Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменни калаçтарать

19 февраля 2016 г.

Çитменни калаçтарать

Тĕмерти граждансен пухăвĕ «Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕн отчет пухăвĕ хыççăн иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин ертсе пычĕ. Пухăва çавăн пекех район администрацийĕн представителĕ -строительство, ЖКХ енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Николай Петров хутшăнчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчечĕ тата унпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явасси пухура тĕп вырăн йышăнчĕ. 2015 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче 4 клуб тата пĕр культура площадки, 3 шкул ĕçленĕ. Демографи лару-тăрăвĕ районти пекех чаплă мар. Вилекенсем çуралакан ачасенчен йышлăрах. Ялти шкула 43 ача, шкул çумĕнчи ача-пăча ушкăнне 23 ача çÿрет, хăшĕ-пĕри шкул çулне çитмен ачине килти условисенче воспитани парать.

Иртнĕ çул Тĕмерте çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни ял çыннисене савăнтарнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тирпейленĕ. Ялта çуралса ÿснĕ Николай Муллин тăрăшнипе пĕлтĕр фронтран таврăнсан ялта вилнĕ ветерансен хушамачĕсене 3 мрамор стела çине çырса хурса палăкпа юнашар вырнаçтарнă. Ялшăн ырми-канми тăрăшакан Николай Анатольевич хальхинче те çак пархатарлă ĕç валли хăйĕн укçи-тенкине чылай тăкакланă.

Тĕмерсем ял урамĕсене тирпейлĕ тытса тăма, вак чул сарса хытарма уйрăм хуçалăхсенчен пуçтарнă укçапа усă курса, нимелле пурнăçлама тăрăшаççĕ. Паллах, ял тăрăхĕ те укçа-тенкĕ уйăрать. Ял çыннисем пуçарулăхĕпе ытти ялсенчен лайăх енĕпе уйрăлса тăраççĕ. 2016 çулта Кĕпер тата Кăнтăр урамĕсене 1200 метр вак чул сарса хытарма палăртнă. Район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Николай Петров каланă тăрăх, Кĕпер урамĕнчен Кăнтăр урамне сăртпа хăпаракан çула тĕплĕнрех тумалла пулать. Унчченхи çулсенчи сарнă çула, чул сарсан та, çурхи шыв-шур кашни çул сиенлет.

Граждансен пухăвĕнче Тĕмерпе Мучар хушшинчи 1100 метр çула тăвассине те хускатрĕç. Чăнах та, тахçан çĕр хăпартса тунă дамбăна чул е асфальт сарса хытарсан Çирĕклĕ Шăхальне каякан çул виçĕ хута яхăн кĕскелет. Халĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă яла аслă çул тăрăх çаврăнса кайма тивет. Çавна шута илсе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ Тĕмерпе Çирĕклĕ Шăхаль хушшинчи Мучар ялĕ таран çула асфальт сарса хытарма 5-6 çул каяллах проектпа смета документацийĕ туса хатĕрленĕ. Анчах çĕршыври укçа-тенкĕ енчен йывăр лару-тăру ĕçе пуçăнма чăрмантарнă. Çула тума ял тăрăхĕ те, район та укçа-тенкĕ уйăрма вăй çитереймеççĕ-ха. Районта унтан пысăкрах пĕлтерĕшлĕ объектсем пур.  Çакна пурте ăнланса çитереймен пулас.

Тавралăха таса мар япаласемпе варлани пирки ЯХПК агрономĕ Эльза Германова çивĕч хускатрĕ. Ăпăр-тапăра эрнекун килекен автомашинăпа турттарса тухаççĕ-ха. Анчах унта ял çыннисем мĕн кăна кăларса тăкмаççĕ: çĕре пуçланă кавăн, пахчаçимĕç тымарĕсем тата ытти те. Вĕсене килти тислĕк купи çинче те çĕртме пулать вĕт! Çакăншăн пĕтĕмпех хамăрăн тÿлеме тивет. Юлашки вăхăтра ăпăр-тапăр çырма-çатрана сахалрах пăрахăнать. Ун вырăнĕ уй-хире куçать иккен. Эльза Алексеевна каланă тăрăх, ял хĕррисенче пурăнакансем чăх-чĕп тĕкне кăна мар, пуснă сурăх, ĕне хырăмлăхĕсене, тепĕр чухне пуçĕсемпе урисене те уя кăларса тăкма тытăннă. Çуркунне çĕр типсен уй тăрăх чăх тĕкĕ вĕçет. Машинăпа кÿрсе килнĕ ăпăр-тапăра, каснă милĕк турачĕсене тыр-пул ÿсекен лаптăкран пуçтарма тивет. Ял пухăвĕнче çакнашкал ирсĕр хăтланакан çынсене тупса палăртма, документсем çырса явап тыттарма право органĕсене ярса пама йышăнчĕç.

Çулсеренех ирттерекен «Дом высокой культуры и образцового порядка» конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çак ята В.И.Германов хуçалăхĕ тивĕç пулчĕ. Ял пухăвĕнче П.Г.Крылова ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртес ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине, Тĕмерти культура çурчĕн заведующине З.Б.Спиридоновăна культурăна аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика