Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпĕ телейлĕ хĕрарăм

20 февраля 2016 г.

Исония Пирогова Кÿлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче «тăлăх» сăмахран пăрăнайман.

Исонийăн ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Вăл ăна астумасть те. Пилĕк пĕртăван тăлăха юлнă. Николай шăллĕ авланса çемье çавăрнă. Унăн арăмĕ Елена йывăр чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вĕсен пилĕк ачи тăлăха юлнă. Шăллĕн ачисене Исонипе Марье йăмăкĕ ура çине тăратнă.

Ялти Георгий Яшинăн 42 çулхи мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăватă ача амăшĕсĕр тăрса юлнă. Арăмĕ вилнĕ хыççăн виçĕ çул иртсен Георгий ял хĕрне - Исония Пироговăна качча илнĕ. Лăпкă та сăпайлă хĕрарăм хăй çинчен çапла каласа парать:

- Ют киле пырса кĕрсен питĕ кулянтăм. Ачисем ÿснĕ. Пĕри салтакра. Тепри эпĕ качча пырсан салтака кайрĕ. Хĕрĕсем 7 тата 4-мĕш классенче вĕренеççĕ. Тăтăшах юрайăп-ши, ăсăм, вăйăм, чăтăмлăх çитĕ-ши тесе шухăшлаттăм. Пÿртри лăпкăлăх мана çемьене хăнăхма пулăшрĕ. Ачасем те хăнăхрĕç пулĕ. Питĕ килĕштерсе пурăнтăмăр. Ачасенчен пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман. Мана аппа тесе чĕнетчĕç. Хама ача çуратса унăн ăшшине туйма тивмерĕ. Пĕтĕм юратăва çак тăлăх ачасене парнелеме тăрăшрăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра сыснасене пăхрăм. Шкултан таврăнсан хĕрсем мана пулăшма пыратчĕç. Ачасене вĕри апат пĕçерсе çитермесĕр шкула ярса курман...

10 çул каялла Исония Семеновнăн мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Çапах тăван киле манмарĕç ачасем. Çулла вара çурт ачасен хаваслă сассипе кĕрлесе çеç тăрать.

- Мăнуксем мана асанне тесе чĕнеççĕ, - савăнать ватă.

Упăшки вилнĕ хыççăн кашни хĕле Исония Яшина хулара ачисем патĕнче ирттерет. Питĕ лайăх пăхаççĕ ăна.

Кăçал вара вăл йывăр чирлесе ÿкрĕ. Хулара пурăнайманнине, унта сывлăш çитменнине пĕлтерсен кинĕ икĕ эрне тÿлевсĕр отпуск илсе ватăна пăхрĕ.

- Мунчана çĕклесе кайса çăвăнтарса килетчĕ. Хаклă эмелсем илсе килсе укол туса тăчĕ. Ыттисем те кашни эрнерех  тутлă кучченеçсемпе килчĕç. Хама эпĕ çĕр çинчи чи телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп, - тет Исония Семеновна.

Вăл ватăлсан качча кайнăшăн ÿкĕнмест. 43 çул пурăнать вăл çак çуртра. 75 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.

- Ачасен юратăвĕ, вĕсен ăшă сăмахĕ мана пÿртре майĕпен уткаласа çÿреме пулăшрĕ, - савăнăç куççульне пытармасть вăл.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика