16 апреля 2014 г.
Ял халăхне пурăнма тивĕçлĕ услови туса парас ĕçре çул-йĕр строительстви пысăк вырăн йышăнать.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çул-йĕр сарас енĕпе кашни çулах пысăк ĕç пурнăçлатпăр. Ку енĕпе бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ анчах çителĕксĕр.
Юлашки çулсенче Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Хăвăлçырма ялĕсенче пурăнакан халăх хăй укçа-тенкĕ пухса чылай урама вак чул сарма хутшăнать. Çак пархатарлă ĕçе чи малтанах Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакансем пуçăнчĕç. 2011 çулта ялти Н.А.Чернов, С.Н. Перепелкин хăйсен урамĕсенчи 100 тата 30 метра яхăн çула вак чул сарчĕç, пурĕ 50 пин тенкĕ тăкакларĕç.
2012-2013 çулсенче Тĕмер ялĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕ уйăрнă, ялта пурăнакансем пуçтарнă укçа-тенкĕпе Тĕп, Шкул умĕнчи, Сад, Кăнтăр, Кузнецов-Кели урамĕсенчи тата Хĕвел тухăç тăкăрлăкĕнчи 4400 метр çула вак чулпа хытарнă. Вера Галкина, Антонина Дутова, Алина Александрова, Ольга Козлова, Анатолий Солин активистсем ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пуçтарас, ĕçе йĕркелес тĕлĕшпе уйрăмах пысăк тăрăшулăхпа палăрчĕç. Ку ĕçе хастар хутшăннă 75 çулхи Владимир Федоров тракториста та ырăпа асăнмалла. Çулĕпе аслă пулсан та çамрăк çынран кая мар вăй хучĕ вăл. Шкул патне пыракан çул-йĕре вак чул сарас ĕçре вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Александр Муллин шкул директорĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пысăк пулăшу пачĕç. Тĕмерсем çавăн пекех "Труд" хуçалăха (ертỹçи В.Германов) техникăпа тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. "Пĕччен сурсан - типсе пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать", - теççĕ халăхра. Паянхи кун Тĕмер ялĕнче тăкăрлăксемсĕр пуçне кашни урама вак чул сарса хытарнă.
Ырă пуçарулăхпа Хăвăлçырмара пурăнакансем те палăрчĕç. Ял старости Павел Дмитриев тата Станислав Чернов, Николай Краснов активистсем пĕрле пуçтарăнса канашланă хыççăн кивĕ ферма витине ватса Шкул урамĕнчи 200 метра яхăн çула кирпĕч сарса тухрĕç. Вĕсем ĕçе типтерлĕ пурнăçланинчен, кирпĕчсене тип-тикĕс вырнаçтарма пултарнинчен чăннипех те тĕлĕнетĕн. Çакна та палăртмалла, хăйсен вăйĕпе сарнă çул-йĕре халăх хаклать, техникăна ватса çĕмĕрме памасть.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ 2010-2013 çулсенче вырăнти бюджетри 2 миллион та 167 пин укçа-тенкĕпе усă курса Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Мучар, Элпуç, Кỹлпуç ялĕсенчи тĕрлĕ урамсенчи 1 километр та 850 метр çул-йĕре юсанă.
Леонид КОШКИН,
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"