пыракан отрасльсен пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. «Çĕр ĕç культурисем туса илес тĕлĕшпе хуçалăх пĕлтĕр начар мар ĕçленĕ», - терĕ пухура Эльза Германова агроном. Ялти пĕрлешÿллĕ хуçалăх 1361 гектар çĕрпе усă курать. Вĕсенчен 550 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ. Иртнĕ çулхи тухăçпа савăнмалăх пур. Пĕтĕмпе 17614 центнер, амбар виçипе пĕр гектартан 30,7 центнер тĕш тырă культурисем туса илнĕ. Çакă районти хуçалăхсем хушшинче виççĕмĕш кăтарту. Çĕр ĕçĕнче вăй хуракан механизаторсемпе водительсем Константин Марков, Геннадий Александров, Владимир Козлов, Евгений Козлов, Валерий Баранов, Юрий Уткин, Геннадий Баранов, Венедикт Козлов, Валерий Петрович Уткин тата ытти механизаторсем тăрăшнипе тыр-пул, выльăх апачлĕх культурăсем туса илеççĕ, хуçалăхри ытти нумай ĕçсене пурнăçлаççĕ. Акă, нумаях пулмасть механизаторсемпе водительсем 10 кунра 2300 тонна çĕрнĕ тислĕке хире кăларнă. Ахальтен мар Эльза Германова агроном механизаторсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырсан тыр-пулли те, выльăх апачлĕх культурăсем те çителĕклĕ, вĕсемпе выльăхсене лайăх тăрантарса усрасан хуçалăх укçа-тенкĕллĕ пулассине палăртса каларĕ.
Виктор Сапожников инженер та хуçалăхри механизаторсем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Çав вăхăтрах юлашки çулсенче техника хакĕ самаях ÿснине, ялхуçалăх техникин юсав пайĕсене туянма Шупашкара çÿренине асăнчĕ.
Людмила Александрова экономист, Светлана Прохорова тĕп бухгалтер отрасльсен ĕçĕ-хĕлне хак пачĕç, тупăшсене ÿстермелли, тăкаксене чакармалли майсене палăртрĕç. Хуçалăхра ялан ĕçлекен 42 çын. Вĕсем ытларах механизаторсем тата выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пулса ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр 24851 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Таса тупăш 4 миллион та 652 пин тенкĕпе танлашнă. Туса илнĕ продукцин 78,4 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх аталантарнинчен пырса кĕнĕ. Сĕт суса илесси ытларах усă панă. Хуçалăхри мăйракаллă 460 пуç шултра выльăхран 166-шĕ сăвакан ĕнесем шутланаççĕ. Кашни ĕнерен 5290 кг сĕт сунă. Çак кăтарту 3-4 çулхинчен пысăкрах, анчах районăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Людмила Александрова экономист кашни ĕнерен сĕт сăвассине районта малта пыракан хуçалăхсен шайне çитернĕ пулсан кассăна мĕн чухлĕ укçа пырса кĕме пултарассине калани чылайăшне шухăшлаттарчĕ пулас. Кунта çакăн сăлтавне лайăх пĕлеççĕ. Фермăра алăпа пурнăçлакан ĕçсем пур-ха. Çакна шута илсе 2016 çулта 100 пуç ĕне тытакан ферма витине 5 миллион тенкĕлĕх модернизацилеме пăхнă. Çак ĕçе пурнăçласан фермăна ĕçлеме килес кăмăллă çынсем ÿсмеллех. Халĕ вара фермăра ĕçлекен 25 çынран 4-шĕ пенсире, çывăх вăхăтра тата 3-4 çын тивĕçлĕ кану çулне çитет. Константин Марков механизатор хăйĕн калаçăвĕнче çамрăксене фермăна явăçтарма сĕнчĕ. Производство кооперативĕн ертÿçисем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те çамрăксене фермăна килме ?вĕсем ялта пур, çук мар/ чĕнсе каларĕç. Ĕне витине тĕпрен юсасан ĕçĕ те чылай çăмăлланасса шанаççĕ. Дояркăсем хушшинчи ăмăртура Надежда Семенова малта. Пĕлтĕр вăл, чылай çул фермăра тăрăшаканскер, кашни ĕнерен 6048 кг сĕт сунă. Ытти дояркăсен сăвăмĕ кăшт пĕчĕкрех. Самăртма хупнă ушкăнри выльăхсене талăкра 690-шар грамм ÿт хуштарнă. Пухура çакна палăртрĕç: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи 7 тĕп кăтартуран 6-шĕ 2014 çулхинчен лайăхрах. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕх отраслĕ йывăрлăхсене пăхмасăр малалла аталанать. 
Пĕлтĕр хуçалăхра ĕç укçи тÿлеме 6 миллион та 38 пин тенкĕ уйăрнă, е 2014 çулхипе танлаштарсан ĕç укçи тÿлесси 13 процент ÿснĕ.
Пухура тухса калаçнă ялхуçлăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов хуçалăха аталантармалли майсене палăртрĕ: выльăх-чĕрлĕх витине тĕпрен çĕнетмелле, тырă тасатакан йĕтем тумалла. Юлашки çулсенче çанталăк шăрăх тăнăран кĕрхи культурăсенчен ыраш акса туса илесси çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнчĕ вăл. Мĕншĕн тесен çу варринчи типĕ çанталăкра та ыраш лайăх тухăç парать. Кĕркунне ăна килограмне 4 тенкĕпе туянаççĕ-ха, çуркунне унăн хакĕ 9 тенке çитет. Акса хăварнă ыраш çуркунне хăвăрт çитĕнет, ĕне выльăхсене кĕтĕве кăларса çитерме пулать, сĕте ÿстерме пулăшать. Кĕрхи культурăсем акса хăварни çураки тăвас вăхăта та кĕскетме май парать.

Патшалăх паракан субсидисем пирки те манмалла мар. Мĕн чухлĕ ытларах тыр-пул, сĕт, аш-какай туса илетĕн, минераллă удобренисемпе усă куратăн - çавăн чухлĕ патшалăх пулăшăвĕ пысăкрах. Совет саманинче юлса пыракан хуçалăхсен тăкакĕсене саплаштарнă пулсан, халĕ лайăх ĕçлекенсене хавхалантараççĕ.

Юлашкинчен хуçалăх ертÿçи Валерий Германов тухса калаçнă специалистсен, отрасльсен ĕçĕ-хĕлне тарăнрах тишкерчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Пухура малта пыракансене хаклă парнесем, кооператив членĕсене премисем пачĕç.
Ял ĕçченĕсем Елчĕкрен килнĕ «Туслăх» ансамблĕн, культура ĕçченĕсен концертне те курса савăнчĕç.
Н.АЛЕКСЕЕВ.
Сăнÿкерчĕкре: хуçалăх ертÿçи Валерий Германов Валентина Грибова дояркăна парнепе чыслать

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика