14 ноября 2015 г.
Урамра хура кĕркунне, умра – сивĕ хĕл. Ял çыннин тинех канма вăхăт тупăнать. Апла пулсан çăвĕпе ĕçлесе ывăнса çитнĕ шăмшака çемçетес, кăмăл-туйăм, ăс-хакăл пуянлăхне ÿстерес, пушă вăхăтра усăллă та хаваслă канас тесен культура çурчĕсене утма майсем тупмалла. Ял çыннисен культурăллă канăвне мĕнле йĕркеленипе паллашас тĕллевпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсенче пултăмăр. Ку тăрăхра виçĕ культура çурчĕ, икĕ прокат пункчĕ вырнаçнă. Элпуçпе Кÿлпуç ялĕсенчи прокат пункчĕсем ытти чухне хупă. Ял çыннисем пысăк пулăмсене хутшăннă чухне кăна, калăпăр, суйлав вăхăтĕнче, хăйсен пысăк алăкĕсене уçаççĕ.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕ пек хăтлă та пысăк, илемлĕ культура учрежденийĕ районта урăх çук та. Фойере тĕрлĕ стендсем вырнаçтарнă. Чи малтанах К.В.Иванов çулталăкне халалласа ăсталанă ĕçсене курса киленетĕн. Кунтах «Эпĕ тата манăн юратнă хаçат» сăнÿкерчĕксен куравĕпе паллашатăн. З.Петров, И.Иванов, Л.Трофимова, К.Земскова, Е.Краснова «Елчĕк ен» хаçата аллисене тытса кăмăллăн сăн ÿкерттернĕшĕн епле хĕпĕртемĕн. Ватăсем район хаçатне вун-вун çул çырăнса илни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Культура керменĕнче пÿлĕмсем нумай. Сăмах май, ял тăрăхĕн администрацийĕ те çакăнтах хăтлăх тупнă. Культура çуртне 28 çул Ольга Муравьева ертсе пырать. Культработник профессине ятарласа вĕренмен пулсан та ăсталăхĕпе тепĕр специалистран ирттерет. Ертÿçĕ пуканне шанса парсанах, вăл çулсенче хăйĕн ĕçĕшĕн чунне паракан Нина Захарова библиотекарьпе тăрăшнă, çурта юхăнтарас мар тесе ăнтăлнă. Çак тапхăрта çурт хутăнман вăхăт та пулнă, çапах та ял халăхне интереслентерекен мероприятисем ирттерме чарăнман. 2004 çултан вара ырлăх кунта та çитнĕ: çурта кăвак çулăмпа хутса ăшăтма тытăннă. Паян вара туалет та шалта, душевой та пур. Пысăк спортзала малтанах шкул ачисем йышлă çÿренĕ, халĕ вĕсен йышĕ чакнă. Ку вăл вĕренекенсем шкулти спортзалта ытларах пулнипе çыхăннă. Баскетболла, мини-футболла вылякансем вара кунтах çÿреççĕ.
Культура керменĕнче виççĕн тăрăшаççĕ: заведующи, Л.Егорова культорганизатор тата тирпейлÿçĕ. Ял çыннисем валли 11 кружок ĕçлет. Уйрăмах Н.Левая, Л.Егорова ертсе пыракан илемлĕ вулакансен, ташлакансен, халăх пултарулăхĕн кружокĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. «Тарават» ансамбле çак тăрăхра пурăнакансем кăна мар, районта та аван пĕлеççĕ. Çак тăрăхри культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ялсенче паллаштарать. Çак ушкăнах ака-суха, вырма вăхăтĕнче хресчене илемлĕ концертпа савăнтарать. Агитбригада кăçал та районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
«Çирĕк» фольклор ушкăна 60-70 çултан иртнĕ хĕрарăмсем çÿреççĕ.
- Ольга Петровна, çывăх вăхăтра иртекен смотр-конкурса хатĕрленсе эпĕ çĕнĕ юрăсем илсе килтĕм. Çавсене итлесе пăхма вăхăт пур-и сирĕн? - терĕ Римма Федорова пÿлĕме кĕнĕ май.
- Паллах, Римма Ивановна. Питĕ лайăх. Юрать ялта çакăн пек маттур та ÿркенмен хĕрарăмсем йышлă. Вĕсемпе темĕнле мероприяти те ирттерме пулать, - тет Ольга Петровна уçă кăмăлпа.
Культура çуртĕнче музыкант çук, çавăнпа пур мероприятире тенĕ пекех Р.Федорова учитель-пенсионерка баян каласа пулăшать. Вăл 37 çул ытла шулта ачасене музыка вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсене - Н.Краснов, В.Архипов музыкантсене паян район пĕлет.
- Килте ларас килмест. Пирĕн, ватăсен, клуба тухсан чун уçăлать. Баян сасси янраса кайсанах пурăнас килет. Юрататăп эпĕ юрра-кĕвве, - тет вăл çĕнĕ юрра баянпа янраттарса.
Т.Емельянова, Н.Васильева, Т.Константинова, Т.Шелтукова, Е.Захарова, А.Иванова та «Çирĕк» ушкăнта чун канăçлăхне тупнă. Анатри чăваш юррисене ытла та шеп шăрантараççĕ çепĕç саслă юрă ăстисем.
