27 февраля 2016 г.
Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсен çĕрĕсем çинче вырăс патши IV Хаяр Иван 1552 çулта Хусан ханствине аркатса Раççей çĕршывĕ çумне пĕрлештернĕ хыççăн çеç чăваш ялĕсем никĕсленме тытăнаççĕ.
Вырăссем Хусана илнĕ хыççăн та тутарсем вĕсене хирĕç кĕрешме чарăнман. Вăтам Энĕш юханшывĕ хĕрринче, хальхи Вăрмар районĕнче Шур ту çинче тутарсен крепоçĕ пулнă. Кунта тутарсен мăрси Ахтубай пăлхав çĕклет. Ăна пусарма чăваш турханĕ Ахплат хăйĕн хĕç-пăшаллă ушкăнĕпе пырса çитет. Халăх асĕнче Ахплат çÿллĕ, кĕрнеклĕ, питĕ вăйлă çын пек юлнă. Çапăçу вăхăтĕнче вăл пысăк чулсене Вăтам Энĕш юханшывĕ урлă персе крепоç стенисем çине ывăтса çитерме пултарнă. Ахплат çак çапăçура Ахтубай мăрсан отрядне çапса аркатать, крепоçне тустарса тăкать. Пăлхавçăсене пăхăнтарма пулăшнăшăн IV Иван патша Ахплата «Ылтăн грамота» парать. Çак грамотăпа Аслă Таяпа çĕрĕсен чиккинчен пуçласа мишер тутарĕсен Чутей аулĕн çĕрĕсен чикки таран 200 десятин тата Вăтам Энĕш юханшывĕ /Вăрмар районĕ/ тăрăх пысăк калăпăшлă çĕр Ахплат аллине куçать.
Ахплат çемйи Шăхран ялĕ /халĕ Канаш хули/ çумĕнчи Кÿлпуçĕнче пурăннă. Арăмне Ухтепи, ывăлне Пинер тесе чĕннĕ. Патша грамотине илнĕ хыççăн Ахплат хăйĕн çемйипе тата отрячĕпе /салтаксем хушшинче вырăссем те пулнă/ Вăтам Энĕш юханшыв хĕрринче вырнаçнă Аслă Пинер ятлă пысăк яла куçса каять, Шăхран çывăхĕнчи çĕрне чăваш хресченĕсене валеçсе парать.
Ахплатăн Аслă Таяпа çумĕнчи çĕрĕ вăрах вăхăт хушши пушă выртнă. Хăш-пĕр çулсенче çеç е Аслă Пинер, е Шăхран çумĕнчи Кÿлпуç хресченĕсем килкелесе çÿренĕ, тырă акса илнĕ. Ял хăпартса тĕпленсе пурăнма çынсем шикленнĕ, мĕншĕн тесен кăнтăр енчен час-часах хĕçпăшалланнă юланутçăсем - нухайсем тапăнса килнĕ. Вĕсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿрекен халăх пулнă. Вĕсем пĕр шелсĕр чăвашсен ялĕсем çине тапăннă, вĕсене çунтарса янă, арçынсене вĕлернĕ, хĕрарăмсене мăшкăлланă, чуралăха сутма хăваласа кайнă. Çавăн пирки «Тискер уйра» ялсем çĕкленесси Раççей правительстви XVI ĕмĕр вĕçĕнче сыхлав службине йĕркелесе янă хыççăн çеç аталанса каять. Уйрăмах XVI ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче. Кĕтне юханшывĕ тăрăхĕнче вăрман касса лашапа та, çуран та çÿремелле мар тăрăха /«Кубнинская засечная черта»/ тата Теччĕ - Улатăр - Темниково çыхăнтаракан çирĕплетнĕ сыхлав линине туса хуни куçса çÿрекен халăхсем тапăнса килес хăрушлăха чакарнă, çурçĕр районсенче пурăнакан чăвашсене кăнтăр енчи çĕрсем çине куçма май панă.
Ахплат турхан XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче вилет. Ăна Аслă Пинерти Турхан тăкăрлăкĕ çумĕнчи таса шывлă пĕчĕк çеç юханшывăн çыранĕнче пытараççĕ. Вилтăпри çине хунă чул паян кун та выртать. Ял çыннисем Ахплата асăнса кашни çул Çимĕк кунĕ вилтăпри умĕнче пухăнаççĕ, чечексем хураççĕ.
Ахплат вилнĕ хыççăн унăн ывăлĕ Пинер турхан пулса тăрать. Вăхăт иртнĕçем ялсенче халăх йышĕ ÿссе пырать, акакан çĕршĕн хирĕçÿсем пуçланаççĕ. Пинер турхан Аслă Пинер тата Шăхран çумĕнчи Кÿлпуç çыннисемпе тĕл пулса калаçать, çĕнĕ çĕре куçса каяс текенсене пехил парать. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Аслă Таяпа енне 7-8 çемье куçса килет. Ялне тикĕс вырăнта - Аслă çырман сылтăм енчи Йăлăмра никĕслеççĕ. Кунта ытларах вăрман тăрăхĕнчен килнĕ çынсем пулнă. Çĕнĕрен никĕсленнĕ яла Хирти Кÿлпуç теме пуçлаççĕ. Пĕрремĕш шалча, пĕрремĕш хуралтă, пĕрремĕш çĕр пÿрт чавса Кÿлпуç ялне никĕсленĕренпе кĕçех 400 çул çитет.
Анчах та Йăлăмра çуртсем лартса ял никĕсленĕ çынсем часах хăйсен йăнăшне ăнланса илеççĕ - Йăлăмра ĕçмелли шыв питĕ тарăнра вырнаçнă. Çур ĕмĕр шывсăр нушаланнă хыççăн çынсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче Аслă çырман сулахай енне, хальхи Вăтакас ятлă урама куçса лараççĕ, яланлăхах унта тĕпленеççĕ.
Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.
Источник: "Елчĕк Ен"