25 ноября 2013 г.
Ял урамĕсене дамба хăпартса вакă чултан çул тăвасси - районти нумай ял халăхĕн ĕмĕчĕ. "Яльчикская" ДПМК вăйĕпе Кỹлпуç ялĕнче шоссерен пуçласа ялти культура çурчĕ таран çул тума пуçласан ял çынни питĕ савăнчĕ. Дамбăна хăпартма "Камаз" машинăсем ялтан пĕр çухрăма яхăнта вырнаçнă Микулай çырми хĕрринчен тăм турттарма пуçларĕç. Маларах тăм илес текен вырăна палăртма Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкинпа "Яльчикская" ДПМКан çул ĕç мастерĕ Ю.Марков нумай çул хушши колхоз председателĕнче ĕçленĕ Н.Осипова та пыма чĕнчĕç. Суйласа илнĕ вырăна Ю.Марков ырларĕ. Мĕншĕн тесен машинăсене тухса кĕме те, погрузчике ĕçлеме те вырăнĕ питĕ меллĕ. Тата "Яльчикская" ДПМК хăйсен енчен ял халăхĕн ĕне-сурăх кĕтĕвĕ çырма урлă пĕр пăтăрмахсăр каçса çỹреме тесе çырана бульдозерпа вашăклатма пулчĕ. Ку ĕç ялшăн паха.
Хĕрỹ ĕç тепĕр куннех пуçланчĕ. Тиевлĕ машинăсем умлă-хыçлăн Вăтакас урамĕ варрине тăм пушатма пикенчĕç. Грейдер тăма тĕртсе якатать. Ун хыççăн тỹрех каток ăна пусарса хытарса пырать. Ĕçе сăнаса тăракан çул ĕç мастерĕ Ю.Марков строительство ĕçĕсемпе кăмăллă. Паллах, ĕç кал-кал пыни камăн кăмăлне хăпартмĕ?
Анчах тепĕр куннех транспорт шăв-шавĕ илтĕнме пăрахрĕ. Çанталăкĕ те чиперех, анчах тин пуçланă ĕç чарăнса ларчĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Тупсăмне вара каярах пĕлме май килчĕ...
Кỹлпуçĕнче 200 метрлă çула сметăсăр тума пикеннĕ, тăма саккуна пăсса турттараççĕ тесе такам Кỹлпуçĕнчен прокуратурăна тата полици пайне çăхав янă иккен. Вĕсем ăна тĕрĕслесе тухса, ял администрацийĕн тĕрлĕ организацисемпе килĕшỹсем туса вăхăт самай иртет. Çакăн хыççăн ĕç тепĕр хут хускалса каять. Шăп та лăп виçĕ кун ĕçленĕ хыççăн "Яльчикская" ДПМК специалисчĕсем çула хывса пĕтереççĕ те. Тăрăшуллă ĕçченсене ятран асăнас килет. Анатолий Мохов, Александр Борисов, Павел Морозов водительсем, Александр Тремзин грейдерист, каток çыхăнтарнă Т-150 тракторпа ĕçлекен Виталий Харлампьев тракторист хăйсен вăр-варлăхĕпе, вашаватлăхĕпе ĕçе пахалăхлă пурнăçласа ял халăхĕ умĕнче пысăк хисепе çĕнсе илме пултарчĕç.
Владислав САЗОНОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"