Çирĕклĕ Шăхальсем культура керменне çулсерен çĕнетсе тăма майсем тупаççĕ. Хăйсем те тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса патшалăхран пулăшу илеççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн çутă, сасă аппаратури тата ытти техника, сцена костюмĕсем уйăрса панă вĕсене. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсене ĕç кăтартăвне кура паракан патшалăх пулăшăвне илнĕ. 100 пин тенкĕ премие культура çуртне çĕнетме тата газ хуранĕ туянма янă. Çуртри ăшăлăхшăн В.Федоров оператор яваплă. Вăхăтĕнче ялти вокалпа инструмент ансамбльне çÿренĕскер, купăспа лайăх вылять. Малашне ăна кружок ĕçне явăçтарма та палăртать заведующи. Сăмах май каласан, çав ансамблĕн инструменчĕсене лайăх упраса хăварнă кунта. Çавăнпа та Çирĕклĕ Шăхальсем музыкант çуккишĕн пăшăрханмаççĕ, чун ыйтнипе, тÿлевсĕрех ял çыннине юрлаттарса-ташлаттарса савăнтаракансем пурришĕн савăнаççĕ.
- Ялта купăс калакансем йышлă. Вĕсем ĕçкĕ-çикĕне илем кÿреççĕ. Пирĕн ялта уявсем пит шеп иртеççĕ. Ф.Васильев, В.Трифонов, Н.Карсаков, О.Максимова, В.Земскова, В.Федоров купăсçăсем ял çинче хисепре, - теççĕ культура ĕçченĕсем.
Ял çийĕн купăс сасси янрасан кирек камăн та чунĕ уçăлатех.
Хăвăлçырмари культура çуртĕнче вара «сивĕ ачисем» хуçаланаççĕ. Вера Галкина заведующи каланă тăрăх, мероприятисем ирттермен кунсенче, халĕ çанталăкĕ те сивех мар та, укçа-тенкĕне перекетлесе çурта хутмаççĕ. Иртнĕ кунсенче кунта Дмитрий Трофимова салтака ăсатса анлă уяв ирттернĕ. Çамрăксен юнĕ вĕресе тăрать çав, сивĕ пулнине пăхмасăр юрланă, ташланă вĕсем клубра.
- Мероприятисене хаваслă ирттерме Алексей Сурковпа Алексей Волков купăсçăсем пулăшаççĕ, - тет заведующи.
Культура çуртĕнче календарь çинчи пысăк уявсене паллă тăвассине тĕпе хураççĕ. Ваттисен кунне хаваслă ирттернĕ. Часах Амăшĕсен уявĕ çитет. Ăна хатĕрленеççĕ. Культура çуртне ытларах шкул ачисем çÿреççĕ. Вĕсене шашка, домино, бильярд вăййисем илĕртеççĕ. Ачасен кружокĕсем те начар мар ĕçлеççĕ. Анчах сивĕ çĕрте нумай тăраймăн, часах килĕсене васкаççĕ. Культура ĕçченĕ район шайĕнчи смотр-конкурссене, фестивальсене шкулпа пĕрле йĕркелеме тăрăшать. Унччен аслă ăрури хĕрарăмсенчен йĕркеленĕ «Илем» фольклор ушкăнĕ пулнă-ха, халĕ вара вăл саланнă.
Хăвăлçырмара кăçал пысăк ĕç туса ирттернине палăртса хăвармаллах. Пырса кĕрекен пусма тахçанах çĕмĕрĕлсе ваннă. Ăна ятарлă бригада тытсах çĕнетнĕ. Ял çыннисем те юсав ĕçĕнчен пăрăнман, çамрăксем те чылай пулăшнă. Бетон картлашкасем тума «АСК-Яльчики» ООО 80 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Халĕ пусма та, территори те чăннипех те илемлĕ те тирпейлĕ.
Тĕмерти культура çуртĕнче те сивĕ. Зоя Спиридонова заведующи, газ операторĕ те хăех, анчах газ хуранне хальлĕхе «факел» çине çеç янă. Пысăк çурта хутса ăшăтас тесен вара ах! мĕн чухлĕ çунтармалла. Кунта та мероприятисем сайра-хутра çеç иртеççĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов Тĕмерсене музыка центрĕ туянма пулăшнă. Халĕ илемлĕ юрăсем кĕрлеттереççĕ кăна. Ваттисен кунне аван ирттернине каласа параççĕ. Тĕлпулура карчăк-стариксем юлашкинчен хăйсемех хуткупăса тăсса ярса юрласа-ташласа савăннă. Пур-ха ялта ăста ватă вăйăçăсем. Çамрăксем вара çукпа пĕрех. Хусахсем туллиех – вăтăрăн та пур теççĕ. Вĕсем «шапашкăран» килсен культура çуртне килкелеççĕ, анчах сайра-хутра кăна. Хăйсене валли интерес тупаймаççĕ ахăртнех.
Кунта куракансен залĕн маччине юсама планланă. Ытти вак-тĕвек юсав ĕçĕсем тумалли те пайтах. Çапах та çурта юхăнтарма парас мар тесе тăрăшни сисĕнет.
Культура учрежденийĕсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем çитменни ку тăрăхра кăна мар, районĕпех лайăх палăрать. Çамрăксем, ялта пит сахаллăн вĕсем, культура çуртне тухмаççĕ. Пуррисем телевизор, компьютер умĕнчен хăпасшăн мар. Ялсенче иртекен мероприятисене, уявсене вара ытларах ватăсемпе шкул ачисем илем кÿреççĕ. Вĕсем те культура çурчĕсене хывнă сукмака такăрлатмасан мĕн пулĕ? Çак ыйту чылай культработнике шухăшлаттармалла, хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистемелле.
Источник: "Елчĕк Ен"