20 декабря 2014 г.
- Ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн 2014 çулхи чи паллă пулăм - Элпуç ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хута яни. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнипе усă курса кĕске вăхăт хушшинче çĕкленсе ларнă капмар сывлăх çуртне уçма хутшăнчĕ. Республика Пуçлăхĕ Кỹлпуç ялĕнчи "АСК-Яльчики" ОООн 27000 тăваткал метр лаптăк йышăнакан, пĕр харăс 4,5 пин тонна çĕр улми вырнаçакан çĕр улми управне тунă çĕрте те пулса курчĕ.
Пысăк ĕç - федераци бюджечĕн тĕллевлĕ укçи-тенкинчен Кỹлпуçри Кооператив урамне 3530 тăваткал метр асфальт сарни. Унсăр пуçне, Элпуçпа Кармал, Кỹлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсенче пурăнакан кашни çын хăй пухнă тата вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса вĕсенчи темиçе урама вак чул сарса хытарнă.
Элпуç ялĕнчи ырă кăмăллă çынсен пуçарăвĕпе аслă апостолсене - Петрпа Павела чысласа кĕл тумалли вырăн - часавай уçăлни, пурнăçланă тата ытти ĕçсем те ял тăрăхĕн кун-çулĕнче яланлăха асра юлĕç. 2015 çулта та пархатарлă ĕçсене хутшăнасса, ырă улшăнусем пуласса шанатпăр.
Источник: "Елчĕк Ен"