28 февраля 2015 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх нарăс уйăхĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттереççĕ, иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки отчетсем тăваççĕ.
Ялсенчи граждансен пухăвĕсенче демографи лару-тăрăвне тишкереççĕ, вырăнти бюджетăн тупăшĕсемпе тăкакĕсен пайĕсене пăхса тухаççĕ. Çавăн пекех экологи, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем, урамсене вак чул сарса хытарас, çĕр лаптăкĕсене, пурлăха регистрацилес, тирпей-илем кĕртес тата ял пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусем те айккине юлмаççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакансем умĕнче
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин тухса калаçнă. Хăйĕн отчетлă докладĕнче вăл тĕрлĕ ыйтусене çĕкленĕ. Ялсенче çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатнă чухне энергие перекетлекен лампăсемпе усă курма, масарсен картисене çĕнетме, Çирĕклĕ Шăхальти, Мучарти урамсене вакă чул сарса хытарма, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çăлкуç патĕнче часавай çĕклеме, Кармалпа Элпуç ялĕсенче кану паркĕ йĕркелеме, Хăвăлçырма ялĕнчи водопровода, Кỹлпуçĕнчи шыв башнине юсама, Тĕмерте çĕнĕ йышши ФАП тума, Çирĕклĕ юханшывĕ урлă хывнă кĕпере çĕнетме тата ытти ĕçсене пурнăçлама кирлине палăртнă.
Ялсенче иртекен граждансен пухăвĕсене ял тăрăхĕсен кураторĕсем, полицин участокри уполномоченнăйĕсем, официаллă ытти çынсем хутшăнаççĕ. Вĕсем çынсен ыйтăвĕсене, пăшăрханăвĕсене итлеççĕ, татса парассипе тимлеççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"